Хурамал уй чӳкӗ
392
Уй чӳкӗ тӑвас тесе килӗрен укҫа пухаҫҫӗ. Ҫав укҫапа хӑш ҫул тына илеҫҫӗ, хӑш ҫул вӑкӑр илеҫҫӗ; кӑҫал тына илчӗҫ. Ҫуллен тӗрлӗ асӑнса чӳк тӑваҫҫӗ. Уй чӳкӗ тӑвас тенӗ кун пурте килӗрен пашалу пӗҫереҫҫӗ. Кӑнтӑрла иртсен пурте кӗрпе, тӑвар илсе ҫуллен чӳк тӑвакан ҫӗре, хире пухӑнаҫҫӗ; унта хӑшӗ сурӑх таки е путекки илсе пыраҫҫӗ. Вӗсене хӑшне «кӑчӑкӑ таки» тесе чӳк тӑваҫҫӗ тата хӑшне Кепене, тата Кӑрпана тесе пӗр така асӑнчӗҫ. Такине силлентернӗ чух пурте ҫӗлӗкӗсене хул хушшине хӗстереҫҫӗ, ҫийӗсене тумтир тӑхӑнаҫҫӗ, вара ҫапла каласа асӑнаҫҫӗ:
Ҫырлах, Кӑрпан, Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр. Ҫӗре ан хӑрт, тырра-пулла ан типӗт. Сана ҫул ҫаврӑнӑҫӗпе, карта тӗспе, хура халӑхпа асӑнатпӑр. Ҫырлах, Кӑрпан, савса панине савса ил!
Таки ҫине шыв яраҫҫӗ; таки силленсен пурте капӑртатса ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ те вара пусса пӗҫереҫҫӗ. Пиҫсессӗн каллех чӳклеҫҫӗ. Тынине те ҫаплах асӑнчӗҫ:
Ҫырлах, Пӳлӗхҫӗ Амӑш. Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр. Кирек мӗн те пулсан, ҫырлах, Пӳлӗхҫӗ Амӑш; сана ҫук чух асӑнтӑмӑр-витӗнтӗмӗр, халӗ, пур чух, хура халӑхпа кӗлтӑватпӑр. Ҫырлах, савса панине савса ил, кирек мӗн те пулсан.
Тынине асӑниччен «Чӗлпӗр тытан» тесе хур силлентереҫҫӗ. Вара пурне те пӗҫерсе пӗтерсен хурансене ӗречӗпе лартаҫҫӗ те пурте тӑрса чӳклеҫҫӗ; пӗр хуранне чӳклемессерен ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ. Унтан вара халӑха курӑк ҫине ларма хушаҫҫӗ те какайне, пӑттине валеҫсе параҫҫӗ. Пурте: «Тунӑ чӳк-кӗлӗ вырӑнлӑ пултӑр» — тесе таврӑнаҫҫӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен