Пилсемпе кӗлӗсем

Путама пӑтти

Путама — витери-картари выльӑх-чӗрлӗх ырри. Пӳрт-ҫуртри йӗркине хӗрт-сурт упрать, картара — путама е йӗрӗх. Путамана карта тата картиш чӳкӗсенче ятарлӑ кӗлӗ каланӑ.

 

511

Эй, ырӑ Путама, киле-ҫурта вутран-кӑвартан упра. Эй, ырӑ Путама, выльӑха-чӗрлӗхе кайӑк-хуҫаран упра. Эй, ырӑ Путама, килти ҫемьене, ывӑла-хӗре тӗрӗс-сывӑ усра. Эй, ырӑ Путама, шывран-шуртан тӗрӗс-тӗкел усра!

512

Атте утӑ ӑшне кӗрсе выртрӗ. Юмӑҫ мимӗре урай варрине лартрӗ, пӗр кашӑк мимӗр ӑсса илсе акӑ ҫапла каласа кӗлтӑва пуҫларӗ: «Эй, ырӑ Хӗрт-сурт, эсӗ ҫак ҫурт хуҫи, сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, выльӑха-чӗрлӗхе чипер пӑхса усра; пӗр ҫӗклем утӑ парсан икӗ ҫӗклем пултӑр, пӗр кунтӑк сӗле парсан икӗ кунтӑк ҫимелле пар; мӗн ҫини ушлӑхлӑ пултӑр, юрӗ-и?» — тет. Атте ӑна хирӗҫ: «Юрӗ эппин», — тесе выртать (юмӑҫ ҫапла юрӗ-и тесе каламассерен атте утӑ ӑшӗнче юрӗ тет).

«Ҫак выльӑхсем инҫе ҫула кайсан унтан тӗрӗс таврӑнма пар, юрӗ-и?» — «Юрӗ». — «Вӗсене пӑши пуласран, сула пуласран сыхла, юрӗ-и?» — «Юрӗ». — «Тӑшмансене ху патна ан яр. Ҫакӑнтан малалла, ҫак ҫӗр ҫинче чӗрӗпрен мӑнтӑрри ҫук, ҫакӑн пекех ҫак ялта ҫак лашасенчен мӑнтӑрри ан пултӑр, юрӗ-и?» — «Юрӗ». — «Ҫак лашасем ак ҫапла туса тӑмалла пулччӑр», — тесе кӗҫенсе пуҫне уха-уха тӑрӑс тапать ҫӗре.

«Ҫапла туса тӑмалла тӑватни?» — «Тӑватӑп».

Ҫапла аттепе калаҫса пӗтерсен витен тӑват кӗтессине тӑват кашӑк мимӗр ӑсса илсе: «Ҫырлах, ҫырлах», — тесе сапрӗ; унтан пӗтӗм кил-йышпа вите урай варрине хуран тавра ларса ҫие пуҫларӑмӑр. Вӑл: «Кил, Хӗрт-сурт, пирӗн патра ҫиме», — тесе чӗнчӗ. Атте, хӑй хӗрт-сурт пулса утӑ ӑшне кӗрсе выртнӑскер, унтан тухса пирӗнпе ҫиме ларчӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр