Пилсемпе кӗлӗсем

Ие икерчи

 

470

Еййе тытнӑ ҫын выртнӑ ҫӗрте вӑранать имӗш. Кайран вара ҫав ҫын тытӑнать чирлеме: вар виттипе, ал-ура сурса тытнипе, ҫан-ҫурӑм тата ытти чирсемпе те. Вӑл чирсенчен тӳрленес тесен пирӗн чӑваш ҫыннисем ак ҫапла чӳк тӑваҫҫӗ: чустаран салма пек тата-тата илсе ҫап-ҫаврака туса пӳрнесемпе пусса лапчӑтаҫҫӗ. Ҫавӑн пеккисене Турӑ икерчисем теҫҫӗ; мӗнпур пеккине икерчӗ тӑваҫҫӗ: пӗр икерчи еййе ашшӗне, иккӗмӗш еййе амӑшне, виҫҫӗмӗш еййе ачине, тӑваттӑмӗш еййе арӑмне (ҫӗн ҫыннине), пиллӗкмӗш сенкерне (тасатаканнине). Ҫта ӳкнӗ е ҫта та пулсан тӗк тӑнӑ ҫӗртех «пӗсмелле» темесӗр выртса ҫывӑрнӑ чухне еййе выртнине юмӑҫсем урлӑ пӗлсен, ҫав вырӑна вара хӑй икерчисене илсе кайса, пӗрерӗн-пӗрерӗн йӗркерен суса лараҫҫӗ: еййе ашшӗне, еййе амӑшне тата ыттисем тесе. Ҫапла лартса тӑнӑ чухне ҫын курса: «Мӗн тӑватӑн?» — тесе ыйтсан ҫав икерчӗсене чӳк тунипе килӗшмен, чӳк тӑвас пулсан, кирек хӑҫан выртнӑ чухне те чӳк тума тӑрӑшать. Ку чӳкне пирӗн хӗрарӑмсем хӑйсем тӗллӗнех ирттерсе яраҫҫӗ. Вӗсем кӑна чӳк темеҫҫӗ, «еййе икерчи лартни» анчах теҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр