Ашшӗ-амӑшӗ ачисене ӑса вӗрентни
Ача-пӑчана аслисем кулленех вӗрентсе, ӑнлантарса, ӑс парса тӑраҫҫӗ. Ҫав «килти педагогика» еткерӗнче пӗчӗккисене е вӗсен ячӗпе ытти хӑватсене каланӑ пил, ӳкӗт, вӗрентсе, ырласа, хутласа каланисем сахал мар тӗл пулаҫҫӗ.
581
Турӑран хӑра, этемрен вӑтан; аҫупа апуна хисеплӗр; хӑвна тивмен ҫӗлен-калтана ан тив; паракантан ил, ҫапакантан тар, хӑвӑнтан пулӑшу ыйтакантан ан пӑрӑн; ырӑ ҫын пулма, ырӑ ятлӑ пулма тӑрӑш; этем пулӑн — асӑнӑн, йытӑ пулӑн — вӗрӗн; аҫу-апу ятне ан ҫӗртӗр; ӑслӑ ҫынтан ӑс ил; вырӑнсӑр Турра ан асӑнӑр; начар ҫынна ан прахӑр, ҫынна ан хурлӑр, йӑпӑр-япӑр ҫилленме ан вӗрен; ырра курсан ырӑ пулӑн, усала курсан усал пулӑн.
582
Эсӗ ҫамрӑк, ҫыру вӗренмелле ҫын, Турӑ сана ҫак карттус тулли ҫыру вӗренме ӑспа тӑн патӑр.
Аслашшӗ карттус панӑ чухне каланӑ.
Эй, ачам, халӗ ҫамрӑк, ҫамрӑк йывӑҫ ӑҫталла кукӑрӑлса ӳсет, ҫил ӑҫталла кукӑрӑлтарса ӳстерет, эсӗ те ҫамрӑк йывӑҫ пек, ҫак кӗпене тӑхӑнса, шурӑ кӗпе епле ҫутатса тӑрать, санӑн ӑсу та ҫынсем хушшинче ҫавӑн пек ҫутатса тӑма пиллетӗр ҫӳлти пурне те пултаракан Турӑ.
583
Итле аҫу-аннӳ мӗн каланине; аттене-аннене итлемен (хисеплемен) ҫын ӗмӗрне пархатар курмасть. Ашшӗ-амӑшӗ ылханни ачисене ҫитмесӗр юлмасть.
Ачисем ашшӗ-амӑшне хытӑ кӳрентерсен каланӑ.
584
Ачам, ҫӑккӑрна лайӑх тыт, лошкуна лайӑх тыт, ҫӗре ан ӳкер. Ҫӑккӑртан татӑк хуҫса илнӗ чухне хӑвӑн паталла хуҫса илес пулатъ. Ма аяккалла хуҫатан?
585
Ачамсем, киремет патӗнчен иртсе ҫӳренӗ чухне чипер, шӑппӑн иртсе ҫӳрӗр, лашана та пушӑпа-мӗнпе ҫапкалӑр тата киремет таврашӗнче час-часах укҫасем вырткалаҫҫӗ; вӗсене те ан илӗр тесе вӗрентетчӗҫ.
Халь эс ҫамрӑк, нимӗн те курман, пирӗн пек ватӑл-ха, мӗнле пурӑнмалла пулӗ, киремете пуҫҫапса-и, ху пӗлнӗ пек-и? Халь курӑк-ха, мӗн курасса, мӗн илтессе пӗлместӗн, аҫу-аннӳ сӑмахне пӑхмарӑн ӗнтӗ, таҫти ютӑ ҫын вӗрентнӗ пек пурӑнса ӳлӗм епле пурнӑҫ тыткалӑн-ха. Ӗлӗк аслӑ аҫусем, аслӑ аннӳсем киреметсенех пуҫҫапса пурӑннӑ та, ҫапах ҫӑкӑрлӑ-тӑварлӑ, ӗҫсе ҫиесрен никамран та юлман, ҫынсемпе вӑхӑтра ӗҫсе ҫинӗ, эсе халь ҫамрӑк пуҫупа халиччен ҫук йӑлана туртса кӑларатӑн ӗнтӗ,
Акӑ хайхи, пирӗн сӑмаха пит ан пӑх-ха, сана калатпӑр вӗт, ҫавӑнта ярӑнма ан кай тесе, эсӗ киремет ҫырмине ахаль ҫырма куратӑн пуль, унта ярӑнма пит ан ҫӳре-ха, ӗлӗк Татьяна инке, салтака кайнӑ ывӑлӗн кӗпине йӗре-йӗре ҫунӑ тет те, ҫавӑнтанпах чирлесе тавӑрӑнса вилнӗ теҫҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен