Мунча кӗллисемпе сунӑмсем
Лаҫпа мунча — чӑваш хуҫалӑхӗнчи нихҫан та пушӑ тӑман вырӑнсем. Мунчара кӗпе-йӗм ҫунӑ, ҫӑвӑннӑ, ҫапӑннӑ, тасалнӑ, ача ҫуратнӑ, улах ларнӑ, ал ӗҫ тунӑ. Мунча мешехи — хӑйне евӗр туй-ҫуй. Унта пилсемпе сунӑмсем, кӗлӗсемпе ӳкӗтсем, шӳтсемпе такмаксем каланӑ. Унта йывӑҫ-курӑк сӗткенӗпе, ҫитмӗл ҫичӗ чечек пылӗпе, тӑварлӑ шывсемпе, сиплӗ пылчӑкпа, шарт-шарт чулпа, така-вӑкӑр тирӗпе сипленнӗ. Кашнинчех ӗҫне кура сӑмахне каланӑ. Вӗсем хушшинче мунча хутса янӑ чухне, хутса кӑларсан, ӑшӑ парсан, ҫӑвӑнма е ҫапӑнма тытӑннӑ тата мунчаран тухнӑ чухне калакан кӗске кӗлӗсем пур.
Ҫумпайсем
Мунча хутнӑ чухнехи (744-748)
Мунча кӗнӗ чухнехи (749)
Милӗк пӗҫернӗ чухнехи (750)
Ӑшши панӑ чухнехи (751-754)
Шыва кӗнӗ чухнехи (755-756)
Мунчана тасатса хӑварнӑ чухнехи (757)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен