Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫуллахи чӳк кӗллисем

Ака вӗҫленсен, ҫу уйӑхӗн вӗҫӗпе ҫӗртме пуҫламӑшӗнче, ял халӑхӗ вӑхӑтлӑха йывӑр ӗҫрен пушанать. Пур ҫӗрте те ерминккесем, тапӑсем, кушарсемпе пухӑсем, акатуйсем кӗрлеҫҫӗ. Пухӑсем, тапӑсем, кушарсем пуҫланиччен ял-йыш касӑпа, урампа, ялпа ҫӗр, ҫил, шыв, вут чукӗсем туса ирттерет.

Ҫимӗк, Ҫинҫе, Пӗтрекке (Питравкка) уявӗсенче кӗлӗ каланӑ. Шӑрӑх чухне ҫумӑр чӳкӗ, асар-писер вӑхӑтсенче пӑртан, тӑвӑлран, вутран чӳкленӗ. Ахаль чӳксем тата пысӑк чӳксем пулнӑ. Аслӑ чӳксемпе чӳклемере лаша, вӑкӑр, така пуснӑ. Кил-йышпа васкавлӑн ирттерекен чӳксенче пӑтӑ лартнӑ (карта пӑтти, килӗш пӑтти, суха пӑтти, авӑн пӑтти, никӗс пӑтти, чун пӑтти тата ытти пӑтӑсем), теприсене нимӗрпе ҫырлахтарнӑ (шыв нимӗрӗ, ие нимӗрӗ, ҫӗр нимӗрӗ, ҫил нимӗрӗ, вут нимӗрӗ).

Чук пуҫӗ (мӑчавӑр) хушнипе ача-пӑча килрен киле ҫӳренӗ, ҫу, кӗрпе, ҫӑнӑх, тӑвар тата ытти апат-ҫимӗҫ, вутӑ пухнӑ.

Ял халӑхӗ чӳке кайма мунча кӗрсе тасалнӑ, юсманпа йӑвача пӗҫернӗ, кашӑк-тирӗк хатӗрленӗ. Халӑх пухӑнсан уй чӳкне йӗркелесе пыракансем пӗҫернӗ пӑри пӑттипе (шӑпӑтпа) пӗтӗм тӗнчешӗн тесе Турра пуҫҫапнӑ.

Кил-йыш тата ял-йыш чӳкӗсенче калакан сӑмахсем (кӗлӗ, пил, пехил, калмак, сӑрман) пӗр-пӗринчен турӑсемпе ырӑсен ячӗсене ылмаштарнипе, вырӑнти хӑватсене (Валем хуҫа, Сурӑм ырри, Яклакара выртан) асӑннипе тата вут чӳкӗнчен, шыв чукӗпе ҫумӑр чӳкӗнчен йӗркипе те, сӑмахлӑхӗпе те хӑйсене евӗрлӗ, уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Уй чӳкне ҫимӗк хыҫҫӑн хӑш тӗлте Ҫинҫере, ыраш пуҫ кӑларнӑ вӑхӑтра, ирттернӗ. Турра уйри тыр-пула алла чипер илесчӗ тесе, выльӑх-чӗрлӗхе упратӑр, усал-тӗселтен сыхлатӑр тесе парне панӑ. Уй чӳкӗ вӑхӑтӗнчех кил-йыш чӳкӗ тунӑ.

Ҫуллахи чӳксенчен чи кӑткӑсси — Ҫуллахи чӳклеме. Ахальтен мар ӑна Мӑн чук тенӗ. Чӳклемепе уй чӳкӗнче така, хур-кӑвакал, автан пуснӑ. Чук апачӗ пиҫсен, аш-какая вакласан пурте кашни чун пуҫӗшӗн кӗлтунӑ.

Чӳк апатӗнчен юлнӑ шӑмӑсене, ҫуп-ҫапа ҫунтарнӑ. Ҫак йӗркене тирпейлӗ тумасан тыр-пулпа выльӑх-чӗрлӗх тӑкӑнать тесе шутланӑ. Чӳкре усӑ курнӑ кашӑк-тирӗкпе савӑт-сапана ӗлӗк Киремет ҫуртӗнчех усранӑ.

Ҫумпайсем

Акатуй чӳкӗн кӗллисем

Акатуйне килте пуҫлани (294)

Сапантуй (295)

Тапӑ (296)

Ҫимӗк кӗллисем

Ҫимӗк йӗрки (297-298)

Килте асӑнни (299)

Масар ҫинче асӑнни (300-306)

Ӑсату сӑмахӗсем (307)

Ҫинҫе чӳкӗн кӗллисем

Ҫинҫере мӑчавӑр каланӑ сӑмахсем (308-311)

Ҫуллахи чӳклеме

Аслӑ Киремете чӗнсе калани (312)

Чӳк вӑкӑрӗ умӗнчи сӑмах (313)

Мӑн чӳк кӗлли (314)

Утӑ ҫулма каяс умӗн калакан кӗлӗ (315)

Аслӑ (мӑн) чӳк кӗллисем (316-320)

Киремете тав туни (321)

Ҫумӑр чӳкӗ

Кайӑк вӗҫтернӗ чухне каланӑ сӑмах (322)

Мӑчавӑр кӗлли (323)

Ача-пӑча калакан сӑмахсем (324-328)

Ҫумӑр чӳк (Ҫерҫи чӳкӗ) (329-331)

Ҫумӑр учӳкӗ (332-333)

Учук кӗлли (334)

Ҫерҫи учукӗ (335-336)

Ҫумӑр чӳкӗ (337-339)

Уяв (вӑйӑ) вӑхӑтӗнче ҫумӑршӑн чӳк туни (340)

Хурашаш прихутӗнчи ҫумӑр чӳкӗ (341-351)

Учук кӗллисем (352-360)

Ҫӗр хапха витӗр тухни (361)

Тырра пӑр ҫапасран (362)

Шыв варланӑ чухне каланӑ кӗлӗ-сунӑм (363)

Ҫӗр витӗр тухни (364)

Учукра ҫӗр хапхи витӗр тухнӑ чухне каланисем (365-373)

Ҫинҫе вӑхӑтӗнчи учук кӗлли (374-391)

Хурамал уй чӳкӗ (392)

Эль кӳлли учукӗ (393)

Питравкка (Питрекке) уявӗпе кӗлли

Пӗтрекке кӗлли (394)

Питравккара пӑр ҫапасран каланӑ кӗлӗ (395)

Хун чӳкӗ (396)

Каҫхи чӳк (397)

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр