Пилсемпе кӗлӗсем

Ачана уйра ят хуни

 

560

Ача ҫуратсан ӑна тӗне кӳртсе, уйра тӑр пӗччен ларакан йывӑҫ патне илсе каяҫҫӗ, унта хӑйсем урӑх ят хураҫҫӗ, урӑх ят хумасан ача пурӑнмасть теҫҫӗ.

561

Ятлӑ-шывлӑ пултӑр, ҫӑкӑр-яшкаллӑ пултӑр, пыллӑ-ҫуллӑ пултӑр.

562

Эй, Турӑ, Сана асӑнатпӑр-витӗнетпӗр, мӗн тусассӑн та Санӑн ирӗк. Эпир Сана ӗненсе пурӑнатпӑр, Эсӗ кӑларнӑ йӑлана пурне те тӗрӗс тытса пыратпӑр. Паянхи кун ӗнтӗ Санӑн йӑлуна пӑрахас мар тесе ача ячӗ хурса чӑкӑт пуҫлатпӑр. Ку ачана ӗнтӗ Эсӗ аван пӑхса усраса ӗмӗрне вӑрӑм ту. Вӑл ӗмӗрне тулӑхлӑ-сывлӑхлӑ пурӑнса, ашшӗ-амӑшӗ епле пурӑнать, вӑл та ҫав йӑлапах пурӑнтӑр. Ку ачана эпир Илюшка ятлӑ хуратпӑр. Эй, Турӑ, ҫырлах!

Виҫӗ хутчен ӳксе пуҫҫапать. Старик ачана аллине илет те: «Акӑ Илюшка та Сана ӳксе пуҫҫапать», — тет. Вара чӳклекен старик пӳртри ҫынсене пурне те пӗрер курка сӑра ӗҫтерсе тухать те сӗтел ҫинчи чӑкӑта сулахай аллине тытать, ачана сылтӑм аллине тытса:

— Ку ача манӑн сулахай алӑри чӑкӑт пек пултӑр. Эпӗ ку чӑкӑта миҫе татӑк тӑвӑп, ачан та ӳссе ӗмӗрне ирттериччен ҫавӑн чухлӗ ача-пӑча пултӑр, ачисем пурте пурӑнса тулӑх пурӑнмалла пулччӑр, ашшӗ-амӑшӗ йӑлипе пурӑнччӑр. Эсӗ ҫак чӑкӑт пек пул. Ҫак чӑкӑта миҫе татӑк турӑм, санӑн та ҫавӑн чухлӗ ача-пӑча пултӑр.

Чӑкӑта вара татӑк-татӑк тӑвать те пӗр тӗпренчӗкне ачана чӑмласа хыптарать.

563

Ҫак ача (ятне калать) ятлӑ пултӑр, ман пек шурӑ ҫӳҫлӗ, шурӑ сухаллӑ ватӑ ҫын пултӑр, сарӑ шӑллӑ пултӑр, ашшӗпе амӑшне хисеплесе пурӑнтӑр, ватӑ ҫынсене юраттӑр, ҫӑкӑрлӑ-тӑварлӑ, выльӑхлӑ-чӗрлӗхлӗ пултӑр, миллионӗпе укҫа, пинӗпе ҫӗр тыттӑр, ҫуртлӑ-йӗрлӗ, ача-пӑчаллӑ пултӑр, ырӑ кунлӑ-ҫӗрлӗ, ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр, Турӑ ӑна сывлӑхне патӑр.

564

Ӑраскал пултӑр, ача-пӑчаллӑ пултӑр, сак тулли ача-пӑча пултӑр, урай тулли путек пултӑр.

565

Турӑ, ырлӑх-сывлӑх пар, вӑрӑм ӗмӗр пар. Ҫӑпатине кутӑн сырмалла пуличчен пурӑнмалла пултӑр. Ҫӑкӑрлӑ пултӑр, телейлӗ пултӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр