Пилсемпе кӗлӗсем

Шыв варланӑ чухне каланӑ кӗлӗ-сунӑм

 

363

— Ырӑ пикемӗр, таса ҫӑл шывӗ, килтӗмӗр эпӗр сан патна сумлӑ ятпа та чап кӑтартас кӑмӑлпа. Хамӑрпа пӗрле илемлӗ те чипер качча лартса килтӗмӗр. Йалӑнса каланӑ сӑмахӑмӑра, тархасшӑн, ан пӳлсем, лӑпкӑ хумупа илтсе, шӑнкӑр чӗлхӳпе тавӑрса каласамччӗ пире, хисеплесе килнӗ тарҫусене. Вӑрӑм ҫулӑмӑра кӗскетсе сан патна ҫитрӗмӗр те халь сана хамӑрӑн ырӑ та пуян кин пулма тимлетпӗр. Санӑн инҫе ҫулна чӗкеҫ вӗҫсе тухас ҫук, тупрӑна тӗнче виҫес ҫук. Ытампа ыталайми ырлӑхна сана ҫӳлти аслӑ Пӳлӗхӗмӗр панӑ. Пирӗн сумлӑ каччӑ вара Тухтар сана Хӗвеллӗ ир асне илет те уйӑхлӑ каҫ тунсӑхлать, чунтан-вартан савса хисеплет вӑл сана, пулас ырӑ кинӗмӗр, шыв-пикеҫӗм, кӗрсемччӗ пирӗн ӳкӗте...

Туй пуҫӗ ҫав вӑхӑтра пӗшкӗнсе аллипе шыв ӑсса илет те шывне пӑхса сӑмахне малалла калать:

— Эппин, эсӗ те, Пике-шыв, савса юратсамччӗ пирӗн качча. Хамӑр тархасланине илтсе тӳрӗ кӑмӑлупа ӳкӗте кӗр. Пирӗн мӑка чӗлхемӗр сан япшар чӗлхӳне ҫитес ҫук, йӑваш халӑхӑмӑр сан канӑҫсӑр вӑйна парӑнтарасшӑн хӗрӗнмӗ. Хӑвӑнпа пӗрле, аслӑ Пике-шывӑмӑр, пӗтӗм тупрӑна лартса пыр: пуҫтар ӑна симлӗ улӑхӑсенчен, суйла илпеклӗ ҫаранӑсенчен, кӗрпеклӗ тӑпру та хамӑрпа ларса пырайтӑр...

Пурччӗ пирӗн Селиме кин... Ырӑ Пике-шывӑмӑр, эс ӑна хӑвӑн патна илсе кайрӑн... Ҫилленчӗ пуль вӑл ыр кӑмӑллӑ ҫынсене, ылханчӗ пуль, кама та пулин вӗчче хыврӗ пуль... Эс тавӑрсамччӗ унӑн каҫӑхми ҫиллине.

Хӗрхенсе мар, чунтан-вартан тархасласа, ӗмӗрӗпе шыранӑ ӗмӗте тупшӑрса, ху патна ҫакӑн пек чысӑмӑрпа килтӗмӗр те, ан пӳлсемччӗ ӗнтӗ пирӗн сӑваплӑ ҫулӑмӑра, ан татсамччӗ пирӗн ятлӑ сӑмахӑмӑра... Халь эсӗ пирӗн маттур кин пулатӑн... Кӑтартсамччӗ пире хӑвӑн чака пӗлмен хӑватна, шӑрӑх кунсенче пире хӑвӑн имлӗ сулхӑнна сунсамччӗ. Тайма пуҫӑм сана, ырӑ Пике-шывӑмӑр...

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр