Пилсемпе кӗлӗсем

Килӗш пӑтти

Кил-йыш чукӗсен шутӗнче ҫулталӑкра икӗ хут (ҫулла симӗс курӑкпа тата хӗлле шурӑ юрпа) ирттерекен килӗш пӑтти пур. Ку чӳке ыттисенчен тӗплӗрех хатӗрленеҫҫӗ, анлӑрах ирттереҫҫӗ. Вӑл выльӑх-чӗрлӗх (карта тата картиш) чӳкӗсем хыҫҫӑн пулать.

Кил-йыш пӑттинче ырӑ-хаярсене пурне те ятран каласа тӑмаҫҫӗ. Паллӑраххисене тата мӗн сӑлтавпа чӳкленине кура кӑна уйрӑм хӑватсене пайӑр ятсемпе асӑнаҫҫӗ (Кепе, Пихампар, Пӳлӗх, Хӑрпан тата ытти те). Юсманпа асӑннӑ чухне вӗсене ҫӳлти юсман речӗ теҫҫӗ. Ун хыҫҫӑнхисем — ватӑ несӗлсен ҫӗршывӗнчи хӑватсем (ҫуртри юсман речӗ).

Виҫҫӗмӗш ушкӑнри хӑватсем — хамӑр ҫӗршыври юсман речӗ. Кашни ретри хӑватсене кӗлӗ каласа юсман параҫҫӗ. Юсмансен шучӗ — 15 — 30 таран (ЧПА, 334, 21, 85 с.). Пӑтӑпа юсмансӑр пуҫне кил-йыш чӳкӗнче хӑпарту, йӑвапа йӑвача тата тутлӑ ҫимӗҫ пулать.

Килти ытти чӳксем пекех, килӗш пӑттине килти ватӑ (таҫа тум тӑхӑнса, хул айне ҫӗлӗкне хурса) ирттернӗ. Кӗлӗ йӗрки, сӗтелӗ-тӗпелӗ ытти чӳксен йӗркипех пырать.

Ҫӳлти хӑватсенчен пӗтӗм чӗрчунсемшӗн, выльӑх-чӗрлӗхшӗн тата кил-йышри ҫынсемшӗн пил ыйтнӑ, ырӑ-хаярсене юсман, пӑтӑ, нимӗр парса витӗннӗ.

Уйрӑмах палӑртса чӳкленӗ чухне «йывӑр пӑтӑ» хатӗрленӗ, юсманлӑ пӑтӑ, килӗш пӑтти юсманӗ е килӗш йывӑр пӑтти тенӗ.

 

479

Килӗш пӑттине ҫулталӑкра иккӗ тунӑ: малтанхине — ҫулла, Питравкка вӑхӑтнелле, ҫӗнӗ курӑк ҫине пуснӑ йӗркепе тунӑ; тепӗрне Раштав умӗн, ҫӗн юр ҫине пуснӑ йӗркепе тунӑ. Чӳклеме тухнӑ чухне пӗр хуран пӑтӑ илсе тухса чӳкленӗ, унтан пӳрте кӗрсе Турра асӑнса ҫинӗ.

Ӑна чӳкленӗ чухне ак ҫапла кӗлтунӑ:

Мӗнпур кил-йышӑмпа, мӗнпур ҫемьӗмпе, мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхӗмпе, хуранлӑ пӑтӑмпа сана асӑнатӑп, Турӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр