Питравккара пӑр ҫапасран каланӑ кӗлӗ
395
Турӑ, Сана асӑнатӑп хура халӑх вӑйӗпе, ҫырлах! Хура халӑх асӑнать ҫичӗ тӗслӗ тыррипе, ачи-пӑчипе, чӳк, ҫырлах! Шӑрт-тӗрен кӑларса пер пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме пар, тӗпне хӑмӑш пек, пуҫне патампаш пек пулма пар, чӳк, ҫырлах! Йывӑр пӑрӑнтан, йывӑр ҫумӑрӑнтан сыхласа тӑр, чӳк, ҫырлах! Курас синкертен, пӑртан-тӑвӑлтан, выҫлӑхран сыхласа витсе тӑр, чӳк, ҫырлах! Ҫийӗр ӗнтӗ, ачамсем, ырӑ чӳк-кӗлӗ хапӑл илтӗр тытнӑ-тунине. Сыв пулӑр, тӑвансем, сывӑ пулӑр! Ырӑ чӳк кӗлле хапӑл илтӗр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен