Пилсемпе кӗлӗсем

Перекет курки

 

727

Эй, Турӑ Амӑшӗ, сана ҫакӑнта асӑнса ҫиетпӗр, Пелӗхе, ман кӗлле эсӗ те пулсан кӗлле ҫитер вара.

Ӑсса лартнӑ сӑрана тултарса алла тыттарса пыраҫҫӗ, унтан вара чашӑк ҫине хунӑ ҫӑкӑра касса вакласа кашни ҫынна параҫҫӗ, вара хӗвел еннелле тӑрса кӗлтума пуҫлаҫҫӗ.

Эй, Турӑ, сана ҫичӗ тӗслӗ тырӑ-пулӑпа, шерпечӗпе асӑнатпӑр, йӳҫҫи пире, шерпечӗ сана, Аслӑ Турӑ, ҫырлах! (Тайӑлаҫҫӗ.)

Аслӑ вӑрман хыҫӗнче акара ака тӑватпӑр, тӑватӑ лаша акара, тимӗр кӑвак кӗсре сӗврере, тихи хыҫалтан выляса, шӑналӑк ватса, тыррине ҫисе юхтарса пырать. Ҫырлах, Турӑ, ҫырлахах. Урӑх нимӗн те пӗлместпӗр эпир. Айван чӗлхе-ҫӑварпа Сана асӑнманни те юлчи, пулчи-пулмари, каҫар пире, Турӑ.

Виҫӗ хут Турра сӑхсӑхса алӑра тытса тӑракан ҫӑкӑрпа чӑкӑта ҫие пуҫлаҫҫӗ, виҫшер курка умлӑ-хыҫлӑ ӗҫеҫҫӗ, вара тата виҫ курка тултарса лартаҫҫӗ, тата Турра сӑхсӑхаҫҫӗ. Ҫав куркасенчен пӗрне ака курки теҫҫӗ, тепӗрне — сӗвре курки тата тепӗрне вӑрлӑх курки теҫҫӗ. Ака курки текеннине акапуҫ тытаканне ӗҫтерес теҫҫӗ, вара ӑна ватӑрах ҫынна ӗҫтереҫҫӗ, сӗвре курки текеннине — ҫамрӑк ачарах ҫынна, вӑрлӑх курки текеннине — вӑрлӑх кӑларакан самай ватӑ ҫынна. Ку ӗҫнӗ чухне калаҫҫӗ: «Асатте, тырӑ вырнӑ чухне каҫалӑк умӗ таса пултӑр», — теҫҫӗ; ӗҫеймен ҫынна калаҫҫӗ: «Асатте, ҫакӑ куркана ӗҫмесен хӑрах тупанлӑ ҫунапа хӗрӗх те пӗр лав вутӑ кӳмелле», — теҫҫӗ. Вара ҫакӑ куркана ватӑ ҫын пӗр сывламасӑр ӗҫсе ярать, вара ватти ҫав куркана сӑра тултарать, хӗрарӑмсене парать те калать: «Ҫакӑ куркана ӗҫмесен пӗр ҫурӑм сӳсрен хӗрӗх те пӗр аршӑн пир тумалла», — тесе хӑратса ӗҫтереҫҫӗ. Хайхи ака тытма хушакан ҫынна калаҫҫӗ: «Эсӗ те ҫак куркана ӗҫеймесен, сӗм вӑрмана пӗр кунта тӗплесе пӗтерсе урпа акса пӗтермелле, — теҫҫӗ, — вара унӑн пуҫӗ турпас пек пулать, — теҫҫӗ, — вара ҫав хӑртнӑ вӗҫӗнче икӗ юплӗ ҫӑка пур, — теҫҫӗ, — вара ӑна касса хуппине ҫурмалла тата ӑна ырҫа тума та аван, — теҫҫӗ, — мунчала тума та усӑллӑ», — теҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр