Пилсемпе кӗлӗсем

Сӳрекипе акаки курки

 

732

Хӑнасем килнӗ. Арӑмӗ сӑрине хӗрнӗ турчӑка чиксе ӑшӑтать, ҫавӑн чух ваттисене асӑнать:

Эпӗ сире, ати-ани, ача-пӑчасем, алӑпса, сире асӑннӑ чухне ӗҫме ӑшӑ сӑра пултӑр. Эпир ӑшӑ сӑра ӗҫнипе тутӑ пулнӑ пек, эсир те тутӑ пулӑр. Пиртен ытти ваттисене салам калӑр.

Сӑрине сӗтел ҫине лартсан тухӑҫалла тӑрса асӑнма пуҫлаҫҫӗ. Виҫӗ арҫынна сӑра курки тыттараҫҫӗ, турӑш умне виҫӗ ҫурта лартаҫҫӗ: пӗрремӗш — ҫӳлти Турра, иккӗмӗш — вӑталӑх Турра, виҫҫӗмӗш — аялти Турра.

Пӗрремӗш арҫынӗ: Ҫӳлти Турӑ, Сана калап: эпир ҫумӑр ыйтнӑ вӑхӑтра ҫумӑр пар, ырӑ кун ыйтсан ырӑ кун пар пире.

Иккӗмӗш арҫынӗ: Вӑталӑх Турӑ, Сана калап: эпир Санран ырӑ Турӑ сывлӑш ыйтатпӑр, хамӑр акнӑ тырра пулӑшма.

Виҫҫӗмӗш арҫынӗ: Аялти Турӑ, эпир санран ыйтатпӑр: акнӑ тырра пӗр пӗрчӗ вырӑнне пин пӗрчӗ пар, пӗр карта выльӑх вырӑнне виҫ карта выльӑх пултӑр.

Тепӗр ҫынни алӑк уҫса, ҫие тумтир тӑхӑнса, хул айне ҫӗлӗк тытса, ваттирен асӑнса кӗлтӑвать. Арӑмӗ сӑра ӑснӑ. Сӑра тытнисем кӑмака умне ларса ӗҫеҫҫӗ. Арӑмӗ виҫ икерчӗ илсе сӑра тултарнӑ ҫӑпалапа пӳртрен тухса ваттисене асӑнса кӗрет. Хӑнасене сӗтел хушшине лартаҫҫӗ, ӗҫтереҫҫӗ: упӑшкин — сӳре курки, арӑмӗн — ака курки. Сӳрекине тӗппи ӗҫмесен, виҫ курка ӗҫтереҫҫӗ, акакине те ҫапла. Ҫунакан ҫуртине сӳнтерсе, сӗтел хушшинчен тухаҫҫӗ, сӑхсӑхаҫҫӗ, саланаҫҫӗ.

733

— Эй, ар ывӑлӗсем! Хуҫа калать: ҫиччӗ вӗретсе ҫитмӗл витре сӑра тунӑ, ҫитмӗл ҫӗре йыхрав янӑ, тата вун икӗ кӑшӑллӑ пичӗкине пуҫласа ҫӗнӗ тырӑ шерпечӗпе Турӑ патне хыпар турӑмӑр, пӗрре малтан килни кунта сыв пултӑр, килменни килӗнче сыв пултӑр. Ятлӑ курка пуҫласа яр(атӑп) тет, савнӑ ҫынсене савса савӑш курки ӗҫтерес тет. Ҫак куркана ӗҫекен путене пулать, ыраш ҫине каять, ӗҫеймен(ни) карӑш пулать те хӑях ҫине каймалла. Ну, ар ывӑлӗсем, эсир мӗн шутлатӑр?

Арҫынсем: Куркине кӗтетпӗр!

Леш калать, ҫак куркана... (хурӑнсуркассисене)... ӗҫеймен карӑш пулать, ку куркана пӗртте канмасӑр ӗҫмелле; пӗр кансан, пӗр вар пуҫҫинчен хӗрӗх те пӗр хур пир тутарас тет, тата хӑлашне юр типӗттерес тет, алапа шыв кӳртерес тет, тата ҫакӑ куркана симӗс шӑрҫа тултарттарас тет.

Лешсем: Куркипех ӗҫетпӗр! — теҫҫӗ.

— Юман кучӗ хуралсан кун таврӑнать теҫҫӗ, вара апат тума вӑхӑт ҫитет теҫҫӗ. Уя апатпа пынӑ чух кӗпи хура пулсан та, йӗмӗ шурӑ пултӑр теҫҫӗ. Сарӑ хӗври ҫӑра пултӑр, вӑрӑм-вӑрӑм пултӑр, вара сели вӑрӑм пулать теҫҫӗ. Апата пынӑ чух вӑрттӑн-вӑрттӑн утса пырас пулать, унталла-кунталла утса пырас пулмасть, тӑпра муклашки ҫине такӑнсан яшкӑр тӑкӑнса кайӗ. Эй, хурӑнсуркассисем! Эсир ҫакӑ куркана кӗтетри? — тет (пуҫлӑхӗ!). Тав туса парать те, пурте черечӗпе тав туса ӗҫеҫҫӗ, хӑйне тав тӑваҫҫӗ, хӑй ӗҫет. Куркана лартать (туллискерне).

734

Ака-сӳре ячӗпе сӑра чӳклесен кӗр ҫурти панӑ (ваттисене асӑннӑ) тата кил-йыш пӑтти чӳкленӗ, унтан карта пӑтти тата авӑн пӑтти чӳкленӗ, унтан кайран шыва нимӗр чӳкленӗ — ку вутӑша пулатӗ тенӗ. Ялти ҫӑлсене нимӗрпе икерчӗ парса ҫӳренӗ. Йӗрӗхсене те ахаль хӑварман.

Тырӑ-пулӑпа ҫыхӑннӑ хӑватсене хывнӑ чухне ҫапла каланӑ:

Сӳре тунӑ, ака тунӑ ачасене телейпе ҫӑмӑллӑх парӑр. Тӑри пек вӑр-вар пулччӑр, путене пек путлӗ пулччӑр. Пӗр турам пин турама вӑй патӑр!

735

Тав сана, путене курки. Савва тӗппипеле ӗҫес пулать, ӗҫ пӗтсен сапана ҫумалла; лашана хӑвалаканӑн чӑпӑркки ҫивӗч пултӑр, ӗҫе тухсан хӗвел кӗтмест... Ахальтен каламан — тӗппипе ӗҫмесессӗн ҫиччӗ те ҫичӗ курка ӗҫмелле тесе.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр