Пилсемпе кӗлӗсем

Ачана ят хуни

 

555

Ача ҫуратмалла пулсан пӗр эпи карчӑк илсе пыраҫҫӗ, вӑл вара ачине ҫуратсан тирпейлет те тутӑрпа чӑрканӑ чухне ачин кӑвапине татса илет, унтан вара ачи еннелле пӑхать те ун ҫине вӗрсе калать, ҫапла ятлӑ пултӑр тет. Ача ятне кун ячӗпе шыраса тупаҫҫӗ. Кун мӗн ятли пулать ӑна та ҫавӑн майлӑрах хураҫҫӗ. Ҫапла пӗр кун ятне илер-ха: эрне кун. Хӗр пулсан Эрнепи ятлӑ хураҫҫӗ, Ытлари кун пулсан Утлаш ятлӑ хураҫҫӗ. Ачи ҫуралсан ятне хунӑ чухне пӗр чӑкӑт пуҫлаҫҫӗ, унтан вара унӑн ятне хураҫҫӗ. Тата унсӑр пуҫне укҫасем хураҫҫӗ, вӑл укҫи мӗн чухлӗ пухӑнать, ӑна пурне те пуҫтарса хураҫҫӗ.

556

Пӗсмӗлле, аминь, Турӑ, ача ячӗ хуратпӑр, Курак хуратпӑр. Ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ пултӑр, суха сухалакан пултӑр, пирӗн пек ватӑличчен, сӳтӗличчен пурӑнтӑр. Ватта курсан тетей тетӗр; ҫамрӑка курсан тӑван тетӗр. Ашшӗне-амӑшне пӑхакан пултӑр. Пиртен тӑван ывӑл-хӗр малалла ятӑр. Ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ пултӑр, пысӑк пултӑр. Пирӗн ӑру ан пӗттӗр, ӗмӗртен ӗмӗре пытӑр. Эпир ватӑлӑпӑр, вилӗпӗр; пирӗн пехил ҫиттӗр; ырлӑхлӑ-пурлӑхлӑ пултӑр, аминь.

557

Улӑп пек паттӑр пул, хӗвел пек ӑшӑ пул, ҫӑлкуҫ пек таса пул! Пурнас пурнӑҫу вӑрӑм пултӑр, утас ҫулу такӑр пултӑр, вӗҫес пӗлӗтӳ уяр тӑтӑр!

Хреснамӑшӗ е хреснашшӗ каланӑ сунӑм.

558

Ача ҫуралсан сӑра тӑваҫҫӗ, унтан пӗр-ик эрнерен ят пама хӑйсен хурӑнташӗсене чӗнеҫҫӗ. Хурӑнташӗсем пурте пуҫтарӑнсан апат ҫиме лараҫҫӗ. Унтан тата ача ячӗпе пӗр чӑкӑт пуҫлаҫҫӗ. Пирвай, ытти апатсене астивиччен, ҫав чӑкӑтран пурте пӗрер татӑк илеҫҫӗ, вара ят хура пуҫлаҫҫӗ. Ятне хурӑнташсенчен пӗри кала-кала пырать: «Ҫапла ят юрать-и?» — тет. Вара хӑшӗ кӑмӑла килнине параҫҫӗ те пурте амӑшне калаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ачана ятӗнчен каласа: «Апат ҫиме илсе кил», — теҫҫӗ. Унтан сӗтел хушшине амӑшӗ ачине илсе пырса ларать; вара пурте пехил тӑваҫҫӗ: «Ҫак апата ҫисе пурӑнтӑр, сывлӑх пултӑр, пуян пултӑр, ҫын умӗнче хисеплӗ ҫын пултӑр», — теҫҫӗ.

Унтан хурӑнташӗсенчен пӗри мӑрьерен кӑшкӑрса калать, ҫӗнӗ ят, ача ятӗнчен кӑшкӑрса Пикул е Питимӗр ятлӑ хунӑ пулсан: «Питимӗр пирӗштийӗ, кил кунта Питимӗрпе апат ҫиме», — тет те, вара пурте ҫиме пуҫлаҫҫӗ, ҫисе тӑрансан вара сӗтел ҫине укҫа хураҫҫӗ пурте: «Ҫак Питимӗр укҫа-тенкӗ тытса пурӑнтӑр», — теҫҫӗ.

559

Хурӑнташсем пуҫтарӑнсан сӗтел ҫине пуҫламан ҫӑкӑрпа чӑкӑт хураҫҫӗ; чӑкӑтне ҫӑкӑр ҫине хураҫҫӗ. Яшкасем лартаҫҫӗ. Хурӑнташсемпе пӗрле чӑкӑтне пуҫлама хушаҫҫӗ. Ҫав ҫын ҫапла каласа пуҫлать:

Ҫак ача (ятне калать) ҫав ятлӑ пултӑр, ман пекех шурӑ ҫӳҫлӗ, шурӑ сухаллӑ пултӑр; сарӑ шӑллӑ, чакӑр куҫлӑ пултӑр; ашшӗ-амӑшне, ватӑ ҫынсене юрӑхлӑ пултӑр; ҫӑкӑрлӑ-тӑварлӑ, выльӑхлӑ-чӗрлӗхлӗ пултӑр; ҫуртлӑ-йӗрлӗ, пинӗ-пинӗпе укҫа тытакан пултӑр; ырӑ кунлӑ-ҫӗрлӗ, ача-пӑчаллӑ пултӑр; ӗмӗрӗ вӑрӑм килтӗр, Турӑ ӑна сывлӑхне патӑр.

Чӑкӑтне астивет, вара хӑй сӗтел хушшине кӗрсе ларать, ун хыҫӗнчен ытти ҫынсем те лараҫҫӗ. Малтан пурте чӑкӑтне астивеҫҫӗ, унтан вара яшкине ҫиеҫҫӗ. Чӑкӑтне астивнӗ чухне пурте старик каланӑ сӑмахсене каласа астивеҫҫӗ. Ача ячӗпе камӑн мӗн чухлӗ вӑй ҫитнӗ таран укҫа хураҫҫӗ. Ҫав кун кунӗпе купӑс каласа ташла-ташла, юрласа ӗҫеҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр