Хӗр япалисемпе тухнӑ чухне пехиллени
631
Япаласем кӑларса пӗтернӗ хыҫҫӑн пехиллени пуҫланать. Ашшӗне, амӑшне, тӑванӗсене сӗтел хушшине кӗртсе лартаҫҫӗ. Вара хӗр ашшӗне, амӑшне, кукашшӗне, кукамӑшне кӗпе тӑхӑнтартса хӑварать. Уншӑн ӑна укҫа параҫҫӗ. Сӗтел умне хӑйматлӑхпа кӗрӳшне тӑратаҫҫӗ. Хӗре яланах сулахай енне тӑратаҫҫӗ, анчах хӑшӗ-пӗрисем упӑшка манран ан ирттӗр-ха тесе сылтӑм енне тӑма тӑрӑшаҫҫӗ, унтан виҫҫӗш те харӑс пуҫҫапма чӗркуҫленеҫҫӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ҫакӑн пек сӑмахсем калаҫҫӗ:
Хӗрӗм, кӗрӳ, пиллӗхлӗ пулӑр, лайӑх пурнӑҫпа ватӑличчен пурӑнӑр. Тулли пурнӑҫлӑ, ырӑ ача-пӑчаллӑ, выльӑх-чӗрлӗхлӗ пулӑр, хӑвӑр хушшӑрта килӗшӳллӗ пурӑнӑр, ватӑ ҫынсене ан манӑр. Ватта курсан ватӑ пек пулӑр, ҫамрӑка курсан ҫамрӑк пек пулӑр. Хир пек аслӑ пулӑр, вӑрман пек пуян пулӑр. Ял-йышпа, кӳршӗ-аршӑсемпе килӗшӳллӗ пурӑнӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен