Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫимӗк кӗллисем

Ҫимӗк — ҫуллахи сиплӗ вӑхӑтри таса уявсенчен пӗри, ваттисене асӑнмалли кун.

Уяв ячӗ «ҫиме» тенинчен тухнӑ. Ҫимӗкре вилнисене пӗрле апатланма, ӗҫме-ҫиме чӗнеҫҫӗ, масар ҫине кайса ӑсатаҫҫӗ. Ҫимӗкчен ача-пӑчан ҫичӗ тӗслӗ кӗпҫе ҫимелле, ҫичӗ хут шыва кӗмелле, ҫичӗ пусарлӑх чӗп курмалла. Ҫимӗкре яш-кӗрӗм вӑрмана кайса турат касса килнӗ.

Ваттисене ҫулталӑкра тӑватӑ хут асӑннӑ чухне пӗр йышши кӗлӗсемех каланӑ. Ҫав вӑхӑтрах Ҫимӗкӗн те, Юпан та хӑйсене расна сӑмахлӑхӗ пур. Тӗрӗссипе, кашни йӑлан мӗнле те пулин хӑйӗн кӑна кӗлли-сӑмахӗ палӑрать.

Ҫимӗк — кил-йышпа, ратнепе ирттерекен йӑла. Вӑхӑчӗ — кӗҫнерни кун, Мӑн кун хыҫҫӑн ҫичӗ эрнерен (ҫураки тӑсӑлса кайсан каяраха та хӑварнӑ). Ваттисем киле пухӑнса, кӑмака сакки ҫине ларса ирхине — килте, кӑнтӑрла иртсен масар ҫинче хӑналаннӑ. Ӗлӗк тӑван-хурӑнташа ҫӑва ҫине масар-масарӑн, кашни йӑх-несӗлӗн уйрӑм кӗтесне пытарнӑ. Ҫавӑнпа мӗнпур тӑвана пӗр ҫӗре пухӑнса ӑсатма меллӗ пулнӑ. Вырӑс тӗнӗ килсе кӗнӗ хыҫҫӑн ҫынсене тӗрлӗ ҫӗре пытарма пуҫланӑ, вара ваттисене асӑнма ку чухне темиҫе масар ҫине ҫитме тивет.

Ҫимӗк эрнин пӗрремӗш кунне Аслӑ Ҫимӗк тенӗ, юлашкине — Кӗҫӗн Ҫимӗк.

Ҫимӗкпе ҫинҫе вӑхӑчӗ ача-пӑчапа яш-кӗрӗмӗн вӑййисен тапхӑрӗпе пӗр килет. Вӑйӑсем икӗ-виҫӗ эрне пыраҫҫӗ, хӗр парса хӗр илесси те вӑйӑ вӑхӑтӗнче пулса иртет. Питравккара вӑйӑ пӑрахаҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр