Пилсемпе кӗлӗсем

Сӑра чӳкӗ

 

710

Ҫынсем пухӑнса ҫитсен сӑра, пӑтӑ, ҫӑкӑр, чӑкӑт илсе ҫенӗке тухаҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫе Турра паратпӑр тесе чӳклеҫҫӗ.

Кӑҫал кун чухлӗ пур, килес ҫул кунтан та ытларах ту. Кӑҫал кун чухлӗ савӑнатпӑр, килес ҫул кунтан та ытларах савӑнмалла ту. Турӑ, ан пӑрахах! Калаҫнине илтсем, Турӑ!

Ӗҫсен-ҫисен хӑнисем ура ҫине тӑрса ҫапла калаҫҫӗ:

Ӗҫекеннисем тӑрӑр, ӗҫейменнисем ларӑр; ҫитни пур, ҫитменни пур, ҫак куркапа ҫиттӗр; ҫӗр ҫӗклейми хӑмла, ар ҫӗклейми карӑш!

Ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ. Кӗлле пӑшӑлтатса калаҫҫӗ. Ҫапла вӗсем ҫичӗ хут тухса кӗлтӑваҫҫӗ. Чӳк туса пӗтерсен сӗтел хушшине апата лараҫҫӗ. Тухса каяс умӗн куркине сентре ҫине лартса калаҫҫӗ:

Ҫакӑн тӑршшӗ кантӑр пултӑр, эпир тепре киличчен курка ҫакӑнта лартӑр!

711

Чурхачӗ тавра хӗвеле май куркана ҫавӑраҫ: «Кивӗ ҫине ҫӗнӗ хывма пар», — теҫҫӗ, сӑрине чурхат ӑшне шӗрӗ шӗрӗк виҫӗ хут ҫавӑрса виҫӗ хут яраҫҫӗ. Кил хуҫи ӑскӑчпа каллах чурхатран тултарса тӑрать куркасене: — «Панӑ ҫӗрӗ ан палӑрт, илнӗ ҫӗрӗ ан иксӗрт; — теҫҫӗ. Кил хуҫи ӗҫет куркине, вара кӗлӗ тӑвакан, унтан кам аллинче курка пур, пурте ӗҫеҫҫӗ...

712

Ыр чӳклеме, ҫырлах, килӗш чунпа, ҫурт-йӗрпе. Алӑк патне кӗрӳ лартма пӳлӗм пар, Турӑ, тӗпелелле — кин! Выльӑх-чӗрлӗхе ырлӑх-сывлӑх пар! Сурӑх хыҫҫӑн путек ертме пар, Турӑ. Ҫуратманне ҫуратса пар, ҫуратнине сывлӑхне пар. Ӗне хыҫҫӑн пӑру ертмелле пар, Турӑ. Ҫуратманне ҫуратса пар, ҫуратнине пит алли пар. Кӗсре хыҫҫӑн тиха ертмелле пар, Турӑ. Пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, тепӗр вӗҫӗ — шывра. Ҫырлах, Турӑ! Ҫичӗ тӗслӗ тыррӑм-пуллӑмпа, виҫӗ тӗслӗ ҫемьемшӗн асӑнап-витӗнеп! Тыррӑм-пуллӑмшӑн — каҫхи ӑшшӑнтан сыхла, ирхи тӑмран сыхла! Йывӑр пӑрӑнтан, ҫилӗнтен-тӑвӑлӑнтан сыхла!

713

Ӑрахмат Торра, ӑрахмат Пӳлӗхе. Ӑрахмат Торра, патшана! Ҫӳлте Торӑ, ҫӗрте патша пӑхать пире. Торӑпа патша тивлечӗпеле ӗҫетпӗр-ҫиятпӑр. Ӑрахмат Торра! Ӑрахмат Пӳлӗхе! Ӑрахмат ака-сухана, Торӑ полӑштӑр, ака-суха панче!

Ака-суха тивлетпе кӑна ӗҫетпӗр-ҫиятпӑр. Ӑрахмат, кил-ҫурт, кил-вот! Кил-вот, кил-ҫорт полсассӑн ҫапах порнаппӑр, аптрамӑпӑр! Ҫак кил-вотпах упратӑр Торӑ.

Ӑрахмат ача-пӑчана! Ырӑ ывӑл-хӗр ачасемпе порӑнсассӑн хамӑра та ҫитӗ. Патшана памалла пулӗ. Ырӑ ачасемпех упратӑр Торӑ!

Ӑрахмат ял-йыша, ӑрахмат хорӑнташа, пӗлӗш-тантӑша та. Пӗрле ҫимелле, ӗҫмелле, порӑнмалла полтӑр! Ял-йыш полмасан, хорӑнташ полмасан порнма полас ҫок, пӗрлех порнӑпӑр. Ял-йыш, хорӑнташ, пӗлӗш-тантӑш, ӑрахмат!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр