Ӗҫкӗ-ҫикӗ кӗллисем
Чӑваш пурнӑҫӗ ӗҫе-хӗле те, ӗҫке-ҫике те ӗмӗрсенче ҫирӗпленнӗ йӗркепе ирттерме хӑнӑхтарнӑ. Пысӑк е пӗчӗк ӗҫкӗ пултӑр, йӑпӑртлӑх хӑна-вӗрле килсе ҫитнӗ самант сиксе тухтӑр — сӗтел е кӗреке лартас йӑлан хӑйӗн ҫирӗп йӗрки пур.
Куллен тӗл пулаканни — хӑна ячӗпе ҫӑкӑр пуҫлани, сӑра курки ятран пани. Ҫакӑ вӑл кӗтмен-туман ҫӗртен килсе кӗнӗ хӑнана хисеп тунине кӑтартать.
Чӗнсе пухнӑ ӗҫкӗ-ҫикӗн мешехи кӑткӑс та пуян. Унта чӳкпе ӗненӳпе, ваттисене-яшшисене хисеп тунипе ҫыхӑннӑ йӑла нумай. Пичке ҫӑкӑр пуҫланисем, несӗл пуҫӗсене, вилнисене асӑннисем тимлӗ-сумлӑ иртеҫҫӗ пулсан ташӑ-юрӑ пуҫланнӑ хыҫҫӑн хутлами-ташлами, савӑш е путене куркисене янӑ чухне кӗлӗсемпе пӗрле шӳтпе кулӑш та сисӗнсех тӑрать.
Ку енӗпе кӗр сӑри йӗркинче кӗлӗсемпе пилсем, сунӑмсемпе ухӑтсем нумай. Вӗсем хушшинче ятлӑ курка яни палӑрса тӑрать.
Пӗр-пӗр сӑлтав, ҫын, ӗҫ, пулӑм ячӗпе пуҫ тайса, ырӑ сунса, шӳтлесе, ятарласа кӗреке сӑмахӗ каласа хӑнана ятран сӑра курки сӗннине ятлӑ курка яни теҫҫӗ. Ятлӑ куркана тӗрлӗ савӑтпа: куркапа, йӗкӗр куркапа, ҫавра алтӑрпа, авӑрлӑ алтӑрпа тата ытти савӑт-сапапа — пама пултарнӑ.
Ӗҫкӗсенче кӗлӗпе, пилпе, сунӑмпа ҫыхӑннӑ паллӑрах ятлӑ куркасем ҫаксем:
Ама (Тур Амӑш) курки, аҫа курки, тав курки, перекет курки, ташлами, хушлами, савӑш, сӳре, путене, ҫул куркисем. Вӗсем ӗҫкӗ мешехине илемлетме, юрӑ-ташӑ савӑнӑҫне йӗркипе тытса пыма пулӑшаҫҫӗ.
Ҫумпайсем
Чӗнӳ сӑмахӗсем (706)
Кӗтсе илни (706)
Кил хуҫине ырӑ сунни (707)
Пичке пуҫланӑ чухнехи кӗлӗ (708-709)
Сӑра чӳкӗ (710-713)
Ӗҫкӗри чӳк кӗлли (714)
Кӗреке юрри (715)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен