Пилсемпе кӗлӗсем

Вупкӑн кӗлли

Ырӑ-хаярсене ытларах чухне чир-чӗр ҫаклансан чӳкленӗ. Вӗсен шутӗнче кил-йышпа чӳк паракан хӑват — вупкӑн. Сӑмах каланипе пӗрлех апат-ҫимӗҫпе, им-ҫампа усӑ курса ҫынна ҫӑмӑллӑх кӳнӗ.

 

474

Вупкӑн Турӑ, вупкӑн ашшӗ, вупкӑн амӑшӗ, ҫырлаха парӑр!

475

Эй, пӗсмелле! Вопкӑн Торӑ, вопкӑн ашшӗ, вопкӑн амӑшӗ, ҫырлаха парӑр! Аша каҫарӑр! Ялти чире тасатса тухса кайӑр! Хӗн-асап ан парӑр! Тӑватӑ кӗтеслӗ ҫанталӑк, ӑҫта савнӑ, ҫавӑнта кайӑр, пирӗн ялта ан пурӑнӑр!

476

Ҫул вупкӑнӗ, ҫул ӑншӑрчӗ, ҫул хаярӗ, мана усал ан тӑвӑр. Сире ӗҫме- ҫиме паратӑп, хамран уйӑрса яратӑп. Эпӗ сан хуҫу мар.

Ҫакна каланӑ чух ҫӑкӑр сӑмсине тӑвар сапса чирленӗ ҫын пуҫӗ тавра йӗри-тавра ҫавӑраҫҫӗ. Унтан ҫав ҫӑкӑр сӑмсине тӑхӑр татӑк туса виҫӗ ҫӗрелле виҫшер татӑкӑн ывӑтса яраҫҫӗ.

Вилли-ҫӗтти пӗтӗмпех, вил таврашӗ пӗтӗмпех сапаланса кайтӑр, сапалатса яратӑп.

Ҫул ҫинче чирлесе ӳксен каланӑ.

477

Кил-йышра темиҫе ҫын чирлесе кайсан тӑхӑр хур пусса хур чӳкӗ ирттернӗ. Хур чӳкӗ хыҫҫӑнах шывпа вут тата йӗрӗх чӳкӗ тунӑ. Тирӗкри нимӗре виҫӗ чӳк валли пӗр тан пайласа виҫӗ куҫ тунӑ.

Мур, тен, эсӗ шыври пулсан та, вутри пулсан та, хирти пулсан та, вӑрманти пулсан та, ӑҫта сана ӑсатса яратпӑр, ҫавӑнта кай.

478

Шыв нимӗрӗ — шыври хӑватсене ҫырлахтарма панӑ парне. Аслӑ ырӑ патӗнчен Аслӑ ырӑ шывӗ патне кайса пашалу «сӑмсипе» «кӑвапине» хуҫса шыв хӗррине хунӑ. Нимӗре виҫӗ кашӑк ӑснӑ та шыв еннелле ҫаврӑнса кӗлӗ каланӑ. Унтан пӗрремӗш пашалупа кӗсел пайӗнчен юлнине ҫисе янӑ.

Ҫырлах (пуҫ тайнӑ), ҫырлах (пуҫ тайнӑ), ҫырлах (пуҫ тайнӑ), мимӗр чӳклетӗп аслӑ ырӑ шывне.

Вут нимӗрӗ — вут хӑватне ҫураҫтарма тунӑ чӳк. Шыв хӗрринчен айккинерех пӑрӑнса вута чӳкленӗ. Унтан иккӗмӗш пашалупа нимӗр пайне ҫинӗ те виҫҫӗмӗш чӳкне тума ҫул тытнӑ.

Ҫырлах (пуҫ тайнӑ), ҫырлах (пуҫ тайнӑ), ҫырлах (пуҫ тайнӑ), вута мимӗр чӳклетӗп.

Йӗрӗх нимӗрӗ — йӗрехе ҫураҫтармалли чӳк. Унӑн вырӑнӗ укӑлча тулашӗнче пулнӑ. Кил хуҫи ӑна хӑйӗн кил-йышне чир-чӗрпе инкек-синкек ан кӳтӗр тесе малтанхи пекех чӳкленӗ. Юлашки юлнӑ апатне ҫисе ярсан килне таврӑннӑ.

Ҫырлах (пуҫ тайнӑ), ҫырлах (пуҫ тайнӑ), ҫырлах (пуҫ тайнӑ), йӗрӗхе мимӗр чӳклетӗп.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр