Ҫураҫу пилӗсемпе кӗлӗсем
Хӗр килӗшнӗ чухнех ҫураҫма хӑш кун килессине калаҫса татӑлаҫҫӗ, вара палӑртнӑ вӑхӑта каччӑ тӑванӗсем мӑшӑрсӑр хисеппе (5,7,9,11 ҫын) кучченеҫсемпе парнесем илсе пырса ҫитереҫҫӗ. Кучченеҫсем те хӑрахшар пулаҫҫӗ, йӑвача кӑна шутламасӑрах нумай илеҫҫӗ. Вӗсене хӗр килӗнче сӗтел ҫине хураҫҫӗ. Хӗр тӑванӗсене чӗнсе килеҫҫӗ. Халӑх пухӑнсан кӑна хӗре чӗнсе илеҫҫӗ. Хӗр ҫумӗсем ҫӑмарта ярса хӗр шӳрпи (яшки) пӗҫерме тытӑнаҫҫӗ.
Илсе килнӗ кучченеҫсене ҫӗҫӗсӗр, чӗрнесӗр, алӑпа кӑна хуҫаҫҫӗ те пурне те ал валли валеҫсе параҫҫӗ — ӑна Турра тата ваттисене асӑнсан кӑна ҫиеҫҫӗ.
Ҫураҫу йӗркине кил ватти тытса пырать. Вӑлах кӗлӗ ирттерет. Вӑлах эрех-шерпет пуҫлама, яшка лартма, ырӑ-хаярсене чӳклеме хушатъ.
Хӑтисене ӑшшӑн, хӑмлапа ҫӑнӑх сапса, ӑшӑ сӑмах каласа ӑсатса яраҫҫӗ. Ҫураҫнӑ хӗрпе пике ҫуммисем вӑрмана е пахчана кайса ҫӑмарта кустараҫҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен