Килӗш пӑтти кӗллисем
480
Тунӑ кӗллӗм кӗлле кӗтӗр, тунӑ кӗллӗм шута кӗтӗр, виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн, выльӑх-чӗрлӗхе ҫуратманнине ҫуратса пар, ҫуратнине пит алла пар, пӗр вӗҫӗ шыв хӗрринче пултӑр, тепӗр вӗҫӗ картара пултӑр, виҫ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗх виҫ карта тулли пултӑр.
Хурана илсе виҫӗ хут суллать те йӑтса кӗрет. Шыва чӳклеме тепӗр хуран нимӗр пӗҫернӗ. Пӗчӗк чашӑкпа ҫӑл хӗрне нимӗр илсе кайнӑ, виҫӗ кашӑк нимӗр ҫӑла ярса хӑварнӑ, янӑ чух ҫапла каланӑ: «Шыв ашшӗ, шыв амӑшӗ, шыв вутӑш». Киле таврӑнсан ҫав нимӗре ҫисе янӑ.
481
Тавах Турра, Пӳлӗхе, алла лайӑх тырра-пулла илтӗмӗр, тепӗр кӗркуннеччен лайӑх ырлӑх-сывлӑх пар, ҫырлах, аминь.
482
Ырӑ паран Мӑн кӗлилен! Савса панине савса ил, айван кӗллӗмӗре хапӑл ил; ҫунатлӑ кайӑкӗпе тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр ӑшӑ питӗмпе, тутлӑ чӗлхемпе.
483
Карта пӑтти хыҫҫӑн пӗр-ик кунтан килӗш пӑтти тӑваҫҫӗ. Пӗҫереҫҫӗ пӑтӑ, юсман темӗн чуль, пурӗ хӗрӗхе яхӑн пӗҫереҫҫӗ йӑва ҫу ҫинче ҫатмапа, пӗр сӑмсапа кӑвапа тунӑ пашалу пӗҫерсе пӗтерсен урай сыпӑкне лартаҫҫӗ сӗтел; вӑл сӗтел ҫине пӑтӑ, юсман, йӑвисене чашӑкпа лартаҫҫӗ. Кил старикки ҫӗлекне хул хушшине хӗстерсе алӑк еннелле тӑрса (алӑкне кӑшт уҫаҫҫӗ), ӳке-ӳке пуҫҫапса кӗлтӑвать.
Аслӑ ырӑ, ҫырлах, Чемен, ҫырлах, Сатуркка ырри, ҫырлах, Леш ырри, ҫырлах, Кепе, ҫырлах, Ҫӳрен ут, ҫырлах, Хӗрлӗ ҫыр, ҫырлах. Кил-ҫурта вут-кӑвартан, усал-тӗселтен хӑтар, ҫемьесене, ача-пӑчасене чиртен-чӗртен сыхла, пӗтӗм килӗше чипер, лайӑх усра.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен