Кӑвапа касни
545
Вӑрман пек пуян пултӑр, уй пек аслӑ пултӑр, Турӑ ырлӑх-сывлӑх патӑр, амӑшне те сывлӑх патӑр.
546
Кӑвапам, мана анне (апай) кӑвапипе пӗрлештер.
547
Пӗсмӗлле! Пӗр Турӑ ан пӑрахтӑр! Тетти юлтӑр, какки кайтӑр!
Ача ҫуралсан картишне ҫӑмарта, хӑмла тухса пӑрахнӑ чухне каланӑ.
549
Эй, пӗсмӗлле! Тутлӑ ӑшшине пар, чуна канлӗ ыйӑх пар! Пысӑк пул, куштан пул! Пыйтӑ вилтӗр, шӑрки шӑттӑр!
Мунча кӗнӗ чухне каланӑ.
550
Лӗп шыв юхтӑр ҫӗрелле, ача ӳстӗр ҫӳлелле.
551
Калпакӗ пӗттӗр — пуҫӗ юлтӑр! Кӗпи ҫӗтӗлтӗр — пуҫӗ юлтӑр!
552
Кӗпе хуҫи, ан чӗпӗттер: миҫе чӗпӗ — ҫавна пӗлтер!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен