Пилсемпе кӗлӗсем

Каччӑпа хӗре туйра пиллени

 

656

Ачамсем, пуринчен малтан сире телейпе ырӑлӑх-сывлӑх сунатпӑр. Сирӗн пурӑнас кун-ҫул, ӗмӗрӳсем вӑрӑм та сывлӑхлӑ пулччӑр. Пурнӑҫра вӑрман пек пуян, уй-хир пек аслӑ пулӑр. Ларнӑ ҫӗрте сала, тӑнӑ ҫӗрте тӗме пултӑр. Пирӗн пек ачаллӑ-пӑчаллӑ пулӑр, выльӑх-чӗрлӗх ытларах усрама пикенӗр, тырӑ-пулӑ ытларах тума тӑрӑшӑр, хуртлӑ-хӑмӑрлӑ пулӑр. Пӗр-пӗрне юратса-итлесе, кӑмӑллӑ, пӗр сӑмахран пурӑнӑр. Пурнӑҫра савӑнмалла пулсан мӑшӑрпа иккӗн пӗрле савӑнӑр. Ҫавӑн пекех хурланмалла пулсан та пӗрлех хурланӑр. Пилӗкри пиҫиххине хытӑрах ҫыхӑр, ӑс-пуҫа, тӑна лайӑх тытӑр. Арлӑ-арӑмлӑ пулнине аса илсе каччӑ-хӗр чухнехи шухӑшсене хӑварӑр. Пӗрле мӑшӑрланни ҫаплах пултӑр. Каллӗ-маллӗ сӳткеленчӗк шухӑшсене ан тытӑр. Кампа пуҫа шуратнӑ, ҫав ҫынпах хӑвӑр ӗмӗре ирттерӗр. Каҫхине каҫран выртса канӑр, ирхине иртерех тӑма тӑрӑшӑр. Хӗвел тухса сире вырӑн ҫинче ан куртӑр, часрах пит-куҫа ҫуса ӗҫе тытӑнӑр. Ӗҫ ӗҫлеме тытӑнсан тӑрӑшса ӗҫлӗр, ӳркенсе ан тӑрӑр. Паян туса пӗтерес ӗҫе ыран, тепӗр куна ан хӑварӑр. Аҫу-аннӳне е ытти ватӑ ҫынсене хисеплӗр, вӗсем мӗн калани-хушнине итлӗр. Вӗсен сӑмаххинчен ан тухӑр. Итлемесӗр турткаланса ан тӑрӑр. Хӑвӑр пӗлменнине, сире мӗн кирлине ватӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлӗр. Вӗсем сире мӗн ҫинчен ыйтнине тӗплӗн ӑнлантарса парӗҫ. Ватӑ ҫынсене сӑмахпа е ӗҫпе нихӑҫан та ан кӳрентерӗр. Вӗсемпе ялан ӑшшӑн, ҫемҫен калаҫӑр. Кирек кам ҫыннипе те йӗркеллӗ пулӑр. Нихӑҫан та мӑн кӑмӑллӑ ан ҫӳрӗр, йӑваш пулӑр. Ҫӳренӗ чух ҫынпа хирӗҫ пулсан сӑмах хушмасӑр ан иртӗр, ырлӑх-сывлӑх сунса иртӗр. Ҫул-йӗрте хирӗҫ пыраканран супма (лашапа) ялан сылтӑм енне ҫул тытӑр. Ҫула майлӑ пыракан ҫынран иртмелле пулсан, малтан ҫыннинчен иртсе кайма ирӗк ыйтӑр. Кил хушшинчи сӑмах-юмаха яла тухса вӗҫтерсе ан ҫӳрӗр. Ҫавӑн пекех ялти сӑмаха та киле килсе ан калӑр. Ҫын патне-мӗне кайсан, кирек ӑҫта та унӑн кил-ҫуртне кӗриччен малтан хӑвӑн ӑшра пулсан та: «Канӑҫлӑх пултӑр ҫак кил-ҫурта», — тейӗр. Яланах ӑспа йӗркеллӗ ҫӳресен ялти ватӑ ҫынсем те е ытти кирек кам ҫынни те сире ятлас ҫук. Тӑрӑрах ӗнтӗ, ачамсем, анчах халь ҫеҫ каланӑ сӑмахсене пурнӑҫра асра тытса пурӑнӑр, сывлӑхлӑ пулӑр.

657

Ну, ачасем, пире шуратрӑр. Пирти шурӑ сире те пултӑр, йӑхран йӑха куҫса пытӑр. Кашни уйра кантӑр ани пултӑр. Ут пусайми ҫемҫе пултӑр. Пуси пултӑр, кантӑр пултӑр. Лаша пӗккинчен ҫӳллӗ пултӑр, ишсе тухайми ҫӑра пултӑр. Хӗрарӑм аки ӑнса пытӑр. Ҫӳпҫе тулли пирӗ пултӑр. Тӗр акийӗ юхса тӑтӑр. Парне-сарне пама пултӑр. Ҫӳпҫе хӗрри ан катӑлтӑр. Кивви ҫине ҫӗнни пултӑр. Хӗрарӑм аки тума хӗр ҫуралтӑр, пичӗ-куҫӗ ҫырла пултӑр, икӗ куҫӗ ҫӑлтӑр пултӑр, ҫӳҫ хӗррисем кӑтра пулччӑр, ҫын кӑмӑлӗ савӑнтӑр, ҫуран ӑшран ан ятӑр. Икӗ алли ӗҫчен пултӑр, кахал йӗрне ан пустӑр, ӗҫӗ-хӗлӗ кӑвар пултӑр, яла-йыша юрӑх пултӑр. Ар сӑмахӗнчен ан ирттӗр, ара хирӗҫ ан чӗнтӗр, ар хыҫӗнчен ан юлтӑр. Килти ҫӳппе яла ан турттӑр, ялти ҫӳппе киле ан кӳтӗр, ара намӑс ан кӳтӗр. Кил пуҫ пулма ывӑл ҫуралтӑр. Пулас ывӑл юман пултӑр, упа айне ан пултӑр, ниҫта намӑс ан куртӑр. Ашшӗ ятне ан ҫӗрттӗр, хӗрарӑмран намӑс ан куртӑр. Калас сӑмах ҫирӗп пултӑр, калан сӑмах хурҫӑ таттӑр, тӑшманран намӑс ан куртӑр. Ырӑ ятпа ят сартӑр, вулӑсӗпе паллаччӑр, хирӗҫ пулса иртекен пуҫ таймасӑр ан ирттӗр. Уйра уй пуҫ пулччӑр, ялта ял пуҫ пулччӑр, тӑван йышран ан уйрӑлтӑр, ял халӑхӗнчен ан сивӗнтӗр. Паянтан малалла иккӗн выртӑр, виҫҫӗн тӑрӑр. Пирӗнтен тухнӑ йӑла мар, ытам тулли ачи пултӑр, ача ӑсне ват ӑс патӑр, пурнӑҫ тытма вӗрентӗр. Юман ятне ан ҫӗртӗр, упа ятне ан ярӑр. Кашни сакка ача пултӑр, карта тулли выльӑх пултӑр, Пихампар Турӑ сыхлатӑр. Ҫакӑн пек ялан кӗреке тулли пултӑр, саркавай (хӗрӗх витре кӗрекен пичке) сӑри ан чактӑр. Уйран уя ана пултӑр, тӗм вырӑнне ҫӗмел лартӑр, ҫӗмел вырӑнне капан лартӑр. Тырри пучах шит ҫур пултӑр. Тырри пӗрчи шӑрҫа пек, хӑмӑл тени хӑмӑш пек, тинӗс хум пек хумхантӑр. Ялтан яла пӗлӗш пултӑр, тухса ҫӳреме савӑк пултӑр. Килен-каяна кӗтсе илӗр, ҫӑкӑр-тӑварпа ыр тӑвӑр, ыр кӑмӑлпа ӑсатӑр. Халӑхран иртсе ан кайӑр, халӑхран кая ан юлӑр. Ватта курсан, ватӑ пулӑр, ҫамрӑкпа ҫамрӑк пулӑр, ача курсан ача пулӑр. Арпа арӑм пӗр пулӑр, хушша тӑшман ан кӳртӗр. Ватта пӑхӑр, ватта итлӗр. Ват ҫын ӑсӗ — тӑват ҫын ӑсӗ. Ырра хирӗҫ ырӑ пулӑр, ниҫта намӑс ан курӑр, чӑваш ятне ан ярӑр. Ман пиллӗхӗм ҫитсе пытӑр, шӑла уҫса телей кӗтӗр, ҫынна парӑм ан пултӑр, ҫынтан илес парӑм пултӑр. Аҫу-апуна хур ан тӑвӑр, пыл чӗрес пек тутлӑ пулӑр, ҫу куршак пек ҫуллӑ пулӑр. Тутла ҫитес мӗн пултӑр, ыр пулнине мӗн ҫиттӗр. Каснӑ йывӑҫ вырӑнне йывӑҫ шӑттӑр, ҫурт вырӑнне ҫурт лартӑр. Ашшӗ вырӑнне ывӑл пултӑр, амӑш вырӑнне кинӗ пултӑр. Йӑхран йӑха йӑх пытӑр, ашшӗ тӗтӗмӗ ан сӳнтӗр, ҫур ял таран тӑван пултӑр. Ҫак куркари сим пыл пек симпӗлтетсе пурӑнар. Сим пыл ӗҫсен юр юрлар, шерпет ӗҫсен таш ташлар. Ну, ачасем, ытлашшине каҫарӑр, ҫитменнине ҫитерӗр. Ватта намӑс ан кӳрӗр, ниҫта намӑс ан курӑр, ман пиллӗхӗм ҫитсе пытӑр.

658

Этем ывӑл-хӗрӗсем, эсир хамӑр тытса пурӑнан тӗне, эсир хамӑр ҫуралса ӳснӗ ҫӗршыва чӗререн юратса пурӑнӑр. Тӗрӗс тӗн йӗркисене нихӑҫан та ан манӑр. Эсир, этем ывӑлӗ-хӗрӗсем, ырӑ пулма тӑрӑшӑр. Турӑран асап-мӗн курсан леш тӗнчере сӑвап курӑр. Эсир, этем ывӑлӗ-хӗрӗсем, хӑвӑртан аслине, пуппа Турӑ ҫыннисене савса хисеп тӑвӑр. Сирӗн, этем ывӑлӗ-хӗрӗсен, ҫынна ырлӑх туни палӑрмалла пултӑр. Сирӗн ырлӑх туни Турра юрӑхлӑ пултӑр, этеме кӑмӑллӑ пултӑр. Эсир, этем ывӑлӗ-хӗрӗсем, Турӑран мӑшкӑллакан усал ҫынран тарӑр, унпа сӑмах ан хушӑр. Ҫавӑн пек эсир те кӑкӑр сӗчӗпе ӳссе, пысӑк пулса мӑшӑрлантӑр. Ҫавӑн пекех сыпӑкран сыпӑка хӑрахран мӑшӑр пулччӑр, туратран турат пултӑр. Сирӗн йӑхран тӑхӑр ывӑл пултӑр, ҫичӗ хӗр пултӑр. Ырӑ шӗшкӗ пек ывӑлсем пулччӑр, ырӑ хулӗ пек хӗрӗсем пулччӑр. Ывӑлӗсем ялтан яла шыраса хӗрӗн ырлӑхне тупчӑр. Хӗрӗсем ялтан яла шыраса упӑшка ырлӑхне тупчӑр. Ӗмӗр мӑшӑрпа пурӑнмалла пултӑр. Ача-пӑчапа савӑнмалла пултӑр. Кашнин умне эсир этеме савакан ырӑ Турӑ ячӗпе, ӑннӑ тыр-пул кӑшӑлӗпе, ҫумӑрпа, хӗвелпе, уйӑхпа хӑвӑр чысласа хӑвӑр пиллӗр. Сирӗнпе пӗрле хӑвӑр туратӑрсене виллисем те пиллеччӗр, чӗррисем те пиллеччӗр. Сире аҫу-апу мӗнле пӗлеҫҫӗ, ҫавӑн пекех таса пӗр Турӑ пӗлсе сире сыхлатӑр. Сирӗн туратӑрсене те, хӑвӑр епле аҫу-апуна хисеплетӗр, ҫавӑн пекех таса пӗр Турӑ хисеплесе пӑхса сыхлатӑр. Сире те, вӗсене те, уй амӑш перекечӗ, итем амӑш перекчӗ, кӑшӑл амӑш перекечӗ, карта амӑш перекечӗ, кӗлет амӑш перекечӗ сыхласа усратӑр. Пӗрре вырӑнне пин пултӑр. Илни вырӑнне хушӑнтӑр. Авалхи йӑлапа, ватӑ-терӗш йӗркипе, Ҫӳлти Турӑ калашле, пирӗн пил сире ҫитсе пытӑр. Эсир ырра курсан ырӑ пулӑр. Хуйха-суйха ан пӗлӗр. Усал шухӑш пуҫра ан тытӑр. Парас парӑмран, илсе тӑма тулӑхран сирте ыр ӑс-кӑмӑл пултӑр, йӑнӑшми чӗлхе пултӑр. Ыр ят сарӑлтӑр. Усал ят сиртен сирӗлтӗр. Ырӑ хуҫа пулса хуҫа ячӗ мире сарӑлтӑр.

Ҫавӑн пекех сирӗн туратӑрсем те ырра хирӗҫ ырӑ, усала хирӗҫ усал пулччӑр. Ырӑ кӗтӳҫ хӑй кӗтӳне ырӑ пӑхсан кӗтӳри выльӑхсем те ырӑ, мӑнтӑр пулаҫҫӗ. Сирӗн те ҫавӑн пек пулччӑр. Ыр япала паракана ырӑ сунӑр. Ватӑ сӑмахне итлесе, ырӑ, тӑнлӑ ҫын пулӑр. Кун кунлама пултӑр, ҫӗр ҫӗрлеме пултӑр. Каҫхине канлӗх пултӑр. Ир тӑма ҫӑмӑллӑх пултӑр. Йӗри-тавра хӑнасем ҫакӑ ҫӗнӗ мӑшӑра ыр кун-ҫулне халаллӑр. Ваттисенчен сӑвап пултӑр. Пурӑнма кун-ҫул пултӑр. Ӗҫре ҫирӗп ал-ураллӑ ялан пулччӑр. Калаҫура ҫемҫе чӗлхеллӗ пулччӑр. Ҫынна парӑм ан пултӑр, ҫынтан парӑм илмелле пултӑр. Ан манӑр, тӳрӗ ҫын куллен ырлӑх тӑвать, кивҫен те парать, унӑн йӑхӗ пиллӗхлӗ тӑвать. Астивсе пӑхӑр, Турӑ ыррине курӑр, ырӑ тӗлне пулӑр. Ача-пӑчаллӑ, выльӑх-чӗрлӗхлӗ, ҫуртлӑ-йӗрлӗ пулӑр. Ачи-пӑчи те, хӑвӑр та патшалӑха юрӑхлӑ пулӑр. Турӑпа патша вӗрентнине итлесе вӗренсе пырӑр. Турӑпа патшашӑн вӗри тар тухиччен ӗҫлӗр. Ӗҫлемесӗр ан тӑрӑр. Ӗмӗр-ӗмӗрех лайӑх пурӑнӑр, аминь!

659

Итлӗр, этем ывӑлӗ-хӗрӗсем! Атте, апай пиллени, таса пӗр Турӑ пиллени. Адампа Евӑна та Турӑ пиллесе янӑ. Ӗрчӗр, пулӑр, аҫу-апуна хисеплӗр. Ҫӳлти пӗр Турӑран хӑраса тӑрӑр. Сив сӑмах ан калӑр. Сив сӑмах каласан ылханлӑ чура пулать. Ылханлӑ чура малалла каяймасть. Пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчех пӗтет. Эсир те иксӗр, Яхах ывӑлӗсем пек, пӗр-пӗрне юратса пурӑннинче — пурнӑҫ тыткӑчи. Ӗлӗк-авалах Иосиф ятлине хисеплемен, ӑна хисеплемесӗр пусса янӑ. Пусса янине Самарни ҫынни сутнӑ. Кайран Иосифа пурин те пуҫҫапмалла пулнӑ. Пур тӑванпа та йӑваш кӑмӑллӑ пурӑнмалла пултӑр. Вӗсем пурте Иосиф аллинче пулмалласкерсем. Халь те ҫав йӗрке пур. Кама хисеплетӗн, ҫавӑн хисеплекен умне тӑмалла пулать. Хисеплекен хисеп тӑвать. Шӑртланакан хӑйне хӑй пӗтет. Шӑрта ҫавӑрас пулать. Шӑрта ҫавӑрмасан ху пуҫна ху сутан. Шӑртпа пӗтекен нумай. Эпӗ хам курнӑ ӑна.

660

Аҫу-апу пиллӗхне илес тесен вӗсене хисепле, вӗсене итле. Аҫу-апу пиллӗхӗ кил-ҫуртри ача-пӑчана сыхӑ усрӗ. Кил-ҫуртри выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗс тытӗ. Кӗлетри тырра перекет парӗ. Вут-кӑвартан ялан сыхлӗ. Аҫу-апуна хисеплемесен хӑвӑр ҫине ҫылӑх илӗр. [...] Кирек мӗнле ӗҫе тытӑннӑ чух та Турӑ пиллӗхӗпе, унӑн хисепӗпе асӑнса ту. Кам хӑй ӗҫне Турӑ пиллӗхӗпе тӑвать, унӑн ӗҫӗ те тивӗҫлӗ, усӑллӑ пулӗ. Кирек мӗнле ӗҫе те мӑн кӑмӑлпа ху тӑвас тенӗ пек ан ту. Ху тӑвас тенӗ пек ӗҫе Турӑ тӳсеймест, Турӑ асап-хбн ярать. Ӑшра ялан Турра асӑн. Унтан хӑраса, пӑхӑнса тӑр. Усал шухӑша пуҫран хӑвалама тӑрӑш. Усал шухӑшна каласа Тур умӗнче ҫылӑхна каҫарттар. Ӳркевпе наянлӑхран тарма тӑрӑшӑр, хӑвна пусмӑрлама ан парӑр. Ӳркевпе наян пусмӑрласан этем Турра манать, ҫылӑха кӗме тытӑнать. Ӗҫлекене Турӑ ырлӑхпа тавӑрӗ, ӳркев-наянлине айӑплӗ.

661

Ачасем, лӑпкӑ, тӳрӗ пулӑр, ырӑ чӗреллӗ пулӑр, Турра ан манӑр. Ӑна кӗлтуса пурӑнӑр. Турӑ хӑйне юрӑхлине кирек хӑҫан та ырлӑхӗнчен хӑвармӗ. Ачасем, пӗр-пӗрне килӗштерсе пурӑнӑр, пӗр-пӗрне юратӑр. Пӗр-пӗрне ан вӑрҫӑр, ан тавлашӑр. Килӗшӳ, юрату пулмасан этем кил-ҫуртра та, тӗпел кукринче те, ялта та, пускил хушшинче те, халӑх хушшинче те телей ҫухатать. Ҫынна ырлӑх тӑвӑр. Ҫынна ырлӑх туни палӑрмалла пултӑр.

Ырлӑх туни Турра та юрӑхлӑ. Этеме те кӑмӑллӑ. Ватта хисеплӗр, ватӑ сӑмахӗнчен ан тухӑр.

662

Турра юратса шанӑр. Хӑвӑра сыхлакан патшамӑра хисеплӗр. Патшана хисеплемен — усал. Усал этемрен тарӑр. Ун пек этем сирӗн тӑшманӑр пулать. Турӑ хастарлӑхӗпе хӑвӑра та, чиркӗве те, патшалӑха та усӑ тума тӑрӑшӑр. Ир тӑрсан та, каҫ выртсан та Турӑран ыйтӑр: «Пирӗн ӑса уҫ, ыр енне ҫавӑр», — тейӗр. Ваттин те, вӗттин те Турӑ панӑ йӗркене пурте пӗлсе тӑма тивӗҫ. Этем ывӑлӗ-хӗрӗ: «Мантӑм, пӗлместӗп», — тесе ан пурӑнтӑр. Итлес пулать, вӗренес пулать.

663

Ачасем, этем ывӑлӗ-хӗрӗсем, хӑвӑра хӑвӑр хытӑ тытӑр, чӑн Турра ӗненсе пурӑнӑр. Чиркӳ йӗркипе хунӑ типӗсене тытӑр. Уншӑн Турӑ сире пӑрахмӗ, ялан сирӗнпе пӗрле пулӗ. Сирте тӗрлӗ телей пулӗ. Хурлӑх килсен ялан пулӑшса тӑрӗ. Турӑран хӑраса, Турӑ ҫине шанса, ӗҫлесе пурӑнакан ҫынна Турӑ выҫлӑх ҫулта вилме памасть, перекетпе тӑрантарса усрать. Турра итлекене, Турра шанакана, Турра чун-чӗререн кӗлтӑвакана Турӑ ырӑ ырлӑх ярать, тӗрлӗ хӑватсем, тӗрлӗ паллӑсем кӑтартать. Вӑл ҫынсем ӗмӗр пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ырӑ кураҫҫӗ. Вӗсен ырӑ, ӗмӗр пурӑнасси пӗлӗт ҫинче пулать.

664

Ачам, херӗм! Турӑ хушнипе кайӑк-кӗшӗк те чӗпписем ҫитӗнсен йӑвинчен вӗҫтерсе салатать. Ҫавӑн пекех эпир те сана хамӑр хушӑран уйӑрса ют ҫемьепе пӗр йыш тума шутларӑмӑр. Ан хурлан. Ют ҫемьере те эсӗ ют, уйрӑм ан пул. Упӑшкупа тату пурӑнмалла пултӑр. Упӑшкуна, хуняҫу-хунямуна пӑхӑнса пурӑн. Хир пек аслӑ пулӑр, вӑрман пек пуян пулӑр.

Ачам-хӗрӗм, эпӗ те сана калам-ха. Качча тухсан арча ҫинче ларма илмеҫҫӗ. Аҫу-аннӳ килӗнче мӗнле вӑйна шеллемесӗр тӑрӑшса ӗҫлерӗн, ютра та та ҫаплах пул, ан ӳркен. Ыйхунтан ирпе ҫын вӑратассине ан кӗт, вӑхӑтлӑ тӑр. Кашни килӗн хӑй майлӑ йӗрки, саккунӗ пулать. Ҫав йӗркепе кӑна пурӑн. «Ман атте-анне патӗнче апла марччӗ», — тесе ан кала. Чашӑк-тирӗк шалтӑртатмасӑр пулмӗ. Килти сӑмаха яла тухса ан кала, килти килтех пӗттӗр.

665

Хӗр илме кайнӑ ҫынсене тата ҫӗнӗ мӑшӑра урайне шурӑ простынь сарса кӗтсе илеҫҫӗ. Алӑкран кӗрсенех кил хуҫи ҫӗнӗ кине пыллӑ сӑра тыттарать. Ҫапла сӑмахсем калать:

Телейлӗ пурнӑҫ сӗнетӗп. Пӗр-пӗрне юратӑр, ваттисене хисеплӗр, кил-ҫурта ҫирӗплетӗр.

Ҫӗнӗ кин васкамасӑр ӗҫсе ярать. Васкама юрамасть. Унтан кил хуҫи хӗрарӑмӗ ҫу хыптарать, ҫапла калать:

Чӗлхӳ-ҫӑвару услам ҫу пек ҫемҫе пултӑр, пурнӑҫӑр услам ҫупа сӗрнӗ пек ӑнса пытӑр.

Каччӑн ашшӗпе амӑшӗ ҫӗнӗ ҫынсене чӑлантан (тӗпелтен) ҫавӑтса тухаҫҫӗ. Хӑйсем сӗтел хушшине лараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫынсем чӗркуҫленсе лараҫҫӗ. Каччӑ сылтӑм аллипе ашшӗн ури пуҫӗнчен, ҫӗнӗ кин хунямӑшӗн ури пуҫӗнчен тытать. Ваттисем пурте сӗтел хушшинче лараҫҫӗ. Кил хуҫи халаллать, пиллет:

Ачам, Сантӑр, кинӗм, Укахви. Тӳрӗ пурӑнӑр, ваттисене сума сӑвӑр. Килти сӑмаха яла ан кӑларӑр, ялтине киле ан кӳртӗр. Ачаллӑ-пӑчаллӑ, выльӑхлӑ-чӗрлӗхлӗ, ҫӑкӑрлӑ-тӑварлӑ пулӑр. Пехил!

Сӗтел ҫине пушӑ турилкке пырса лартаҫҫӗ. Вӑл (ашшӗ) ун ҫине пурҫӑн кӗпе хурать те пӗр черкке эрех ӗҫет. Амӑшӗ ҫапла пил парать:

Ывӑлӑм, кинӗм, тӳрӗ пурӑнӑр. Ҫын сӑмахне ан итлӗр. Тӗрлӗ ҫын пулать. Пӗри юриех вӑрҫтарма тем сӑмахсем калать, тепри аван пурӑннине кураймасӑр кӑтӑртать. Хушшӑра ҫын ан кӳртӗр. Хушшӑра ҫын кӳртсен, ҫемье хушши пӑсӑлатех ӗнтӗ. Ӑҫта та пулсан кайнӑ чух пӗр-пӗринчен ыйтса кайӑр. Ыйтса кайни аван япала вӑл. Хӑвӑр пӗлмен ӗҫ ҫинчен ватӑсенчен ыйтса пӗлӗр. Урӑх нимӗн те калаймӑп. Манран пехил!

Турилкке ҫине тутӑр хурать те эрех ӗҫет. Каччӑ хреснамӑшӗ:

Аллӑр хуҫӑлсан, ҫаннӑр ӑшне чикӗр. Урӑр хуҫӑлсан, атӑ ӑшне чикӗр. Чашкӑ-тиркӗ те шӑлтӑртатмасӑр пулмасть. Ҫемье хушшинче те мӑкӑр-макӑр пулма пултарать. Ӑна пурне те ҫынна ан пӗлтерӗр. Пехил!

Турилкке ҫине кис чӑлха хурать те эрех ӗҫет. Ҫӗнӗ кин хреснамӑшӗ:

Килнӗ тӑванӑрсене ырӑ кӗтсе илсе ырӑ ӑсатса ярӑр. Килнӗ ҫынна ҫӑкӑр-тӑвар астивтерсе яма тӑрӑшӑр. Хӑвӑра хӑвӑр пысӑка ан хурӑр. Пехил!

Турилкке ҫине укҫа хурать те эрех ӗҫет. Ыттисем те пехиллесе турилкке ҫине укҫа е япала хураҫҫӗ, эрех ӗҫеҫҫӗ. Туй пуҫланать.

666

Хӗре пӳлӗмрен аслӑ туя илсе тухсан туй халӑхӗ пехил юрри юрлама тытӑнать:

Ваттисене вырӑна лартар-и,

Аллисене курка парар-и?

Чӗркуҫленсе пуҫа таяр-и,

Вӗсенчен те пехил илер-и?

 

Юратса пӗрлешетӗр, юратса пурӑнмалла пултӑр. Ӑраскаллӑ пулӑр, вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулӑр. Йӗркеллӗ пурӑнӑр: пӗрне-пӗри итлемелле пултӑр, пӗр-пӗрин кӑмӑлне ан татӑр. Ачапчаллӑ пулӑр, йыш пухӑр. Ачӑрсене хисеплесе ӳстерӗр. Кайран ачӑрсем хӑвӑра хисеплӗҫ. Ҫынна ытлашши ан калӑр. Ҫынна ытлашши каласан хӑвӑра та ытлашши калакан пулӗ. Пулӑшу ыйтакана пулӑшу парӑр. Хӳтлӗх шыракана хӳтлӗх парӑр. Иртен-ҫӳрене ырӑ сунса ярӑр. Пыран-килене хисеп туса ярӑр. Килӗштерсе пурӑнӑр. Пӗр ҫӑвартан сурса пурӑнӑр. Хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр. Ҫын сӑмахӗ хыҫҫӑн ан кайӑр. Эп урӑх пехиллеме пӗлместӗп. Ыттине Турӑ пехиллетӗр.

Пехиллесе пӗтерсен ваттисем хӑйсен куркисене ӗҫсе параҫҫӗ. Вӗсем хыҫҫӑн кӗрӳ ачипе хӗрӗ курка тытаҫҫӗ, вӗсем каллех куркисене ылмаштарса ӗҫеҫҫӗ.

667

Хир пек аслӑ пулӑр, вӑрман пек пуян пулӑр. Ваттисене итлӗр. Иккӗн выртса виҫҫӗн тӑмалла пултӑр. Каҫ каҫарах выртӑр, ирхине иртерех тӑрӑр. Шыва кайсан нумай ан тӑр, ҫынна курсан нумай ан калаҫ. Парай ҫыннӑн пай пысӑк. Ачу-пӑчу нумай пултӑр, ҫиме ҫӑкӑр пултӑр.

668

Хаклӑ ачамсем, пиллӗхлӗ пулӑр. Лайӑх пурнӑҫпа ватӑличчен пурӑнӑр. Тулли пурнӑҫлӑ, ырӑ ача-пӑчаллӑ, выльӑх-чӗрлӗхлӗ пулӑр. Хӑвӑр хушӑрта килӗшӳллӗ пурӑнӑр, ватӑ ҫынсене ан манӑр. Ватта курсан ватӑ пек пулӑр, ҫамрӑка курсан ҫамрӑк пек пулӑр. Хир пек аслӑ пулӑр, вӑрман пек пуян пулӑр. Ял-йышпа, кӳршӗ-аршӑсемпе килӗшӳллӗ пурӑнӑр.

669

Ачам-пӑчам, кинлӗ-хӗрлӗ пул, аҫӑна-аннӗне хисепле. Ялти сӑмаха киле килсе ан кала, килти сӑмаха яла кӑларса ан кала. Уйӑн тӳпинче тӑр, ялӑн варринче пул. Ялта ятлӑ ҫын пул.

670

Телейлӗ пулӑр, вӑрман пек пуян, уй пек аслӑ пулӑр. Ача-пӑчаллӑ пулӑр, пӗрне-пӗри тӑнлӑр, вӑрҫса ан пурӑнӑр. Иккӗн выртса виҫҫӗн тӑмалла пултӑр.

Ӗмӗр пӗрле пурӑнмалла пултӑр. Кил тӗлӗшӗнче чашӑк-тирӗк чӑнкӑртатмасӑр пулмасть, сассине ҫын ҫине ан кӑларӑр. Тулти сӑмаха пӳрте ан илсе кӗрӗр. Пӗр мӑйӑр тӗшшине те ҫурмалла туса ҫийӗр. Ваттисене ан сивлӗр. Ҫын сӑмахӗ хыҫҫӑн ан кайӑр, ҫын тем те калӗ. Ӗмӗрех телейлӗ пурӑнмалла пултӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр