Ашшӗн пехилӗ
612
Эй, ачам, паянхи кунтан эсӗ пирӗнтен уйӑрӑлатӑн, пирӗн вырӑнтан, пирӗн кӗпе-йӗмрен уйӑрӑлатӑн, Турӑ сана ырлӑх-сывлӑх патӑр, вӑрӑм ӗмӗрлӗ тутӑр, ача-пӑча патӑр, мӑшӑрпа ватӑличчен пурӑнмалла пултӑр. Ваттине курсан пичче те, ҫамрӑкне курсан шӑллӑм те, усала курсан тӳртӗн пул, ырра хирӗҫ пул.
613
Ачам, телейлӗ пулӑр, тулли лайӑх пурнӑҫпа мӗн ватӑличчен пурӑнӑр. Ача-пӑчаллӑ, выльӑх-чӗрлӗхлӗ пулӑр. Пӗр-пӗринпе хирӗҫмесӗр, юратса килӗшӳллӗ пурӑнӑр. Ватта курсан ватӑ пек, ҫамрӑка курсан ҫамрӑк пек пулӑр. Ватта хисеплӗр, ял-йышпа килӗшӳллӗ пурӑнӑр. Вӑрман пек пуян, уй-хир пек аслӑ пулӑр.
614
Ваттисем, ҫӗнӗрен йӑла кӑлармастпӑр, ваттисен йӑлине пӑрахмастпӑр. Туй тапратас тетпӗр. Авалхилле эсӗр ӑс парӑр!
Авалхи йӑлана ан пӑрахӑр, ҫӗнӗрен йӑла ан кӑларӑр; хирӗҫ пыракана салам парса курка тыттарӑр! Пӳрте кӗрсен Хӗрт-сурта салам парӑр, хуҫана пуҫҫапса курка тыттарӑр, ҫемҫе чӗлхепе калаҫса туя йыхӑрӑр!
Эй, пӗсмелле, Турӑ! Кӗрӳ каччи тумлантарнӑ йӗркепе сана асӑнатпӑр. Ҫак туя чипер выляса кулма ырлӑх-сывлӑх пар! Алла курка тытнӑ пек, пире куркапа кӗтсе илччӗр туй йыхӑракан ҫынсем. Ҫак алӑри пылпа ҫӑкӑр, чӑкӑт пек юрлӑ-варлӑ кӗтсе тӑччӑр.
Эй, Турӑ! Пиллесем пире ӑратнепе, пухӑннӑ туй халӑхӗпе чипер ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ туй тума! Чипер туй тӑвӑр! Ӑратне ятне ан ярӑр, иртсе пыран ҫынсене тайлӑн пуҫӑрпа тӑйӑлӑр! Куҫпа кӗтсе куҫ хӳрипе ӑсатӑр! Ӑнпа-пуҫпа ҫӳрӗр, ытла ӳсӗр ан ҫӳрӗр! Сывлӑхлӑ пулӑр, пил сире! Эпир пиллетпӗр, Турӑ та пиллетӗр! Тав сире, ачам, туй халӑхӗ!
615
Ачам, итле, ывӑлӑм, паян кунтан малашне ху ҫемьеллӗ пулмалла, хӑвӑн тӗнче кӗтмелле. Ӑнса пытӑр пурнӑҫӑр. Мӑшӑрупала тату пул. Вӑйӑрсене шеллемесӗр хытӑ ӗҫлӗр, тутлӑ ҫийӗр. Ырлӑх-сывлӑхлӑ пулса ырӑ ача-пӑча ӳстерӗр. Хир пек аслӑ пулӑр, вӑрман пек пуян пулӑр.
Тӑвансем, сире чунтан юратса паян туя чӗнтӗмӗр. Выльӑр-кулӑр, ӗҫӗр-ҫийӗр. Ӗҫсен те ӳсӗр ан пулӑр. Микула туйне лайӑх, илемлӗ ирттерӗр. Тав сире, тӑвансем.
616
Пеххил, ачам. Пысӑках мар та, Турӑ пысӑк патӑр. Телейлӗ пулӑр, пуян пулӑр, ырӑ ҫынна юрӑр, усала тӳртӗн, ырра хирӗҫ, чипер ҫӳрӗр!
617
Пеххил, ачам! Тӳшекӗмрен-ҫытарӑнтан паратӑп ӗнтӗ, кӗпе-йӗмрен уйратӑп. Хӑра-хӑр чипер пурӑнӑр, тӳшеклӗ-ҫытарлӑ пулӑр, усала тӳртӗн, ырра хирӗҫ, чипер ҫӳрӗр. Эпӗр нуммай кала пӗлмеспӗр, эпӗр пӗлменнине Турӑ хӑй те пӗлет. Тӑрӑр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен