Ӑшши панӑ чухнехи
751
Эй Турӑ, пилле! Мунча ӑшши пыл пек тутлӑ пултӑр, ҫу пек ҫемҫе пултӑр! Хӗрӗх хӗрарӑм, аллӑ арҫын ӑшшине кӗрсе ан пӗтерейччӗр! Пыйтисем вилччӗр, шӑркисем ҫурӑлччӑр. Каҫ выртма канлӗхе патӑр, ир тӑрсан ҫӑмӑллӑхне патӑр!
752
Ҫанна-ҫурӑма кантар, пыл пек тутлӑ пул, ҫу пек ҫемҫе пул, ҫан-ҫурӑм ҫумне ҫыпӑҫ, ҫан-ҫурӑма канлӗх пар!
753
Йӳҫҫи — тула, тутли — шала, пыл пек тутлӑ, ҫу пек ҫемҫе, ҫан-ҫурӑма канӑҫа. Хӗрӗх хӗрарӑм, аллӑ арҫын кӗмелле, юпах тихи утланса ял тавра ҫаврӑнмалла, арҫынсене тӑрринчен, хӗрарӑмсене варринчен, хӗрсене хӗрринчен. Ялти ясар пӗтмесӗр мунча ӑшши ан пӗттӗр.
754
Йӳҫҫи тула, тутли шала, аллӑ арҫынна, хӗрӗх хӗрарӑма.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен