Пилсемпе кӗлӗсем

Киреметсенче чӳклени

 

769

Чӑвашсем килте пӗр-пӗр ҫын чирлесен юмӑҫ патне каяҫҫӗ те, вӑл вӗсене мӗн те пулин каласа ярать. Ыр сӑмах каласан вара часрах тума хатӗрленеҫҫӗ. Хӑш Киремете юмӑҫ калать, ҫавна чӳклеҫҫё: пӑтӑпа-и, хур-кӑвакал па-й. Пӑтӑ-юсманпа ак ҫапла тӑваҫҫӗ: пилӗк тирӗклӗх юсман тӑваҫҫӗ те унтан пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ, пиҫсен вара кайса хӑш ырӑсем каланине чӳклеҫҫӗ. Пырсан пӑтти-юсманне лартать те асӑнать:

Эй, пӗсмӗлле, тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп, ҫырлах, мана хӑвӑн асапна ан пар! Хамӑр айванлӑха пуҫҫапса каҫарттарма килтӗм, ҫырлах, ан пӑрах. Ҫак сан таврашӑнта ытлашши сӑмах калаҫнӑ пулин те, вылянӑ-кулнӑ пулин те, ҫырлах. Тунӑ кӗллӗме хапӑл ил. Эпӗ хуранлӑ пӑттӑмпа, тирӗк юсманӑмпа асӑнатӑп, витӗнетӗп, хапӑл ил. Эпӗ хам айванлӑхӑмпа йӑнӑшрӑм, ҫырлах. Тунӑ чӳкӗм-кӗлӗм вырӑнлӑ пултӑр.

Виҫ хут ӳксе пуҫҫапать те тата миҫе пус та пулин укҫа хурать.

770

Эй, ҫырлах, Шӳнер мон султтан, сана парса поҫҫапатӑп. Ҫырлах, хаман ту. Ҫуллӑ потопа, тохӑр йосманпала, тохӑр ҫортапала, тохӑр орхамахпала, тохӑр мамалепеле сана парса поҫҫапатӑп, ҫырлах.

771

Ҫырлах, каҫар, ҫӳренӗ ҫулпа айӑп пулчӗ-и, ӗҫленӗ ӗҫре айӑп пулчӗ-и, ача-пӑчапа, ҫемьепе тӑрса калаҫрӑмӑр-и айӑп туса, ҫырлах, ҫырлах, ҫырлах.

Кӗсен тухсан калани.

Пӗсмӗлле, аминь, Турӑ. Ырӑсен айӑпне вӗретӗп. Ӑшне вӗҫтерсе тӑрать-и, ӳчӗ-тирӗ вӗчӗлтеттерсе тӑрать-и, пӗсмӗлле, аминь, Турӑ. Сантан та сехет, этемрен те сиплӗх, аминь.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр