Пилсемпе кӗлӗсем

Кӗрӳпе хӗре калани

 

606

Кӗрӳ, хаклӑ кӗрӳ! Эпир сана хамӑрӑн юратнӑ хӗрӗмӗре Аннана ӗмӗрлӗхе пурӑнса савӑнма паратпӑр. Эпир ӑна ҫак ҫула ҫитиччен ӳстертӗмӗр, тумлантартӑмӑр, саврӑмӑр. Эсӗ те ҫаплах савса юрат, упра пирӗн хӗре. Юратнӑ хӗрӗмӗр Анна, паянтан сана ҫураҫса хучӗҫ. Текех эсӗ пирӗн хӗр мар. Санӑн пулас упӑшку — Якку. Юрат ӑна, сыхла, упра. Унӑн сӑмаххинчен ан тух. Ирпе упӑшкуран малтан тӑрса хуран ҫакса апат лартса яр. Ӑна питне-куҫне ҫума шыв ӑшӑтса хур. Ҫывӑрма выртсан хывӑнма пулӑш. Ҫын сӑмахӗсене ан итлӗр. Урамри халап урама юлтӑр, пӳртри халап урама ан тухтӑр. Вӑрман пек аслӑ, уй-хир пек куҫлӑ пулӑр. Пулас ачӑрсене сывӑ, тӗреклӗ ӳстерӗр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр