Килсерен, кашни ӑру уйрӑммӑн тӑвакан чӳк
484
Килсерен, кашни ӑру уйрӑммӑн тӑвакан чӳк — килӗш пӑтти юсманӗ. Кӗркунне ӗҫ пуҫтарсан килӗш пӑтти юсманӗ чӳклес тесе килӗсерен кам ӗлкӗрнӗ, ҫавӑ пӗрле пухӑнса пӗр хуран пӑтӑ, пилӗк пашалу, ҫирӗм ҫичӗ юсман тата йӑва пӗҫереҫҫӗ. Пӑтти пиҫсен пӑртак пӑттине пӗр чашӑк ҫине антарса хӑвараҫҫӗ. Вара урай варрине сӗтел лартса хуранне унта лартаҫҫӗ, пӑтти ҫине куҫ тӑваҫҫӗ, чашӑкпа пашалу хураҫҫӗ. Вара ҫие тумтир тӑхӑнса, хул хушшине ҫӗлӗк хӗстерсе кӗлле тӑрать пӗри:
Ҫырлах, ырӑ мӑн Турӑ! Сана хуранлӑ пӑтӑпа асӑнап, витӗнеп, тав тӑвап, пуҫҫапап. Ырӑ Мӑн Турӑ, каҫ выртсан канлӗх пар, ир тӑрсан ҫӑмӑллӑхне пар, кунтан кун ырри пар. Ҫӗртен ҫӗр ырри пар. Кирек мӗн пулсан та, ырӑ Мӑн Турӑ, пӗли-пӗлми айван ывӑлне виҫ сӑмахпа хуш курса хапӑл туса илме пулин пар.
Ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ те тӑричченех сӗтел ҫинчи хурансене тайӑлтараҫҫӗ. Вара чӳклекенӗ пӑттине те, пашалуне те астивет те урӑхне хурать.
Унтан вара малтан антарса хӑварнӑ пӑтӑран пӗр чашӑк ҫине илет те, пӗр пашалу илет те сӗтел ҫине хурса тата асӑнать. Ун чух Турӑ амӑшӗ тесе асӑнаҫҫӗ малтанхи пекех. Пӳлӗхҫӗ тесе ҫав хӑварнӑ пӑтӑранах илсе пӗр пашалупа чӳклеҫҫӗ ӗлӗкхи пек.
Ҫав хӑварнӑ пӑтӑранах илсе Пӳлӗхҫӗ амӑшӗ тесе чӳклеҫҫӗ. Унтан ҫак кӗлӗпех ытти турӑсемпе ырӑсене те пӑтӑпа тата юсмансемпе чӳклесе тухаҫҫӗ.
485
Мӗнпур килӗм-йышӑмпа, ачам-пӑчампа, ҫурт-йӗрӗмпе, ырӑ Турӑ, пур усал-тӗселтен Эс сыхла, Эс упра. Килӗм-йышӑмпа пур усал-тӗселтен, инкек-синкекрен, хаяртан, синкертен, сехметӗнчен Эс сыхла, Эс упра. Усалтан-тӗселтен, курайми тӑшмантан, ял ҫинчи йывӑрлӑхӑнтан Эс сыхла, Эс упра.
486
Эй, пӗсмӗлле! Ырӑ киреметсем, ан пӑрахӑр! Ҫырлаха хурӑр! Сире хӑпарту, юсман пӑтти чӳклеп. Сывлӑх парӑр! Ырлӑх парӑр! Ӗҫме-ҫиме перекет парӑр! Килӗм-ҫуртӑмпа ачамсене те, чӳк, ҫырлах! Аминь.
487
Турӑ патӑр! Сӑра лартам! Итем перекет патӑр пире, Турӑ. Ырлӑх-сывлӑх патӑр! Ырӑ сунан килтӗр, хаяр сунан кайтӑр! Сивӗнсе килекене ӑшӑтса яма патӑр, выҫса килекене тӑрантса яма патӑр! Алӑк патне кӗрӳ патӑр, тӗпеле кин патӑр! Ырлӑх-сывлӑх патӑр! Выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, вутӑмпа кӗлтӑвӑп, ачам-пӑчампа, кил-йышпеле!
488
Эй, пӗсмӗлле! Пӗр Турӑ, ан пӑрах! Кил-йышӑмпа, ачам-пӑчампа, выльӑх-чӗрлӗхпе сывлӑх пар! Ҫак ҫӗнӗ ҫӑкӑр ҫулталӑкран ҫулталӑка ҫитсе ҫимелӗхне пар!
489
Ҫырлаха пар, аминь. Кил-йыш пӑтти чӳклетӗп. Килӗмпе-ҫуртӑмпа лайӑх тӑма пар, выльӑхӑмпа-чӗрлӗхӗмпе сывлӑхлӑ тӑма пар. Вӑрӑран-хурахран сыхла, инкекрен-синкекрен хӑтар. Килӗмпе-ҫуртӑмпа тӗрӗс-тӗкел тӑма пар. Айван ывӑл-хӗр кӗллине хуш хурса хапӑл ил. Пиртен Кепене, Кеперен Турра. Аминь, Турӑ, ҫырлах.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен