Ачана чӑпӑл тунӑ чухне калани
533
Ҫын сӑмахӗ ан виттӗр, ҫилӗпе хаяр ан ҫиттӗр, кӗмӗл кӗвелӗклӗ пул, ҫӑл шывӗ пек ҫӑтӑл пул! Пысӑклан, паттӑрлан, пылчӑкпа ан варалан!
534
Ӗмӗрлӗ пултӑр, ӑраскаллӑ пултӑр, тивлетлӗ пултӑр, ӳссен хӑвӑра пӑхмалла пултӑр.
535
— Лайӑх ӳстӗр, чипер пурӑнмалла пултӑр, вӑрӑм ӗмерлӗ пултӑр, ҫӗр ҫула ҫитиччен пурӑнтӑр, ӑнлӑ-пуҫлӑ ҫӳретӗр.
Хӗре. Качча каймалла пултӑр.
Ывӑла. Авланмалла пултӑр, ашшӗ-амӑшне пӑхмалла пултӑр.
536
Ҫуралнӑ ача начар пулсан, ача виличчен часрах чӑкӑт пуҫлас теҫҫӗ (чӑкӑт пуҫличчен вилнӗ ачана йывӑрлӑх пулать, вилсен тӑвансене курмасть теҫҫӗ). Сывӑ пурӑнсан чӑкӑта пӗр-пӗр ӗҫкӗ-ҫикӗре пуҫлаҫҫӗ. Чӑкӑт тӑваҫҫӗ те кӳрши-аршине апат ҫиме чӗнсе пыраҫҫӗ. Ун чух кирек мӗнле апат пӗҫерме те юрать, анчах пур апатран малтан сар ҫупа пӑтӑ пӗҫермесен юрамасть.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен