Пилсемпе кӗлӗсем

Масар ҫинче асӑнни

 

300

...Тепӗр сехетрен тем чул урапа пӗри теприн ҫумне ҫитсе чарӑнчӗ. Ҫӑва ҫине халӑх пухӑнса ҫитсен тӑватӑ мучи масар варрине тухрӗ. Унтан арӗ-арӑмӗ ҫавсем тавра пухӑнса тӑчӗ. Мучисем хуллен кӗлӗ калама пуҫларӗҫ, чӑн ҫӗре кайнисем валли Турӑран канӑҫлӑх тархасларӗҫ. Унтан вӗсем чӗркуҫленчӗҫ те, пӗтӗм халӑх чӗркуҫленсе тӑчӗ.

Кӗлӗ пӗтсен кашни харпӑр хӑй лавӗ патне кайса ӗҫме-ҫиме илсе килчӗ, хӑйсен тӑванӗсен тӑприсем ҫине йӑтса кайрӗ. Кашни пӗри вил тӑпри ҫине, ура вӗҫне, пӗр виҫ аршӑн тӑршшӗ шалча ҫапса лартрӗ, шалча тӑррине шурӑ тутӑрсем, вӑрӑм сӗлкӗсем ҫака-ҫака ячӗ. Унтан вил тӑпри ҫине кам мӗн пултарнӑ таран темиҫешер аршӑн пир тарӑхӗ сара-сара тухрӗҫ, юрлӑраххисем пӗрер татӑк пир тӑрӑхӗпех ҫырлахрӗҫ. Пир тӑрӑхӗ ҫине икшер пысӑк йывӑҫ чара лартрӗҫ те вара мӗнпур апат-ҫимӗҫне пӗр чари ҫине кӑлара-кӑлара лартрӗҫ. Апат-ҫимӗҫӗ темех мар: пуҫламан ҫӑкӑр, тулӑ е урпа кулачисем, тӑпӑрчӑ икерчисем, чӑкӑт кӑшӑлӗсем, пӑтӑ таврашӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑна ваттисем валли чаплӑ кучченеҫ — шӑрттан татӑкӗсемпе сурӑх ашӗ илсе килнӗ. Сӑра пичкисемпе эрех савӑчӗсене те вил тӑпри патне йӑтса килсе лартрӗҫ. Вара кашни вил тӑпри патӗнче пурте пӗр вӑхӑтра ӗлӗкхи йӑлапа асӑнма пикенчӗҫ. Аслисенчен тытӑнса ҫичӗ-сакӑр ҫулхи ачасем таранах кашни ҫимӗҫренех пӗрер татӑк алӑ валли хуҫа-хуҫа илчӗҫ, пӗрер ҫӑвар ҫыртса пӑхрӗҫ те ваттисене ҫапла каласа асӑнчӗҫ:

Эпир сире асӑнатпӑр, сирӗншӗн темскер те шеллеместпӗр, сирӗншӗн Турра кӗлтӑватпӑр, витӗнетпӗр, тархаслатпӑр. Ӗнтӗ эсир те тӑнӑҫ тӑрӑр, ан хирӗҫӗр, ан ятлаҫӑр, пире хӗн-асап ан ярӑр, вӑхӑтсӑр пырса-туса ан ҫӳрӗр!

Унтан вил тӑпри пуҫ вӗҫне кӗпесем, тӑласем, ҫӑпатасем, пуянраххисем тата кивӗрех сӑхмансем пыра-пыра хыврӗҫ. Хӑйсем вара уйрӑлса кайнӑ тӑванӗсемпе чарӑна пӗлмесӗр, чӗрӗ ҫынсемпе калаҫнӑ пекех калаҫрӗҫ те калаҫрӗҫ...

301

...Кил-йыш нумай пулмасть вилнӗ ҫын тӑпри тавра пухӑнать, пир-авӑр тӗркине, халатне-шупӑрне сарса хурать те ӗҫме-ҫиме кӑларса лартать.

Вил тӑпри умӗнче виҫӗ хутчен пуҫ тайнӑ хыҫҫӑн халь хаҫҫӑн вилнӗ ҫынна асӑнма, унӑн пурнӑҫри ырӑ ӗҫӗсене калама пуҫлаҫҫӗ. Унтан пуҫ юпи ҫине сурпан ҫакаҫҫӗ, вил тӑпри ҫине шӑтӑк тӑваҫҫӗ, унтан алтӑрпа сӑра тултарса тытаҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ:

— Тав сана, пирӗн сывлӑхшӑн кӗлӗ ту. Пире инкек-синкекрен упра та леш тӗнчере тӗрӗс-тӗкел пурӑн. Пуян пул та хаваслӑ ҫӳре. Эпир ватӑлса ҫитиччен пире ху патна ан ил вара...

Асӑнакансенчен кашниех шӑтӑка сӑра тумлатать, хӑйне панӑ ҫимӗҫрен пӗр татӑкне катса хурать.

302

Вӗсем масар ҫине ҫитсен лашисене масар тулашне тӑварса хӑвараҫҫӗ те харпӑр хай тӑванӗсен виллисене пытарнӑ тӑпри ҫине тӑрса:

— Пил тӑвӑр! — тесе ҫӳхисем, икерчӗсем, хӑпартусем таткаласа пӑрахаҫҫӗ тата сӑра-эрех тӑка-тӑка акӑ ҫапла вилли ятне асӑнса ӗҫсе ҫиеҫҫӗ:

Эпир ӗҫетпӗр, ҫиетпӗр, умӑнта пултӑр! Эпир сана ҫӑвӗн-хӗлӗн асӑнатпӑр, эсӗ те пире ан пӑрах. Сан чунушӑн эпир кӗлтӑватпӑр, эсӗ пире хӑ(вӑ)нтан юлнисене хапӑл туса лайӑх ҫулпа пыртар.

Ҫапла пур тӗрлӗ ялтан пырса харпӑр хӑй раттинчи виллисене асӑнса хываҫҫӗ. Вӗсем унта пӗр-пӗринпе вилесем савӑнччӑр тесе юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ.

303

Масар ҫинче ӑратти-ӑраттипе хӑйсен вилнӗ ҫыннисене пытарнӑ тӑприсем патне пырса хываҫҫӗ, кашни ӑратне хӑйсен вилнӗ ҫыннисене ытти ҫынсем вилнӗ ҫынсенчен ӑрасна ҫӗре — пурте пӗр ҫӗре пытараҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫимӗкре кашни ӑратне хӑйне ушкӑн пуҫтарӑнса хываҫҫӗ. Хываҫҫӗ тӳрех ҫӗре, ҫимӗҫпе пӗрле тата камӑн пурри симӗс сухан хывать, унтан эрехпе сӑра хываҫҫӗ. Кашни татса пӑрахмассерен вилнӗ ҫынсене асӑнаҫҫӗ:

Ҫавӑн умӗнче пултӑр, ҫавӑн умӗнче пултӑр, эпир асӑнатпӑр, эсир ан асӑнӑр. Сӗт кӳлӗ пултӑр умӑнта.

Унтан вара ҫавӑнтах ӑратнипе ларса ӗҫсе ҫиеҫҫӗ.

304

Атте, анне... сана икерчӗ хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Атте, анне... сана пӳремеҫ хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Хӗрлӗ ҫӑмарта хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Сӑра хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Эрех хыватӑп, умӑнта пултӑр, пил ту. Ачасене пехиллӗхне пар, выльӑха-чӗрлӗхе уҫлӑхне пар. Вӑхӑтлӑ пырса, вӑхӑтлӑ кил. Йӑмӑксене, тӑвансене, тетесене, инкесене, ачамсене, шӑллӑмсене — пурне те умӑрта пултӑр. Пил ту, пехиллӗхне пар. Пӗлнисене, пӗлменнисене те, тӑлӑхсене, ҫулта вилнисене те, шыва кайса вилнисене те, ҫын ҫапса вӗлернисене те, пурне те умӑнта пултӑр, пил ту. Пехиллӗхне пар!

305

Ҫимӗк каҫ кашни килтен сӑра, эрех тата тӗрлӗ ҫимӗҫсем илсе масар ҫине вилнисене хывма каяҫҫӗ. Вӗсем ҫимӗҫӗсене илеҫҫӗ те харпӑр хӑй тӑванӗн тӑпри ҫине тураҫҫӗ. Туранӑ чухне ак ҫапла сӑмахсем калаҫҫӗ:

Акӑ сире тӗрлӗрен ҫимӗҫ хыватпӑр, тата сӑрапа хыватпӑр, ҫак ҫимӗҫпеле ӗҫсе-ҫисе савӑнса ташласа кайӑр, эпир сире асӑнар, эсир пире ан асӑнӑр.

Пӗлни пулӗ, пӗлменни пулӗ, эсир ан асӑнӑр, ваттисем ҫамрӑккисене валеҫсе парӑр. Пӗр турамран пин турам пултӑр.

Ҫӑтмахра пул, тутӑ пул, эпир ӗҫнине эсӗ те ӗҫ. Пӳлӗх пӳрсен эсир те ӗҫӗр.

Вил тӑпри ҫине сӑра тӑкнӑ чухне каланӑ.

Тепӗр киличчен чипер пурӑнӑр, хисепсӗр ан пырӑр, кӗркуннеччен ан пырӑр.

Масар ҫинчен тухас умӗн каланӑ.

306

Телейрен иртекен ҫутӑ тӗнче,

Пирӗнтен те юлӗ ҫак тӗнче...

Асран кайми хаклӑ тӑвансем —

Никӗс тӗппи аслӑ асатте,

Несӗл тӗппи аслӑ анне!

 

Вӗсен мӗнпур ачи-пӑчисем,

Ватӑлнисем, яшла кайнисем!

Сирӗн ятсем пирӗнпе пӗрле,

Сирӗн ырӑ ӗҫсем халӑхпа пӗрле,

Ҫавӑнпа асӑнатпӑр ҫулсерен,

Ҫавӑнпа ыр сунатпӑр кунсерен.

 

Ӗмӗртен иртекен ҫутӑ тӗнче,

Йӑхран-йӑха ан ман, ҫут тӗнче!

Кайӑк-кӗшӗк килет кӗрлесе,

Ватӑ ҫынсен сасси ҫавӑ вӑл.

Шурӑм пуҫӗ тухать кӗрлесе,

Ватӑ ҫынсен сӑнӗ ҫавӑ вӑл.

 

Кайӑк-кӗшӗк кӗр каять те ҫур килет,

Эсӗ пӗр кайсан килес ҫук.

Ҫулҫӑ кӗр тӑкӑнать те ҫур чӗрӗлет,

Эсӗ пӗр такӑнсан тӑрас ҫук.

 

Ятсӑр ялта шур пӳрт лартрӑмӑр,

Чӳречисем умне сат чӗртӗр.

Тӑвансемпе килсен пӗрле ларӑпӑр,

Эпир килессине ан кетӗр.

 

Сат пахчине сар кайӑксем пухӑнчӗҫ,

Эп юратнӑ кайӑк сасси ҫук.

Тӑванӑмсем пӗрле пухӑнчӗҫ,

Хаклӑ тӑван, санӑн сассу ҫук.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр