Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫӗр витӗр тухни

Ҫӗр витӗр тухни — чи авалхи йӑласенчен пӗри. Ӑна чир-чӗр,мур,выҫлӑх, вӑрҫӑ тата ытти пысӑк инкек килсе ҫапсан ирттернӗ.

Ҫӗр витӗр пӗтӗм кил-йыша, ял-йыша, выльӑх-чӗрлӗхе кӑларнӑ. Авалсенче ӑна ту хӑвӑлӗ витӗр, сиплӗ шыв сиккисем айӗн, пӑсланса тӑракан пылчӑк вырӑнсенче ирттернӗ. Каярахпа ту айккисенче, ҫӑлкуҫсем патӗнче ятарласа ҫӗр чавса, кӗпер хывса ирттерме пуҫланӑ, вут хурса тӗтӗм кӑларма тӑрӑшнӑ.

Ҫӗр витӗр кӑларнин икӗ пӗлтерӗшӗ уҫҫӑнах курӑнса каять. Пӗрремӗшӗ — чир-чӗре ҫут ҫанталӑкӑн сиплӗ шывӗ-пылчӑкӗпе тасатса кӑларни. Ача-пӑчапа ҫынсен ҫӗр айӗн тухнӑ чухне ҫӑвӑнса тасалмалла, палӑртнӑ вӑхӑт чухлӗ усӑллӑ пӑспа тӗтӗм айӗнче лармалла, тумтире улӑштармалла пулнӑ. Вара тин чук апатне лартнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, ту хушӑкӗнче, ҫырма-ҫатрара ятарласа хатӗрленӗ пысӑк вырӑнсем тӑшман тапӑнса килсен упранма хутлӗх панӑ. Унта кайса тӗрӗслени халӑха вӗрентнипе пӗрех.

Пурнӑҫ хӑвӑрт аталанса кайнӑ хыҫҫӑн ҫӗр витӗр тухассин пӗлтерӗшӗ чакса пынӑ. Атӑл ҫинчи чӑвашсем XVIII—XIX ӗмӗрсенче выльӑх-чӗрлӗхе тата хӑш-пӗр чухне ача-пӑчана ҫӗр витӗр кӑларни пулнӑ.

Ҫӗр витӗр тухнӑ чухне чук кӗллисенчен кирек хӑшне те каланӑ. Ятарласа каламалли кӗлӗсем пуҫламӑшӗпе вӗҫӗнче кӑна янӑранӑ.

 

364

Аслӑ Тӗнче, хӑватлӑ Хӑрпан! Инкек пуҫ ҫине ӳкрӗ, пӗтӗм халӑхпа сан умна тайӑнатпӑр!

Аслӑ Ама, хӑватлӑ Ҫӗр амӑшӗ! Санран ирӗк ыйтса пӗтӗм халӑхпа сан умӑнта тайӑлатпӑр!

Хурҫӑ хӑват паракан Ырӑ! Ҫак йывӑр вӑхӑтра пире чӑтӑмлӑх пар! Ӑшра пуррине ҫиеле кӑларма вӑй пар! Ҫумра хурине сирсе канӑҫ тупмалӑхне пар!

Ырӑ Турӑ! Мӑн Турӑ! Мӑн Турӑ Амӑшӗ! Ҫырлахӑр та пулӑшӑр!

Пӳлӗх! Пӳлӗх Амӑшӗ! Кепе Турӑ! Ҫырлахӑр та пулӑшӑр! Аслӑ Турӑ умӗнче тӑракансем! Ҫырлахӑр та пулӑшӑр!

Ҫӗр Амӑшӗ! Ҫӗр Ашшӗ! Ама Ҫӗр! Пулӑхна кӑтартӑр, сывлӑх парӑр, этем улӗ-хӗрне сывлӑхне парӑр. Сирӗн хӑват иксӗлми аслӑ, сирӗн сипет иксӗлми пуян, эпир ҫавна астивме килтӗмӗр! Тасатӑр пирӗн ӳт-тире, тасатӑр пирӗн чун-чӗрене; вӑй парӑр, вӑй парӑр, вӑй парӑр!

Тӑрӑр-ха тӑххӑрӑн, пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑмсем, тӑхӑр хӑма ҫине! Ача-пӑча Туррине пӗрле тӑрса кӗлтӑвар; Килӗш-тӑван, хамӑр чун-хавалпа тархаслар, имлӗх ыйтар! Им, ҫырлах!

Ул-хӗр ҫуратакан Турӑ! Ул-хӗре варӗнче усра, ул-хӗре ытамӗнче усра! Ҫӗр Амӑшӗ, ҫӗрпе туртса ан ил! Шыв Амӑшӗ, шывпа туртса ан ил! Хӗвел Амӑшӗ, хӗвелпе пӗҫертсе ан яр! Вӑй парӑр, вӑй парӑр, вай парӑр!

Тӑрӑр-ха тӑххӑрӑн, чупса ҫӳрекен ачасем, тӑхӑр хӑма ҫине! Телейпе сывлӑх Туррине пӗрле тӑрса кӗлӗ тӑвар! Атте-аннесемпе пӗрле, хамӑр чун-хавалпа Турра тархаслар, имлӗх ыйтар! Им, ҫырлах!

Сывлӑхпа телей салатакан Турӑ! Ӳсме пулнине ӳсмелӗхне пар, сывлӑшне-сывлӑхне пар, аслисенчен ачашне, ҫут ҫанталӑкран ирӗкне пар! Ҫӗр Ама, ҫӗрпе туртса ан ил! Шыв Аҫа! Шывпа туртса ан ил! Вут Ама, вут-кӑварпа ан ашкӑнтар! Упранмалӑх ӑсне парӑр, сыхланмалӑх сыхне парӑр! Им, ҫырлах!

Тӑрӑр-ха тӑххӑрӑн, качча кайман хӗрсем, тӑхӑр хӑма ҫине...

Тӑрӑр-ха тӑххӑрӑн, салтака кайман каччӑсем...

Тӑхӑр вун тӑххӑрӑн тӑрӑр-ха тӑхӑр вун тӑхӑр хӑма ҫине, кил-ҫурт тытса тӑракан арлӑсем...

Хӑватлӑ мӑн Турӑ! Хӑват пар этем улӗсене инкер-синкере сирсе ямалӑх, хурҫӑ пар ант сӑмах ҫине тытса пымалӑх! Имин! Имин! Имин! Кайӑр халь пурсӑр та таса шывпа, таса ҫӗрпе ҫӑвӑнса тасалма!

Ҫӗлен хушӑк витӗр якалса тухнӑ пек тасалса тухӑр! Чечек ҫулҫӑ ҫийӗн сарӑлса тухнӑ пек сарӑлса тухӑр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр