Салам пани
685
Пӗри салмана илет те ҫӳлелле ҫӗклесе каласа ташлать: «Инке, салма ҫиетне? Эсӗ ҫийӗн те, эпӗ памӑп, эпӗ ҫийӗп те, эсӗ памӑн». Ҫапла виҫӗ хут пырса виҫӗ хутчен калать. Пӳртӗнчен илсе тухса ҫӑнӑх ҫине хурса хӑварать те, хӑй ҫӑнӑх илсе кӗрсе сапать каласа: «Ҫакӑ ҫӑнӑх пек ватӑличчен-шураличчен пурӑн», — тет. Ҫӗнӗ ҫын кӑмака умӗнче тӑрать вара.
Унтан салам парать, кӑмака умнелле лапчӑна-лапчӑна пырса. Унтан шыв ӑсма каяҫҫӗ пӗр хӗрпе. Виҫӗ витре ӑсать те вӗсене чӗркуҫҫипе ҫӗн ҫын тӑкать, тӑваттӑмӗшне ӑсса кӗреҫҫӗ. Ҫак шыва ҫӗн ҫын ҫумӗнчи пӗр хӗрарӑм ӗҫтерсе ҫӳрет. Унтан ҫав шывпа яшка пӗҫереҫҫӗ — салма яшки. Шывне ӗҫтернӗ чух ҫӗнӗ ҫын кӑмака умне кайса тӑрать те ҫав шыва ӗҫтерсе пӗтеричченех ҫӗнӗ ҫынни кӑмака умӗнче хӑрах чӗркуҫҫи ҫинче ларать питне пӳрнисемпе тытса. Ун чухне малтан хуняшшӗпе хунямӑшӗ сӗтел пуҫӗнче сӑрапа курка тытса лараҫҫӗ те кинне укҫа параҫҫӗ пиллесе: «Эй, кинӗмӗр, пехил сана. Ҫак кил хуҫи пулӑр».
Ун чухне ыттисем калаҫҫӗ кашни ҫын пӳртрисем пурте; пӗри калать: «Сана лаша пехил, тепӗрри — сана ӗне пехил. Сана сурӑх пехил, хур пехил». Унтан яшкине ҫиеҫҫӗ. Унтан хӗве хупаҫҫӗ.
Татах салам парать Хӗрт-сурта хӑрах урипе чӗркуҫҫи ҫине лара-лара виҫ хутчен.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен