Ҫумӑр чӳкӗ
337
Ҫумӑр чӳк тунӑ чух пӑтӑпа пашалу пӗҫерсе ҫинӗ. Турра пӗр хуран пӑтӑ панӑ, Пӳлӗхҫе тепӗр хуран пӑтӑ панӑ, Турӑ Амӑшне пӗр хуран пӑтӑ панӑ, ыттисене пурне те юсман панӑ.
Тунӑ кӗллӗм кӗлле кӗтӗр, тунӑ кӗллӗм пахаллӑ пултӑр, вырӑнлӑ пултӑр, аҫӑмӗнчен-ҫиҫӗмӗнчен, йывӑр тӑвӑлтан, йывӑр ҫилӗнчен, тип шар килесрен, килес инкексенчен, вӑрӗнчен-хурахӗнчен аякка сир, курайман тӑшмансенчен те аякка сир.
Вара яла кӗрсен кама тӗл пулнӑ, пурне те шыв сапса ҫӳренӗ.
338
Ҫак ҫерҫи пек ҫӑмӑл этем пултӑр, качча кайма вӑхӑт ҫитнисен килес ҫулччен каймалла пултӑр, авланма ҫитнисен авланмалла пултӑр; ҫамрӑксем ӳсчӗр, ватӑсем ватӑлччӑр, ҫак ҫерҫи ҫӳллӗ вӗҫсен йӗтӗнпе кантӑр ҫӳллӗ пулӗ, ҫӳллӗ вӗҫмесен лутра пулӗ, ҫырлах!
339
Эй, Турӑ, ҫумӑр учукӗ, Турра валемлӗ пултӑрччӗ. Турра — ҫумӑр учукӗ. Пӗтӗм ялпа ыйтатпӑр ырлӑх-сывлӑх. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ парӑсӑнччӗ, ӑшӑлӑхне-тутлӑхне парӑсӑнччӗ, перекетне парӑсӑнччӗ, Турӑран ырлӑх пулинччӗ тесе ыйтатпӑр ӑшӑ кӑмӑлӑмӑрпа. Ырӑ учук, ял-йыша усал ҫӑмӑрунтан, сивӗ пӑрунтан, путкас кӗперӳнтен упрасӑнччӗ, сыхласӑнччӗ. Турра — ҫумӑр учукӗ, ҫырлахтӑр. Аминь.
Ялӑм-йышӑмпа асӑнатӑп. Ырӑ чӳк, кӗлӗ ырӑ вырӑнлӑ пултӑр. Тытни-туни валемлӗ пултӑр. Ҫырлах, ҫумӑр учукӗ. Тӗтӗм шӑршипе Турра ырӑ ҫумӑр учукӗ валемлӗ пултӑр. Эпӗр ыйтни-туни ҫырлахтӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен