Пилсемпе кӗлӗсем

Салтака каяканшӑн чӳклени

 

595

Эй, ырӑ Туррӑм, ырӑ чӳклемем, патшана панӑ ывӑлӑма ырлӑх-сывлӑх парӑсӑнччӗ! Йӑтнӑ пӑшалне ҫӑмӑл тӑвӑсӑнччӗ, хӗҫӗнчен те пулин эсӗ сыхлӑсӑнччӗ, туппинчен те пулин эсӗ упрӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм. Ҫак пиҫнӗ чӳклемемпе, ҫунатлӑ хурӑмпа Сана, ырӑ Туррӑм, тархаслатпӑр, кӗлтӑватпӑр: Патшана та, патшалӑха та ҫӑмӑллӑх, канӑҫлӑх парӑсӑнччӗ, салтака кайнӑ ачама та ырлӑх-сывлӑх парӑсӑнччӗ, ырӑ Туррӑм. Ҫак пиҫнӗ чӳклеме, ашшӗ-амӑш яшки-ҫӑкри ҫавӑрса кӳтӗрччӗ ӑна. Эпир кӗнекеллӗ халӑх мар, айван ывӑл-хӗре, пире хапӑл ту, ырӑ Туррӑм, ырӑ чӳклемем. Йӳҫҫе тутлӑ калаҫмалла ту, ырӑ чӳклемем, ҫырлаха пар, аминь!

596

Пӑтӑ хуранӗ ҫине пуҫламан ҫӑкӑр, ун ҫине чӑкӑт хураҫҫӗ. Хуран тавра тӑраҫҫӗ. Ҫав пӑтта Йӑкӑрай карчӑкӗ ак ҫапла чӳклеме тытӑнать:

Эй, уйӑх-хӗвел, пирӗн ҫине пӑх, ҫак ача халь кӗркунне салтака каймалла. Уйӑх-хӗвел, ӑна ҫак ҫӗр ҫинчех усраса, ун ҫине ҫутатса тӑрӑр. Ӑна улпутсем умне кӗртсен, Ҫӗр амӑшӗ, унӑн ӳтне-тирне, сӑнне ху пек хуратса пӑрах. Ҫӗр пакарти (кӗҫӗн Турӑ ячӗ), эсӗ ӑна ху пек лутралат. Улпутсем ун куҫӗнчен пӑхчӑр та это никуда никутица тесе кӑларса яччӑр. Ӑна виҫене тӑратсан киреметсем, кӗлӗсем виҫине ҫӳлелле туртса хӑпартчӑр, ӑна хӑйне улпутсен куҫӗсене пусса лутралантарччӑр. Кӑкӑрне виҫсе пӑхнӑ чух эсир епле те пулсан ҫитменех тӑвӑр. Улпутсем илес тесе ҫӑварӗсемпе каласан, вӑл шухӑшӗсем сӑмсинчен каллех тухса кайччӑр. Ӑна киле юлса ана тӑрӑх ывҫӑпа тырӑ сапма пар, Турӑ! Авланса ачаллӑ-пӑчаллӑ, кинлӗ-хӗрлӗ, хуртлӑ-хӑнӑрлӑ, выльӑхлӑ-чӗрлӗхлӗ, киллӗ-ҫуртлӑ пулма пар ӑна. Кил-ҫурт пуҫ пулма пар. Суха пуҫ хыҫҫӑн чипер шӑхӑрса утмалла пултӑр. Хулана илсе кайнӑ чух эпир ӑна каялла лартса ярӑпӑр, ҫавӑн пекех унӑн каялла килмелле пултӑр. Турӑ ӑна каялла ҫул патӑр, малалла ҫул ан патӑр. Киле каялла таврӑнса, каҫ-ир тула тухса ҫӳресе кил-ҫурт пӑхакан пултӑр вӑл. Унӑн сӗтел хушшине ларса, тирӗк пуҫпулса, кучченеҫ салатмалла пултӑр. Ҫӑкӑр пуҫламалла пултӑр, пура пуҫламалла, пичке пуҫламалла, такмак кантри салтмалла пултӑр унӑн. Ку таранччен вӑл епле ҫулсемпе утса ҫӳренӗ, ҫав ҫулсемпе утса ҫӳремелле пултӑр. Никӗс епле ҫӗрсе кайичченех пӗр вырӑнта выртать, ҫак пирӗн ача та киле юлса пӗр пек пурӑнмалла пултӑр.

Салтака каймалли ачашӑн тӗп сакайӗнче чӳкленӗ чухне каланӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр