Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫинҫе чӳкӗн кӗллисем

Ҫинҫе — ҫу пуҫламӑшӗнчи илемлӗ вӑхӑт, ял ҫыннине канма уйӑрнӑ икӗ эрне. Вӑл уй-хирсемпе пахча-картасене шуратса пӗтернӗ, кун тӑршшӗ 17 сехетрен иртнӗ хыҫҫӑн пуҫланать. Унӑн календарьпе палӑртса хунӑ кунӗсем ҫук. Анатрисем пӗр ҫӗрте ӑна Ҫимӗк хыҫҫӑнах, тепӗр ҫӗрте (Чӗмпӗр таврисем) ҫерҫи чӳкӗ е учук каҫӗнчех тапратаҫҫӗ. Д. Ф. Филимонов архиепископ вирьялсем (Ҫӗрпӳ-Ишек таврашӗсем) «ҫинҫене ҫураки вӗҫленсен икӗ-виҫӗ эрнерен пӗтӗленнӗ ҫӗре хисеплесе тӑватчӗҫ» тесе ҫырнӑ (ЧПГӐИ ӐА, 1, 72, 62 ен). Ҫинҫе вӑхӑчӗ — ана ҫине ҫум тухма ӗлкӗреймен, ырашпа ҫаран ути пуҫ кӑларса ӳснӗ вӑхӑт. Ҫак шутлӑ кунсенче акатуйсем, вӑйӑсем, туйсем кӗрленӗ. Ҫинҫе — чи авалхи уявсенчен пӗри.

«Ҫинҫе» сӑмах «ҫийӗнче», «ҫие юлнӑ» сӑмах пӗлтерӗшӗсенчен пулнӑ. Вӑл Ҫӗр-аннемӗр пӗтӗленнине, ҫӗр пулӑхне ӳстернине пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа ҫинҫе вӑхӑтӗнче ҫӗре чавма, алтма, пусма, шӑтарма, юпа лартма, чул кӑпарма, кӗпер хывма, ҫурт-йӗр тӑррине улӑхма юраман. Вӑрман касма та чарнӑ. Килти йывӑр ӗҫсене вӑхӑтлӑха сирсе хума хушнӑ. Итлемесен аҫа ҫапать е пӑр ҫӑвать тесе каланӑ. Ҫинҫе кунӗсенче чӑнласах та аслатиллӗ ҫумӑрсем кӗрлесе тӑнӑ.

Аслисем ҫинҫере кил-ҫурт таврашне тирпейленӗ, пушӑт хатӗрленӗ, хӗрарӑмсем тумтир ҫӗленӗ те юсанӑ, хӗрсем юсавлӑ ҫи-пуҫа капӑрлатнӑ, яра куна хӗвел ҫинче тӗрӗ тӗрленӗ. Ватӑ ӑстасем хунав ачасене ал ӗҫне ятарласа ҫак вӑхӑтра вӗрентнӗ. Урам-урамӗпе инке-тӑхлачӑ тавра хӗр ачасем тӗрре вӗренсе ларнӑ. Каччӑсем те килти ирӗклӗ ал ӗҫпе киленнӗ: кам капӑрчак парне хатӗрленӗ, кам ҫӗрӗ-алка тунӑ, пасара е акатуйне илсе тухма шӑхлич-шакӑртма шакканӑ, кам туйран туя ҫӳренӗ е пулла кайнӑ.

Ҫинҫе эрнисенче пурте шурӑ тумпа, таса, тирпейлӗ ҫӳренӗ. Кӑвак е хӗрлӗ тум тӑхӑнма чарнӑ — ку тӗссем чӑваш ҫыннисем килӗштермен ют халӑхсен тӗсӗсем пулнӑ. Йӗркене пӑсакансене хӗнесе илни ҫинчен ҫырса хӑварнӑ тӗслӗхсем те пур.

Хӑш-пӗр хутсенче ҫинҫе вӑхӑтӗнче килте вучах чӗртмен, апат-ҫимӗҫ пӗҫермен тесе ҫырнӑ (М. Смирнов, 1925. ЧПГӐИ ӐА, 1, 619, 147 ен). Ахӑртнех, ҫакӑ йӑнӑш. Мӗншӗн тесен шӑпах ҫак кунсенче акатуйсем, туйсем кӗрленӗ. Вӗсене апат-ҫимӗҫсӗр кам ирттертӗр? Чӑваш нимле типӗ те тытман. Эппин, унӑн апат-ҫимӗҫ пӗҫермесӗр ларма сӑлтав пачах та пулман. Паллӑ тӗпчевҫӗ Н.Р.Романов-Опраньох уй-хир уявӗсем ҫинчен кӑларнӑ кӗнекере «ҫинҫе чухне чӑваш пачах ним ӗҫлемесӗр хаяккӑн выртнӑ» тени те тӗрӗсе килмест.

Ҫинҫере уяв-вӑйӑ пуҫланнӑ. Яш-кӗрӗм кашни акатуйрах юрӑ картине тӑнӑ, кашни тухса ташланӑ, юрланӑ. Ача-пӑчан ҫинҫере вун икӗ ҫӗнӗ вӑйӑ вӗренмелле, вун икӗ ҫӗнӗ сӑвӑ-такмак пӑхмасӑр каламалла пулнӑ. Ҫинҫере вӗсем валли тӗрӗслев (сереп) ирттернӗ: кам хӑй ӳсӗмӗнчи тантӑшӗсенчен инҫерех ишет, чупать, сикет, шутлать, ҫырать — ҫавӑ утаман пулать. Пултарайманнисене кӗҫӗнреххисен ушкӑнне хӑварнӑ, аслӑраххисем хӑйсемпе ертме килӗшмен. Ку тӗрӗслевсене мӑчавӑрсем, апӑссем, ватӑ ҫынсем вӑрманта, хирте, шыв хӗрринче йӗркеленӗ.

Ватӑ ҫынсемех ҫинҫе пуҫламӑшӗпе вӗҫӗнче пӗчӗк чӳксем ирттерсе кӗлӗсем каланӑ. Ҫинҫе чукӗсенче пӑри пӑттипе ҫӑмарта хӑпартни лартнӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр