Пилсемпе кӗлӗсем

Шыврине чӳклени

 

784

Чӑвашсем чирлесен-тусан шыв шуйттанӗ тытрӗ тесе час-часах шыврине чӳклеҫҫӗ. Шыврине пӑтӑпа чӳклемеҫҫӗ, вӑл ҫемҫе ҫимене юратать тет, ҫавӑнпа ӑна мимӗрпе чӳклеҫҫӗ. Мимӗр пӗҫерсен чустаран шуйттан кӗлетки туса хураҫҫӗ те хуранӗпех вак кутне илсе кайса ак ҫапла чӳклеҫҫӗ:

Эй, пӗсмелле, ҫырлах, асӑнатпӑр, витӗнетпӗр. Ҫак картлӑ-картлӑ пашалува паратпӑр. Эсӗ курайман кукӑр-макӑр хурӑн вуттипе пӗҫернӗ мимӗре паратпӑр. Усалли шыв тӗпӗнче вырттӑр, ырлӑхӗ ҫак пирӗн чирлӗ ҫынна ҫиттӗр.

Мимӗре, пашалӑва, чустаран тунӑ шуйттана шыва ярать те тӳрех киле чупса таврӑнать. Киле таврӑнсан хӗрт-сурта та мимӗр параҫҫӗ...

785

Шыври вилӗ-мӗн тытнӑ пулсан ҫӑкӑр татӑкӗ ҫине вӗтӗ тӑвар сапса шыва хывса хӑвараҫҫӗ:

Чӑваш вилли пулсан, мӑкшӑ вилли пулсан, тутар вилли пулсан е вырӑс вилли тытнӑ пулсан пил тӑвӑр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр