Мӑн кӗрӳ каланӑ кӗлӗ
677
Тӗнчене чӗрӗлӗхпе тытса тӑракан аслӑ Турамӑшӗ! Хӑвӑн итлекен ачусене те, итлемен ачусене те пурнӑҫ вӗҫне ҫитичченех ан пӑрахсамччӗ, вӗсене тӗрӗс ӗҫпе пурӑнса канлӗхре ватӑлма парӑсинччӗ. Пӗр эсӗ анчах юрӑхсӑр утӑмсенчен пӑрса яма пултарӑн, пӗр эсӗ анчах этем чунӗнче мӗн пуррине малтанах курса тӑма пӗлетӗн... Эсӗ вӗрентнисенчен пӑрӑнмасӑр тӑмалла пултӑрччӗ. Мухтав та тав сана, хӳтлӗхӗмӗр, ӳкӗтлӗхӗмӗр аслӑ Турамӑшӗ!
678
Турӑ, усала-тӗселе аяккалла сирсе яр, тӑшмансене ура айне ту, ҫак туя лайӑх ирттерсе яма пар. Эй, ҫак кӗлетре тӑракан Хӗрт-сурт, Ҫӗр Ашшӗ, Ҫӗр Амӑшӗ, ҫӳлте тӑракан Пихампар, ҫак эпир тӑвас туя телейлӗ ту. Ҫак каччӑпа хӗре, Юманпа Чӗкеҫе, ырӑ ачаллӑ-пӑчаллӑ ту, выльӑхлӑ-чӗрлӗхлӗ, хуртлӑ-хӑмӑрлӑ пулма пар.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен