Ҫинҫере мӑчавӑр каланӑ сӑмахсем
308
Ыран ҫинҫе пултӑр, ҫинҫе калатпӑр. Шаккама юрамасть, курӑк татма юрамасть, ҫӗр чавма юрамасть, мунча хутма юрамасть, тыр типӗтме юрамасть, тырӑ ҫапма юрамасть, чул кӑларма юрамасть, арман авӑртма юрамасть, улача кӗпе тӑхӑнма юрамасть, хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнма юрамасть, улача-хӗрлӗ ҫӗлеме юрамасть — пурте шур кӗпе тӑхӑнмалла, вунӑ куна сӑрук!
309
Тултӑрччӗ Аслӑ Ҫӗр-аннемӗр, ҫиттӗрччӗ ӗмӗтӗмӗр. Ҫурхи ака та иртрӗ, ҫинҫе ҫитрӗ. Ҫине юлнӑ Ҫӗр-аннене суран ан тӑвӑр, шӑв-шав туса ан хускатӑр. Тӑлла-кӗҫҫе ан ҫапӑр, хура-мара ан тӑкӑр, Ҫӗр-аннемӗр тӑнӑҫланнӑ. Сыхлӑр унӑн канӑҫне. Ҫире-пуҫра шурӑ пултӑр, ӳтӗр-тирӗр таса пултӑр, уя-хире ешӗл тултӑр. Ҫинҫене кӗтӗмӗр. Тултӑрччӗ Аслӑ Ҫӗр-аннемӗр, ҫиттӗрччӗ ӗмӗтӗмӗр.
310
Турӑ сулне асӑнса мӗнпур хура халӑхпа асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхпе, ҫичӗ тӗслӗ тырӑпа ҫилӗнтен-тӑвӑлӑнтан, вӑйлӑ ҫӑмӑрӑнтан, аслатирен, ҫиҫӗмрен Эсӗ сыхла! Путхахӑнтан, шурлӑхӑнтан, тайлӑк кӗперӗнтен, выҫӑ кашкӑрӑнтан, вӑрӑран-хурахӑнтан, ҫӗленӗнтен-калтӑнтан Эсӗ сыхла.
Эй, Турӑ Амӑшӗ, пӗтӗм хура халӑх асӑнать, мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхпе, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑнчен, ҫилӗнтен-тӑвӑлӑнтан, пӑрӑнтан...
Эй, Турӑ, ҫырлахсам, пӗтӗм хура халӑх асӑнать. Пайсӑр пӗвӗпе асӑнтӑмӑр, халӗ пиҫҫӗшпе, ал валлипе асӑнатпӑр. Мӗнпур хура халӑхпа асӑнатпӑр, курайман тӑшмантан, килес инкекрен-синкекрен, вутран-кӑвартан, аслатирен-ҫиҫӗмӗнтен, ҫилӗнтен-тӑвӑлӑнтан, йӑвӑр пӑрӑнтан, йӑвӑр ҫӑмӑрӑнтан, кайӑкран-кӗшӗкрен, вӑрӑран-хурахӑнтан. Айван кӗллӗмӗре хуш хурса хапӑл ил! Кала пӗлместпӗр, ыйта пӗлместпӗр, пире, айвансене, каҫар. Хуш курса хапӑл ил виҫ тӗслӗ выльӑхран-чӗрлӗхрен! Ут хыҫҫӑн хӑм ертсе пыма пар, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертсе пыма пар! Виҫ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхе хире кӑларса ярсан курӑмлӑхран куҫлӑхне пар, пӑхӗнчен самӑртса пар! Вӑрӑнтан-хурахӑнтан, ҫӗлентен-калтӑнтан Эсӗ сыхла! Айван кӗллӗмӗре хуш курса хапӑл ил! Аминь, ҫырлах!
311
Аслӑ уяв, сирӗн йӑлӑра эпир тытрӑмӑр, пӑхӑнтӑмӑр, халиччен лайӑх пурӑнтӑмӑр, сире чипер ӑсатса яратпӑр. Малашне те пире Турӑ ырӑ вырӑна хутӑр. Ҫырлахтӑр аслӑ уяв. Тепӗр ҫулсӑр сире асӑнмӑпӑр. Пире лайӑх пурӑнма ирӗк парӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен