Пилсемпе кӗлӗсем

Туй пилӗсемпе кӗллисем

Ӗмӗр ҫаврӑнӑшӗпе килекен уявсем ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ. Ӗлӗксенче салтака ӑсатасси, туй тӑвасси, юпа лартасси ҫулталӑкӑн палӑртнӑ вӑхӑчӗсенче кӑна пулса иртме пултарнӑ. Паллах, хӗлле те, ҫулла та туй ирттерме чарман. Анчах ҫӗр ӗҫӗнчи хресчен туйсене ҫур аки хыҫҫӑн, ӗҫҫи пуҫланичченхи илемлӗ те ирӗклӗ вӑхӑтра ирттерсе яма тӑрӑшнӑ.

Туй сӑмахлӑхӗ питӗ пуян. Ҫав хушӑрах пил сӑмахӗсем паянчченех лайӑх упранса юлнӑ, вӗсене халӗ те калаҫҫӗ. Туй вӑхӑтӗнче пил панине итлеме халӑх ятарласах йышлӑ пухӑнатъ.

Туй ӗҫӗ те, ытти пысӑк ӗҫсем пекех, Турӑпа ватӑсене пуҫҫапмасӑр иртмест. Пичке пуҫлани, ҫула тухни, шилӗк лартни, хӗр кӑларни, хӗве хупни, шыв ҫулӗ пуҫлани тата ытти пулӑм малтан ырӑ хӑватсен ячӗпе кӗлӗ каланинчен пуҫланнӑ. Кӗлӗ йӗркине ача-пӑчапа яш-кӗрӗм сайра хутшӑнать. Ӑна ватӑ ҫынсем тата туй йӗркелӳҫисем ирттереҫҫӗ.

Ҫӗнӗ мӑшӑр ҫуралнӑ чухне пил парасси, кӗлӗ каласси яланах пулса пырать. Туйпа е туйсӑр пӗрлешни, вӑрласа кӗртни е килӗшсе мӑшӑрланни пултӑр — пуянне-чухӑнне пӑхмасӑр аслисем ҫӗнӗ ҫынпа кӗрӗве кирек хӑҫан та парнесем парса, кӗлӗ каласа, ырӑ сунса пилленӗ. Ҫак йӗрке чӑваш хушшинче ӗмӗрсем тӑршши ҫирӗп тытӑнса тӑратъ.

Кӗнекене пилсемпе кӗлӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрса туй тӑсӑмне кура вырнаҫтарнӑ. Пӗр йышши пиле, кӗлле тӗрлӗ самантра калаҫҫӗ. Вӗсен варианчӗсем нумай. Ҫӗнӗ саманари пилсем литература хайлавӗ пекех янӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен туй ӑстисем вӗсене туйран туя якатса пыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӗлӗ сӑмахӗсем сахал улшӑннӑ. Вӗсене авалхи майлах калаҫҫӗ.

Ҫумпайсем

Хӗр килӗшсен калани (597)

Ҫураҫу пилӗсемпе кӗлӗсем

Ҫураҫури кӗлӗсем (598-599)

Ҫураҫма кӗллисем (600-601)

Хулӑм кӗлли (602-605)

Кӗрӳпе хӗре калани (606)

Хӗр яшки пӗҫерни (607)

Пӑлчава кайсан (608)

Туйри пилсем (609-611)

Каччӑ пехил ыйтни (612)

Ашшӗн пехилӗ (612-617)

Хӗр илме кайнӑ чух пиллени (618)

Туй пуҫӗн е мӑн кӗрӳн пуҫтайӗ (619)

Ар туйӗн халӑхне пиллени (620)

Туй халӑхне пиллесе каланӑ сӑмах (621-622)

Мӑн кӗрӳ ашшӗне пуҫ тайни (623-624)

Хӗр килӗнче пиллени (625-627)

Хӗрӗ ашшӗпе амӑшӗнчен пехил ыйтни (628)

Ашшӗпе амӑшӗ хӗре пехиллени (628)

Хӗре пиллесе каланӑ сӑмах (629)

Ашшӗ хӗрне пиллени (630)

Хӗр япалисемпе тухнӑ чухне пехиллени (631)

Хӗре ӑсатнӑ чухне пиллени (632-633)

Хӑйматлӑх кӗрӳпе шӳтлени (634)

Туй пуҫӗ ҫӗнӗ кине пиллени (635-636)

Ҫӗнӗ мӑшӑра пил-халал пани (637-639)

Каччӑ ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗпе кинне пиллени (640-655)

Каччӑпа хӗре туйра пиллени (656-670)

Арҫын туйӗ (671)

Шыв ҫулӗ пуҫлани (672)

Туйра тепӗр киле каяс умӗн пехиллени (673-674)

Туя купӑсҫӑ илме кайсан (675)

Туй пуҫлас умӗнхи кӗлӗ (676)

Мӑн кӗрӳ каланӑ кӗлӗ (677-678)

Тӑванлӑхпа уйрӑлни (679)

Туй пуҫ арӑмӗ хӗр килӗнче кучченеҫпе чӳклени (680)

Шилӗкре Турра кӗлтуни (681-683)

Ваттисене асӑнса калани (684)

Салам пани (685)

Хаяр пӑрахни (686-687)

Хаяр ҫавӑрса пӑрахни (688)

Ҫӗнӗ ҫын ҫӑкӑрпа кӗлӗ туни (689)

Туй кӗлли (690)

Хӗр килне тухса каяс умӗн (691)

Хӗре выльӑх панӑ чухне каламалли (692)

Хӗр ашшӗ-амӑшӗ ҫӗнӗ ҫынсене пехиллени (693)

Пӗркенчӗк перкентернӗ чухне пехиллени (694)

Хӗре укҫа панӑ чухне (695)

Туйра пил ыйтни (696)

Чӑн кӗрӗве тумлантарнӑ хыҫҫӑн туй пуҫӗ каланӑ кӗлӗ (697-699)

Туй пуҫӗ хур ашне ваклас умӗн калакан кӗлӗ (700-701)

Ҫӗнӗ ҫын яшки ячӗпе калакан кӗлӗ (702)

Ҫӗнӗ ҫын шыв пуҫланӑ чухне каланӑ сунӑм (703-704)

Туй таврашне тасаттарнӑ чухне каланӑ кӗлӗ (705)

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр