Ача ҫуралсан тӑвакан йӗркесемпе сунӑмсем
Ҫумпайсем
Ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнтартни (530)
Ачана чӳке кӗртни (531-532)
Ачана чӑпӑл тунӑ чухне калани (533-536)
Папак чӑкӑчӗ (537)
Ача кӗпепе ҫурални (538-539)
Ача ҫуралсан апӑс пиллени (540-544)
Кӑвапа касни (545-552)
Ача пӑтти (553-554)
Ачана ят хуни (555-559)
Ачана уйра ят хуни (560-565)
Ачаран ӗйӗ хӑвалани (566)
Ача пурӑнмасан (567-569)
Ҫемьере ачасем вилсен тунӑ чӳк (570)
Ачана тӗтӗрни (571)
Ача чӑкӑчӗ (572-578)
Сӑпка кӗлли (579)
Ача шӑлӗ ӳксен (580)
519
1. Ача ҫуралсан ачапа амӑшне усал ан ӳктӗр тесе тӗтӗрнӗ, ҫав вӑхӑтра ача чунне илсе килекен пирӗшти малашне мӗн пулассине пӗтӗмпе ҫырса хурать тенӗ.
2. Тӗне кӗмен ҫынсен амӑшӗ ҫӳре пуҫласан ят хунӑ, чӑкӑт пуҫланӑ. Ун чухне пур ратнисем, кӳрӗш-аршӑсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ача яшки илсе пынӑ. Пурте пуҫтарӑнса ҫитсен ура ҫине тӑнӑ та кашниех пӗрер татӑк чӑкӑт, ҫӑкӑр тытнӑ, ашшӗне сӑмсине панӑ. Пурте алӑк патнелле пӑхса алӑка уҫса кӗлтунӑ. Малалла вара ӗҫсе ҫинӗ.
3. Ача-пӑча пурӑнмасан, ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ чӑкӑт пуҫланӑ чух ачана урӑх ҫынна, ача нумай ӳстернӗ ҫынна «сутаҫҫӗ». Ача ҫуралсан амӑшӗ алла тытиччен малтан нумай ача ҫуратса ӳстернӗ хӗрарӑм ӑна хӑйӗн кӗпине тӑхӑнтартнӑ, хӑйӗн кипкипе тытнӑ. Ӳссен ача вӗсене пысӑк атте, пысӑк анне тесе чӗнет.
520
Ача пурӑнман хӗрарӑмсем ачине урӑх ҫын (ача нумай, вӗсем пурте пурӑнакан ҫын) патне кайса ҫуратаҫҫӗ. Вара ҫак хӗрарӑм малтан хӑй пӳрте кӗрет те ачине тулта урӑх ҫынна парса хӑварать. Лешӗ вара чӳрече айне пырать те: «Сире ача кирлӗ мар-и?» — тесе ыйтать. Ача амӑшӗ: «Кирлӗ, кирлӗ», — тет. Лешӗ вара калать: «Сутатӑп, илӗр», — тесе ача леш ҫыннине укҫа парать те ачине чӳрече витӗр илет.
521
Эй, Турӑ ҫӗнӗ чун пачӗ! Пӗсмелле, аминь, Турӑ, ырлӑхне, сывлӑхне патӑр.
Эпи карчӑк тин ҫуралнӑ ачана аллине тытнӑ чухне каланӑ.
Хӑй телейне пулать.
Ача кӑвапине каснӑ чухне каланӑ.
522
Кӑвапа каснӑ чухне ывӑл пулсан ҫапла каланӑ: «Алли-ури каскалама пытӑр» е «Алли-ури ҫӗвӗҫе пытӑр» .
Е тата Турӑран ҫапла кӗлтуса ыйтнӑ: Ырӑ патшашӑн та пулин, Турӑ, ӑраскал пар.
Хӗр пулсан: «Ӑраскаллӑ, телейлӗ пултӑр, ырӑ ҫынна юрайтӑр», — тенӗ.
523
Пысӑк пул; ҫу ҫисе килтӗм — ҫу пек чӗлхеллӗ пул; пыл ҫисе килтӗм — пыл пек тутлӑ чӗлхеллӗ пул.
Эпи карчӑк тин ҫуралнӑ ачана тытнӑ чухне каланӑ.
Кӗҫӗннине патӑн, пысӑккине те пар! («кӗҫӗнни» — ача, «пысӑкки» — ача вырӑнӗ). Тимӗр пек пиҫӗ пултӑр, ҫын сӑмахӗ ан ҫиттӗр, ҫилӗпелен хаяр ан ҫиттӗр. Никӗс тытмалла пултӑр. Турӑ ырлӑх-сывлӑх патӑр, вӑрӑм ӗмӗр патӑр. Ҫӑпатине кутӑн сырмалла пуличчен пурӑнмалла пултӑр.
Ҫӑкӑрлӑ пултӑр, телейлӗ пултӑр. Эй, Турӑ, ырлӑх-сывлӑх пар!
524
Пӗчӗк ача ҫуралсан каҫхине ӑна виҫӗ хут шыва кӗртетчӗҫ. Ача тутаракан карчӑк ача ятне хуратчӗ. Ача ятне хунӑ чухне сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартаҫҫӗ, яшка пӗҫереҫҫӗ, ҫӑкӑр ҫине чӑкӑт хураҫҫӗ те вара ҫапла каласа кӗлтума пуҫлаҫҫӗ:
Ятлӑ-шывлӑ пултӑр, ҫӑкӑр-яшкаллӑ пултӑр, пыллӑ-ҫуллӑ пултӑр.
525
Ӑшӑ вырӑнтан тухрӑн, ӑшӑ вырӑнта ҫут тӗнчене кур, ватӑличчен, сӳтӗличчен пурӑн, пирӗн пек телейлӗ пул, мана ватӑлас кунӑмра сума су. Эпӗ сана аннӳ пушӑ мар чуне, йӗнӗ чуне пырса тытрӑм, аннӳ пушанман чуне кутна та ҫурӑм, ачам, ӳлӗмрен сума су.
Ачана ҫуса-тасатса вырттарнӑ чухне эпи карчӑк каланӑ.
526
— Турӑ, ача патӑн, ырӑ пурӑнма пар, пурӑнсан ашшӗ-амӑшне, патшана юрӑхлӑ пултӑр.
527
Пуҫламан чӑкӑт илеҫҫӗ, пуҫламан ҫӑкӑр, сӑра ӑсаҫҫӗ, Турра кӗлтӑваҫҫӗ:
— Турӑ, ху ҫуратнӑ чунна лайӑх ырлӑх-сывлӑх пар пурӑнма.
528
Ача ҫуралсан эпи карчӑк пӳртре ача ҫуралнӑ чӗлхе эмеллет, тӑвар шывӗ тӑвать те тата пӗчӗк ҫеҫ пашалусем тӑвать, вӑл пашалусене хӗрӗх те пӗр тӑвать. Ӑна вучахра пӗҫерет те тӗп сакайне ача ҫуралнӑ тӗле кӗрсе лартать. Вара пашалусене иесене парать:
— Ие ашшӗ, ие амӑшӗ! Хӑвӑрӑн ушкӑнӑрсене пурне те валеҫӗр, ҫийӗр, ачана ан ӑмсанӑр, ан сӑхланӑр. Ҫӗр ашшӗ, ҫӗр амӑшӗ! Ачана ан сӑхлан, ан ӑмсан, ӳсме ирӗк пар, хӑмла пек хӑпарт, ҫулҫӑ пек ярпайт!
529
Пӗсмелле, Турӑ ан пӑрахтӑр. Ырри юлтӑр, усалли кайтӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен