Пилсемпе кӗлӗсем

Чир-чӗртен калакан кӗлӗсемпе сӑмахсем

Халӑх пурнӑҫӗнче чир-чӗрпе кӗрешесси кирек хӑҫан та пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Тӗрлӗ ҫӑкӑр-тӑварпа, им-ҫампа, эмелсемпе, шывлӑ сӗтекпе, ҫӑмпа-тӑмпа, шывпа-чулпа сыватнӑ чухне — вӗрӳ-сӳрӳ чӗлхи те каланӑ, ятарлӑ кӗлӗсем те пулнӑ.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн, медицина вӑйланса пынӑ майӑн чӗлхесемпе кӗлӗсене ӗненесси чакса пынӑ. Анчах та ҫынна, уйрӑмах ача-пӑчана, ӑшӑ сӑмахпа лӑплантарни, мӗн-мӗн тумаллине каласа ӑнлантарни сывату шутнех кӗнӗ. Сӑмах — хӑватлӑ эмел. Юмӑҫсемпе апӑссем сӑмах хӑватне тупма пӗлнӗ.

Чир-чӗртен каламалли кӗлӗсене хӑйсене ушкӑнлама пулать. Тӗслӗхрен, ача-пӑчана, хӗр упраҫа калаканнисем; мунчара калакан кӗлӗсемпе сунӑмсем; ӑншӑрт-хаяр ӳксен каламаллисем, усал-тӗселрен упранма кирлисем тата ыт. те. Д.Месарош тӗнпе ҫыхӑннӑ тӑватӑ ушкӑн палӑртнӑ: усал ерни, тухатмӑш пӑсни, хаяр ӳкни, айӑпа кӗрсе тупни.

Чирлӗ ҫынна тутлӑхлӑ апат-ҫимӗҫ кирлӗ. Ҫавӑнпах кӗлӗ калас умӗн хур-кӑвакал, така, вӑкӑр пусса чӳклеҫҫӗ. Выльӑхӑн ӑш-чикӗ, юнӗ, ҫӑвӗ, тирӗ — пурте сиплӗхлӗ; вӗсемпе тӗрлӗ чиртен сыватма тӗрлӗ майпа усӑ кураҫҫӗ. Усӑ курнӑ чухне кӗлли сӑмахӗсем те расна пулса пынӑ.

Сиплӗ йывӑҫ-курӑк сӗткенӗ, улма-ҫырла шерпечӗ, тӑварлӑ-ҫуллӑ шывсемпе пылчӑксем, йывӑҫ хупписем сурансене тасатма, юхан-шӑтана ҫуса илме, сӗрсе хума кайнӑ. Вӗсемпе усӑ курнӑ чухне каланӑ сӑмахсем кӗлӗ пекех илтӗннӗ. Кӗлӗ каланӑ чухне унта асӑннӑ япаласемпе усӑ курнӑ, ӳт-тире вылятнӑ (куп таптарни, каҫрашка пӗртерни т. ыт.те).

Чир-чӗр таврашӗнче тасалӑх кирлӗ. Ҫавӑнпа кӗлӗ тунӑ чухне вут хунӑ, шыв лартнӑ, хӑрӑмпа, кӗлпе, кӑварпа, тӗтӗмпе (вӗри сывлӑшпа) усӑ курнӑ. Вӗсене тытнӑ чухне Вут, Шыв, Ҫӗр, Ҫил туррисемпе ыррисене пулӑшӑва чӗннӗ.

Кӗлӗсенче несӗл паттӑрӗсене тӗслӗхе илсе калани те тӗл пулать. Ача-пӑча кӑмӑлне хӑпартас тесен куҫ умӗнчи паха тӗслӗхе аса илтернӗ, улӑпла чӑтӑмлӑх тупма, чирпе кӗрешме вӗрентнӗ.

Кӗлӗ сӑмахӗсен ҫак пӗлтерӗшӗ халӗ те ҫухалман.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр