Хаяр пӑрахни
686
Вара вӗсем ял тавра ҫаврӑнаҫҫӗ те хаяр пӑрахма каяҫҫӗ. Вӗсем хаярне укӑлчаран тухса виҫ тапхӑр ҫаврӑнаҫҫӗ хӗвеле май. Унтан вара мӑн кӗрӳ урапа ҫинчен анать те пурин тавра утса ҫаврӑнать, виҫӗ тапхӑр ӳксе пуҫҫапать. Пуҫҫапса тӑрсан ҫак сӑмахсене каласа пӗр-икӗ пус укҫа утса хӑварать: «Мӗн пур хаяр хӑт, усал-тӗсел пиртен уйрӑлса кайтӑр, ҫак укҫа уйрӑлса кайнӑ пек», — тет.
687
Акӑ сире, хаярсем, укҫа паратпӑр. Пире туй тума ан кансӗрлӗр. Пӗр-пӗринпе ан вӑрҫтарӑр! Ут-выльӑх чирлесрен те сыхлӑр! Ырӑ туй туса хӗр илсе килме парӑр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен