Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫинҫе вӑхӑтӗнчи учук кӗлли

 

374

Хура халӑхпа, хӗрӗ-хӗрарӑмӗпе, ачи-пӑчипе ҫак хура вӑкӑрпа асӑнатпӑр, тав тӑватпӑр Сана, Учук Турри. Ҫак уя акнӑ тыррӑмӑр-пуллӑмӑра перекетне пар, чипер алла илсе анкартине кӗртме пар. Анкартине кӳртсен анкарти перекетне пар, ҫапнӑ кӑшӑлӑн, авӑртнӑ ҫӑнӑхӑн, илнӗ таварӑн перекетне, ушлӑхне пар. Выҫса килекене тӑрантарса яма, шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар. Ыйтакана парса ямашкӑн пар, Турӑ. Аминь!

375

Аслӑ Турӑ, Турӑ Амӑшӗ хӑйсем умӗнче тӑракансем хушшинче кирек хӑҫан та мухтавлӑ — кун парса, ӑса кӗртсе, ҫул кӑтартса, хӳтлӗхпе витсе пыраканӗсем вӗсем. Ҫӗр ҫинче, ҫӗр айӗнче, шыв ҫинче, шыв айӗнче, пӗлӗт ҫӳллӗшӗнче, пӗлӗт айӗнче тӑракансем пурсӑмӑр та, выҫӑра, тутӑра, ҫутӑра, тӗттӗмре, сивӗре, шӑрӑхра чухне кирек хӑҫан та — этем ывӑлӗ-хӗрӗ ячӗпе ҫут тӗнчепе Турра тав тӑвӑпӑр, ӑна мухтаса чыслӑпӑр, вӑл вӗрентсе каланисене ӑша илме тӑрӑшӑпӑр.

Пирӗн чунсем Турра мухтаҫҫӗ. Чыс та мухтав сире, аслӑ Турӑпа Турӑ Амӑшӗ!

376

Эй, Турӑ, пӗр Турӑ, ан пӑрах. Эсӗ хӑвӑн меслетӳпе пире тырӑ-пулӑ ӳстерсе пар. Уя тухсан уйра перекет пар; яла кӗрсен ялта перекет пар; йӗтеме кӗрсен йӗтемре перекет пар; кӗлете кӗрсен кӗлетре перекет пар. Пире хамӑра та ырлӑх-сывлӑх пар.

Эй, Турӑ, ҫырлах, ан пӑрах. Ҫавӑншӑн эпир Сана пӗтӗм халӑхпа асӑнса, хисеплесе вӑкӑр-сурӑх пусса учук тӑватпӑр. Ҫичӗ тӗслӗ тыр-пулшӑн асӑнатпӑр, витӗнетпер. Ҫырлаха хур, эй, Турӑ! Аминь, ҫырлах, ан пӑрах.

377

Вӑкӑрпа тав тӑватпӑр Сана, Учук, ҫырлах. Тырӑшӑн-пулӑшӑн, хура халӑхшӑн. Усалтан-тӗселтен, инкекрен-синкертен, ҫил-тӑвӑлтан, пӑртан, вут-кӑвартан — пуринчен те хӑтар, ҫырлах, Учук. Кепене калатпӑр, Кепе Турра ҫитертӗр, ҫырлах. Ача-пӑча айӑп тунӑ пулсан, хамӑр айӑпа кӗнӗ пулсан пурне те ҫырлах, айӑпа ан хур. Эпир Кепене калатпӑр, Кепе Турра ҫитертӗр, ҫырлах. Мӗнпур ырӑсем, пурте кӑмӑллӑ пулӑр, пире айӑпа ан хурӑр, айӑпа юлнӑ пулсан та каҫарӑр. Пурте ҫырлахӑр. Ҫырлах, Кепе, Кепе Турра ҫитертӗр.

378

Эй, Турӑ, учукне те тӑватпӑр, учук пӑрушӗ ҫырлахтӑр. Мӗнпур ялпа асӑнатпӑр пӗр Турра. Ҫырлахтӑр, ҫырлахтӑр, ҫырлахтӑр. Аш тутлӑ пултӑр, Турра валемлӗ пултӑр. Эй, пӗсмелле, учук пӑрушне пӗҫерме вут чӗртетӗп.

Ҫырлахтӑр учук пӑрушӗ Турра. Уяв тунӑ йеркепе Турра сума сӑватпӑр. Пирӗн чӑвашӑн ҫырнӑ кӗнеке пулман. Асӑнатпӑр мӗнпур ялпа Турра, асӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр. Ӑшӑ кӑмӑлпала, тутлӑ чӗлхепеле ҫамрӑк-кӗрӗмсене уяв вылямашкӑн.

Турра чун паратпӑр. Турра чӳк паратпӑр, учук пӑрушӗ ҫырлахтӑр. Хире тухнӑ йӗркепе Турра асӑнатпӑр. Тырӑ акнӑ йӗркепеле шӑрт кас; тӗрен хӑпарт.

Янавара — хӑват. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ пулма парӑсӑнччӗ. Тӗпӗ хӑмӑш пек пулинччӗ, тӑрри чакан пек пулинччӗ. Усал ҫӑмӑртан, сивӗ пӑрӑнтан, усал ҫилӗнтен-тӑвӑлӑнтан упрӑсӑнччӗ. Ҫырлахсамччӗ. Асӑнатпӑр Турра ял-йышпала Аврам йӑлипе. Ваттинчен юлнӑ йӑлапа ҫырлахтӑр Турра учук пӑрушӗ. Ял-йышпа асӑнатпӑр. Ҫырлахтӑр, ҫырлахтӑр ырӑ Турӑ учук пӑттине.

379

Турӑ, ҫырлах, ҫӑва тухнӑ йӗркепе, акнӑ тырӑ курӑннипе асӑнса кӗлӗ тӑватпӑр. Учук ялпа, кӳршӗ-аршӑпа асӑнатпӑр, ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхепе. Ҫырлах, Турӑ, аминь. Халӗ асӑнатпӑр выльӑх чунӗпе. Унтан асӑнатпӑр алӑ валӗпе.

Эй, Турӑ, ҫӑва тухсан ӑшӑ ҫумӑрна парӑсӑнччӗ. Сивӗ ҫумӑрна ан кӑтартчӗ. Хӑвӑн патшалӑхна эс сыхласӑнччӗ. Аминь. Ҫырлах.

380

Шур-шур лаша пусап. Шур ҫинчен илсе килнӗ Хӗрлӗ ҫыра ҫыхап. Ҫак Хӗрлӗ ҫыр, эс ӗҫле, пусава шӑвар! Аслати, эс ан ҫӗмӗр пӑрупа, яла-йыша йывӑрлӑхна ан яр, канлӗ пурнӑҫ кӑтарт, патшалӑха вӑрӑсенчен сыхла, яла-йыша инкек ан кӳрт! Ҫӗр хуҫи Нухай, эс пурне те тытса тӑр!

381

Акӑ пирӗн аслӑ Салтаел мӗнпур ушкӑнӗпе пуҫтарӑнса пӑру пусса асӑнать. Хире акнӑ тыр-пула лайӑх пулмалла ту, пӑртан сыхла, аҫа ҫапасран мӗнпур чӗр чуна сыхла. Ал вӑйӗпе ӳксе пуҫҫапап. Выльӑх-чӗрлӗхе вӑрӑ вӑрласа каясран, тискер кайӑк пусасран, чир-чӗртен, путса вилесрен, шалӗк тӑрне пуласран, тискер чир ересрен Эс упра, Эс сыхла, куншӑн тайӑлатпӑр, пуҫҫапатпӑр. Ҫак Салтаелӗнче пурӑнакан халӑха вӑрҫӑ тухса халӑха хырса каясран, ухмаха ерсе ҫапӑнса вилесрен, ӗҫсе вилесрен, шыва кайса шӑнса вилесрен Эс сыхла, Эс упраса усра. Эп вӗреннӗ ҫын мар, урӑх ним те пӗлместӗп, ҫак кӗллӗве ҫырлаха пар.

382

Амату ҫинче тӑракан аслӑ Турӑ, сана хисеплесе хӑпартнӑ Юпа умне чӗркуҫленсе ларнӑ мӗнпур ӗненекенсене хуҫӑлми ҫирӗплӗхпе арканми чӑтӑмлӑх парса тӑратӑн эсӗ. Йывӑҫ Юпа хӗвел ҫутинче ҫуталса тӑнине куракансем пурте килӗр, пуҫ тайса асӑнӑпӑр. Юпа тавра тӑрса, пӗрле шухӑшласа тӗттӗм кунсене хӑваласа яракан, ҫӗршыва упракан ырӑлӑха аса илӗпӗр, ҫӗртен-шывран, ҫилтен-ҫулӑмран ӗмӗр-ӗмӗрлех вӑй-хал ыйтӑпӑр, Амату ҫинче выртансене, Сурӑм таппинче выртансене, Ишлӗ Сӑртӗнче выртансене, Чемен паттӑра, Чура паттӑра, Мамӑш улӑпа, Малем хуҫана тата хамӑрӑн картари ырӑсене пуҫ тайса асӑнӑпӑр. Пирӗн апат-ҫимӗҫ сирӗн умра пултӑр!

383

Таса Турра учӳк тӑватпӑр авалхи йӑлапа. Туррӑм, ан пӑрах, ҫырлах. Хире акнӑ тырӑ-пулӑна сыхла, ҫырлах. Пӗр пӗрчӗ акнӑ вырӑнне пин пӗрчӗ пар, тӗпне хӑмӑш пек, тӑррине чакан пек пар, Туррӑм, ҫырлах. Ватти-вӗттипе Сана асӑнатпӑр, Туррӑм; уксаккипе, суккӑррипе Сантан ыйтатпӑр.

Сантан йӑлӑнатпӑр, Туррӑм, ан пӑрах. Ҫумӑр вӑхӑтӗнче сывлӑм пар, ҫырлах, Турӑ. Хура халӑх тайӑлать Сана, тӑватпӑр-тытатпӑр, тытнӑ ҫӑнӑх-кӗрперен перекетне пар, Туррӑм, ан пӑрах, ҫырлах. Шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар, выҫса килекене тӑрантарса яма пар; кӗсре хыҫҫӑн тиха ертме пар, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертме пар, сурӑх хыҫҫӑн путек ертме пар, урай тулли путек пар, сакӑ тулли ача пар, ҫырлах. Сывлӑхне-чӗрӗлӗхне пар, Туррӑм, ҫырлах.

Вырӑнлӑ кӗлӗ вырӑна лартӑр, айван кӗллӗме хапӑл илтӗр, чӳк, ҫырлах.

Малтан чӗррипе кӗлтурӑмӑр, кайран пиҫнипе кӗлтӑватпӑр, хура халӑхпа асӑнатпӑр, авалхи йӑлапа таса учӳк ҫырлахтӑр.

Ҫакӑ алӑ валли ҫитертӗр, Ҫӳлти Турра асӑнатпӑр, Эсӗ хирти тырӑ-пулла сыхласа сир, ҫумӑр вӑхӑтӗнче сывлӑм пар, ҫырлах, Сана асӑнатпӑр, Турӑ. Хирти тырӑ-пулла ҫил-тӑвӑлтан, пӑрлӑ ҫӑмӑртан та Эсӗ сыхла, Эсӗ упра, Турӑ, Ҫӗрти шӑши -шӑрчӑкран та, хурт-кӑпшанкӑран та Эсӗ сыхла, Эсӗ упра, Турӑ. Ана ҫине пырсан ана ҫинче савӑнма пар, анкартне кӗртсен анкартинче савӑнма пар, пӳлмене кӗртсен пӳлме перекетне пар, виҫӗ валлӗрен пӗр вальне ӗҫсе-ҫиме пар, икӗ валлӗне пӳлмене хума пар. Ҫула тухсан ҫулта савӑнмашкӑн пар, тайлӑк усал кӗпертен те сыхласа Эсӗ упра, Турӑ.

Мӗнтен хӑранӑ, унран сыхласа упра. Мӗнтен кӗлленӗ, ӑна пар: кӗсре хыҫҫӑн тиха ертме пар, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертме пар, сурӑх хыҫҫӑн путек ертме пар. Хире тухнӑ выльӑха ҫиминчен ушлӑхне патӑр, ӗҫнӗ шывӗнчен ушлӑха-сывлӑха перекетне патӑр. Сивве шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар, выҫса килекене тӑрантарса яма пар, Турӑ, ҫырлах. Ҫӳлте Турӑ, ҫӗрте патша, сывлӑхне-кӗрлӗхне пар, Турӑҫӑм-Пӳлӗхҫӗм, ан пӑрах. Хӑна кирлине ху ил, усал айӑп-чӗрӗп ан ту, пӗлекен пур, пӗлменни пур, чӳк, ҫырлах.

384

Ҫырлах, аминь, Турӑ. Учук тӑватпӑр. Чӗррипелен кӗлле тӑратпӑр, ӑшӑ питпе, тутлӑ чӗлхепе кӗлле тӑратпӑр, хура халӑхпа пуҫҫапатпӑр, йӑлӑнатпӑр. Ҫырлах, аминь. Ҫилтен-тӑвӑлтан сыхла, вутран-кӑвартан сыхла, усал ҫумӑртан сыхла, ырлӑх-сывлӑх пар. Мӗн калаҫса ҫылӑха кӗтӗмӗр пулсан та каҫар. Ют тӗнлӗ ҫынпа, сӑхӑллӑ ҫынпа калаҫса ҫылӑха кӗтӗмӗр пулсан та, юттине сир, хамӑрӑнне каҫар, мӗн калаҫса ҫылӑха кӗтӗмӗр пулсан та айванлӑхпа, ҫырлах.

Пусмалли пӑрӑва силлентернӗ чухне каланӑ.

Учук тӑватпӑр, ҫырлах. Аминь.

Пӑру пуснӑ чухне каланӑ.

Ҫырлах, аминь, Турӑ. Учук тӑватпӑр, чӗррипелен кӗлле тӑратпӑр, хура халӑхпа пуҫҫапатпӑр, ӑшӑ питпе, тутлӑ чӗлхепе виҫ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн чун татса, юн тӑкса йӑлӑнатпӑр, асӑнатпӑр, хура халӑхпа пуҫҫапатпӑр. Кӗсре хыҫҫӑн тиха ертме пар, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертме пар, сурӑх хыҫҫӑн путек ертме пар. Хура халӑха ырлӑх, сывлӑх пар. Усал-тӗселтен, йывӑрлӑхран сыхла. Ҫырлах, аминь.

Така пуснӑ чухне каланӑ.

Ҫырлах, аминь, Турӑ, Паҫӑр чӗррипе кӗлле тӑтӑмӑр, халь пиҫнипе асӑнатпӑр. Ҫич тӗслӗ тырӑ-пулӑшӑн тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр. Пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илме пар, тӗпне хӑмӑш пек, тӑрне чакан пек, пӗрчӗшне пӑрҫа пек. Усал ҫӑмӑртан, пӑртан, ҫил-тӑвӑлтан упра, сыхла, ҫырлах, аминь.

Така какайне пӗҫернӗ чухне каланӑ.

Ал валлипе кӗлле тӑратпӑр, ҫитменнине ҫак ал валли ҫитертӗр, ҫырлах, аминь.

Алӑ валлине кӗлтунӑ чухне каланӑ.

Пӗсмелле, аминь, Турӑ, Турӑран ырлӑх ыйтатпӑр, Килте-ҫуртра ырлӑх пар, ача-пӑча тӗлне те ырлӑх пар, виҫ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхне те ырлӑх пар. Ҫил-тӑвӑлтан та, Турӑ, сыхла, ҫичӗ тӗслӗ тырӑшӑн-пулӑшӑн. Халӑхпа тытса чӳклетпӗр. Хура халӑхшӑн, тӗнчешӗн. Епле ӗмӗтленсе тӑратпӑр.

Турӑ, Эс сыхла, аминь.

Учукра ҫӗр витӗр кӑларнӑ чухне каланӑ.

385

Ухинкеле Чакӑран пынӑ ҫынсем «Чакӑри ырра» тесе хурсем пусса чӳк тунӑ, кӗлли ҫапла:

Хӑмӑр ҫӗрти сӗт кӳлӗре выртакан аслӑ ырӑ, ҫырлах. Хамӑр ҫӗрти шерпетре выртакан ҫӗнӗ ырӑ, ҫырлах.

Тата нимӗр пӗҫерсе, куҫ хывса хирте, Сальел кӗперри патӗнче каҫхине ҫапла каласа чӳк тунӑ:

Сӗт кӳлӗре выртакан аслӑ ырӑ, шыв нимӗрпе чӳклетӗп, ҫырлах, каҫар мана.

386

Тунӑ кӗллӗм кӗлле кӗтӗр, тунӑ кӗллӗм пехиллӗ пултӑр, вырӑнлӑ пултӑр. Аҫа-ҫиҫӗмӗнчен, йывӑр тӑвӑлтан, йывӑр пӑртан, тип шар килесрен, килес инкексенчен, вӑрри-хурахӗнчен аякка сир, курайман тӑшманӗнчен аякка сир. Тунӑ кӗллӗм кӗлле кӗтӗр, тунӑ кӗллӗм пахаллӑ пултӑр, чирсене ӑша ан кӗрт, епле пулсан та хӗн-асап ан яр.

387

Эй, пӗсмелле. Ырӑ Киремет, ан пӑрахӑр, ҫырлахӑр. Утмӑл ҫухрӑм вӑрман урлӑ, ҫитмӗл ҫухрӑм ҫеҫен хир урлӑ шурӑ лаша илсе килсе. Ана ҫичӗ уйӑх утӑ, сӗлӗ ҫитерсе, мӑнтӑрлатса, хатӗрлесе. Паянхи кун сире хисеплесе, асӑнса пусса пӗҫеретпӗр. Эпир сире манмарӑмӑр. Шурӑ лаша ашӗпе чӳклетпӗр. Сывлӑх парӑр пире пурне те. Кил-ҫурт тулли выльӑх пулма, пӳрт тулли йыш пулма, ҫак вӑрман пек аслӑ пулма. Пӳлме тулли тырӑ пулма. Ырлӑх парӑр, ҫырлахӑр.

Эй, ырӑ аттесем, киреметсем, йышӑнӑр. Пилленипе ҫитрӗ пуль. Чӳк тума килнӗ халӑха пурне те телей кӳрӗр пурнӑҫра. Аминь пултӑр.

Учукра кӗлтунӑ чухне каланӑ.

388

Эй, тӑвансем, умра тӑракан Юпа ҫине пӑхса, ун умне тайӑлса, ӑна ӗненсе, хисеплесе, пуҫҫапса чӗнсе калатпӑр: эсӗ Тӗнче тӗнӗлӗ, эсӗ Ӑрусен тӗкӗрӗ, эсӗ Ӗмӗрсен палли, ҫынсене ҫутӑ парасшӑн ҫӗкленсе ларнӑ.

Эй, юна чӗрӗлӗх, чуна шанӑҫ, тӑна манӑҫлӑх паракан Юпа! Эсӗ чаплӑ та аслӑ. Санра вӑрҫӑра ҫӗнтерекен, тӑшмансене пӗтерекен, ҫӗршыва хӳтӗлекен улӑпсене астутарса тӑракан халӑха пӗрлештерекен хӑват пур. Асаттесемпе асаннесем, кӑк аннесемпе кӑк аттесене асла хурса, сума суса асӑнар та мухтар!

Ҫутӑ хӗвел ҫутинчен ҫуталса тухнӑ пек, тӑрӑ та таса шывран тасалса тухнӑ пек тӑракан аслӑ Юпа, сан умӑнта аслӑ Турра уйрӑммӑн мухтатпӑр, хамӑр халӑхӑн пуҫ хунӑ ывӑлӗ-хӗрне хисеплетпӗр. Ваттисене асӑнса юрӑ юрлар!

— Эй, пурнӑҫ йывӑҫӗ, мухтавлӑ пул; Эй, сӑваплӑ Юпа, тасамлӑ пул;

Эй, ҫынсен мухтавӗ, шанӑҫӗ, илемӗ — савӑн! Эй, хӑватлӑ Юпа, тӑшмансем ҫӗнтерейми хӗҫ-пӑшаламӑр — мӑнаҫлӑ пул! Эй, пирӗн паттӑр ваттисен таса вырӑнӗ — савӑн! Эпир сана мухтатпӑр, сан умӑнта пӗрлешсе тӑратпӑр, чунсене тасатма шухӑш шухӑшлатпӑр.

389

Каяс ҫул ӑнса пытӑр, сӗтлӗ ҫулпа кайса ҫуллӑ ҫулпа килмелле пултӑр. Тӗнчере ҫитмӗл те ҫичӗ тӗслӗ халӑх, ҫитмӗл те ҫичӗ тӗн, ҫав тӗнсенчен пӗри пирӗн, ҫавӑнпа эсӗ, Киремет, пур ӗҫре те пире пулӑшса тӑр. Ҫырлах!

390

Ҫичӗ тӗслӗ тырӑ сапсан пӗвӗ хӑмӑш пек пултӑр, пуҫӗ чакан пек пултӑр, пӗрчи пӑрҫа пек пултӑр. Ураран ӳкерсен тем ҫине тӗм пултӑр, сурат ҫине сурат пултӑр, ҫӗмел ҫине ҫӗмел пултӑр. Ҫичӗ тӗслӗ хуҫалӑх тыррине пайласан пӗр пайӗ шӑнса килекене, выҫса килекене тӑрантса яма пултӑр. Пӗр пайӗ суту-илӳ тума пултӑр. Илес-тӑвас таварӗн: сутаканӗн — хакӗ пултӑр, илнӗ чухне йӳн пултӑр. Тепӗр пайӗ тӑвана-пӗтене пуҫтарса ӗҫсе-ҫиме пултӑр. Тепӗр пайӗ пӳлмере тӑтӑр, кивӗрен кивве ҫитсе пыма пӳлме тулли пултӑр. Выльӑх-чӗрлӗхне уя кӑларсан ҫиес ҫимен тӑрӑ пултӑр. Ӗҫес шывӗ тӑрӑ пултӑр. Выртас вырӑне тӗме пултӑр, сурӑхӗ хыҫҫӑн путек чуптӑр, ӗне хыҫҫӑн пӑру чуптӑр. Тайлӑк кӗперӗнтен, путлӑх шывран эс сыхла, Турӑ. Выҫ кашкӑр, выҫ упӑнтан Эс сыхла, Турӑ. Тӑвӑлӑнтан, сивӗ ҫумӑрӑнтан, шӑрчӑкӑнтан Эс сыхла, Турӑ.

391

Уй чӳкӗ ӗлӗкхи вӑрҫӑччен тунӑччӗ Ҫирӗклӗ ҫырмара. Вӑкӑр илсе пуснӑ халӑхпалан, кӗрпе, ҫӑмарта пуҫтарнӑ. Уй чӳкӗпе ҫумӑр чӳкӗ пӗрле ирттернӗ. Куҫма аслашшӗ кӗлтунӑ:

Ҫырлах, Турӑ. Ҫӳлти ҫумӑрна кӑларса пар, ҫӗртен сывлӑм кӑларса пар, ҫилне чар, хӗвеле ан хӗрт, ҫынна хуйхӑ ан пар, ҫил-тӑвӑлтан, вутран-кӑвартан сыхла, алама ҫумӑртан, вӑрҫӑран сыхла, инкекрен-синкекрен сыхла, хуйхӑ-суйхӑ ан пар.

Уй чӳкӗпе ҫумӑр чӳкне пӗрле ирттернӗ чухнехи кӗлӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр