Аҫа курки сӑмахӗ
726
Алӑк патӗнчи алпассем, тӗпелти тӑвансем, итлӗр! Турӑ, ҫырлах! Турӑ, ан пӑрах! Ама курка хыҫҫӑн сире хисеп туса аҫа курки пуҫласа яратӑп. Сӑмах татӑклӑ пултӑр, кӗпҫе сыпӑклӑ пултӑр, ана йӑранлӑ пултӑр, ҫаран чикӗллӗ пултӑр, шыв каҫӑллӑ пултӑр, ут туртайми урпа пултӑр, ар ҫӗклейми хӑмла пултӑр! Кам та кам ӗҫлеймен, хӑрах тупанпа тӑхӑр ҫуна вутӑ кӳме тивет, кам та кам ӗҫлеймен, пӗр ҫулта вун икӗ хӑлач ӳснӗ хулӑ тупмалла тӑватпӑр.
Алӑк патӗнчи алпассем! Хуҫа чунтан пӗр курка пуҫласа ячӗ — Аҫа курки: сире тиврӗ-и, тивмерӗ-и? Кама тивмен, ура ҫине тӑрӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен