Пилсемпе кӗлӗсем

Учукра ҫӗр хапхи витӗр тухнӑ чухне каланисем

 

365

Чӳк каҫӗ вӗҫленнӗ чухне ҫӗр хапхи витӗр тухнӑ. Чӳк кӗллине кӗлӗ пуҫӗ пӗччен каласа тӑрать.

Эй, Турӑ! Эсӗ Хӑвӑн меслетӳпе пар пире канӑҫлӑх, вӑй хӑват та пар! Тыр-пула ӳстерекен ӑшӑ ҫумӑр пар! Халӑхпа ҫавӑншӑн хисеплесе Сана вӑкӑр пусса чӳк тӑватпӑр!

Ура ҫинче тӑракан ҫынсем кашни кӗлӗ хыҫҫӑн мухтав юрри юрланӑ.

Хӗвел хӗрелсе тухать,

Ӑшшипе пире ырлӑх парать.

Пӗлӗт шуралса тухать,

Сиплӗхпе пире ырлӑх парать.

:

366

Пирӗн ялта ӗлӗк виҫӗ ҫулта пӗрре уй чӳк тӑватчӗҫ. Ӑна яланах ҫулла Ҫимӗк иртсен тӑватчӗҫ. Уй чӳк тумалли вырӑн Вӑрманкасси патӗнче вӑрман хӗрӗнчеччӗ. Унта вӑкӑр е тиха пусса чӳклетчӗҫ. Уй чӳк тума кашни килтен кӗрпе, ҫӑнӑх, ҫу пуҫтаратчӗҫ. Уй чӳкӗпе аппаланни ик-виҫ куна пыратчӗ. Чӳк яшкине те, пӑттине те пысӑк хурансемпе пӗҫеретчӗҫ. Яшки пиҫнӗ ҫӗре пӗтӗм халӑха ҫиме чӗнетчӗҫ. Унта вара кашни килтен икшер-виҫшер ҫын, арҫынӗ-хӗрарӑмӗ ачи-пӑчипе чӳк яшки ҫиме каятчӗҫ, чашӑк-кашӑкӗсене килтен илсе каятчӗҫ. Пурте шур кӗпе тӑхӑнатчӗҫ. Халӑх нумай пухӑнатчӗ. Чӳк йӗркине, чӳк кӗллисене ӑста пӗлекен ватӑсем мала тӑрса хӗвел тухӑҫ еннелле пӑхса кӗлӗсем каласа чӳклетчӗҫ, чӳклесе пӗтерсен ҫынсене ҫерем ҫине ӗречӗ-речӗпе лартатчӗҫ те чӳк шӳрпине чашӑксем ҫине антарса парса ҫитеретчӗҫ, ашне те валеҫсе паратчӗҫ. Юлашкинчен пӑттине те парса ҫитеретчӗҫ. Ҫукрах ҫынсене (чухӑн пурӑнакансене) яшкине чӗреспе киле те парса яратчӗҫ. Ҫамрӑк чухне чӳк яшкине ҫиме эпӗ хам та нумай кайнӑ.

Халӑх чӳкне яла пӗр-пӗр усал инкек-синкек килсен те тӑватчӗҫ: выҫлӑх, мур е ҫавӑн пекки мӗн те пулсан.

367

Ҫӗр амӑшӗ, ҫӗр хӑвачӗ, ҫырлах, асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, сана тав тӑватпӑр. Пирӗн кӑмӑлпа ҫырлах, ял-йышпа сана чыслатпӑр. Мухтав сана! Эй, Турӑ, Турӑ Амӑшӗ, Пӳлӗхҫӗ, Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, акнӑ тырӑ-пулла алла илме пар; вӗсем ҫине сипетлӗ ҫумӑр пар. Пирӗн чӳк сирӗн умра. Чӳк, ҫырлах!

Кураймасӑр тӑракан тӑшмантан, ҫулпа иртсе ҫӳрекен тӑшмантан хӑтар: мӗнпур мӑшӑра иккӗн выртса виҫҫӗн тӑмалла ту. Этем йӑхне, выльӑх йӑхне ҫӗр ҫине тултарма пар. Ҫукран пур пултӑр, пурри ҫумне татах ҫыпҫӑнтарма вӑй патӑр. Чӳк, ҫырлах! Ҫапла пултӑр!

Сурӑм ырри Эскетен, Сартун ырри Акар, Ишек ырри Шухӑн! Сире те асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, эсӗр хӑвӑрӑн ум тӑрансене хура халӑха тивме ан парӑр. Малти мала кайтӑр, кайри те мала кайтӑр. Сире асӑнса чӳк тӑватпӑр. Уй-хире ҫумӑр, хамӑра сывлӑх парӑсӑрччӗ. Сире валли автан пусрӑмӑр, пӑтӑ, ҫӑмарта пӗҫертӗмӗр, халӗ астивсе кайӑр.

Акар ырри, ҫырлах, вутран-кӑвартан, шартан-пушартан сыхласа тӑр. Ҫырлах! Ҫичӗ тӗслӗ тырра ҫичӗ сыпӑк ӳсме пар, кучӗ хӑмӑш пек, тӑрри турпас пек пултӑрччӗ. Ырӑ ҫумӑрпа савӑнтар, хурӑнташ-тантӑшпа ӗҫме-ҫиме пар, пур выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме, ачам-пӑчама, ял-йышӑма тӗрӗс-тӗкел ту. Ҫапла пултӑр! Ҫапла пултӑр!

368

Ҫулталӑкран ҫулталӑка асӑнса кӗлтӑвакан пысӑк учука Турӑран ыйтса, ырлӑх-сывлӑх ыйтса, мӗнпур ял халӑхӗпе ырлӑх-сывлӑх ыйтса, инкек-синкекрен, усал-тӗселсенчен, йывӑр чир-чӗрсенчен сыхласа тӑма кӗлтӑватпӑр. Чипер акнӑ тырӑ-пулӑсене чипер алла илме, пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ туса илме парӑсӑнччӗ. Ҫӑмӑрӗнчен, ҫилӗнчен, тӑвӑлӗнчен, пӑрӗнчен эс сыхла. Пӗрчи пӑрҫа пек, хӑмӑлӗ хӑмӑш пек пултӑр. Тырӑ-пулӑ пулнӑ вӑхӑтра ҫынсен хирӗсене курса хурланмалла ан пултӑр, хамӑр хире курса савӑнса тӑмалла пултӑр. Мӗнпур ял халӑхне ырлӑх та сывлӑх пар, усал-тӗселтен сыхла, инкекрен-синкекрен сыхла, вутран-кӑвартан сыхла. Ҫӳлте ҫӳрекен усал-тӗселсене те сыхла, халӑх ҫине ан яр. Ҫӗрте ҫӳрекен тискер усал-тӗселтен сыхла. Тӗттӗм ҫӗрсенчен сыхла. Мӗнпур халӑха ҫӑмӑллӑх, канлӗх пар.

Эй, Мӑн Турӑ, Мӑн Турӑ Амӑшӗ, Пӳлӗхҫӗ, Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, Мӑн Туррӑн ямшӑкӗ, мӗнпур тараш-терешӗнче ҫӳрекенсем пурте, Чӳк, ҫырлахӑр!

Сире мӗнпур ял-йышпа, мӗнпур арҫынӗ-хӗрарӑмӗпе, ачи-пӑчипе тархасласа пуҫҫапатпӑр, пирӗн хута кӗр, ҫӑл, ҫырлах пире, чипер кил-йыш чунӗпе, ачи-пӑчипе, выльӑх-чӗрлӗхӗпе, чӳ-ӳ-ӳк, ҫырлах. Вутран-кӑвартан, шартан-шертен, хаяр ҫилтен, пӑрлӑ ҫумӑртан, ҫын хаяр суннинчен, килес инкек-синкекрен сыхла, усала ирӗке ан яр, усалсене аяккалла сирсе яр, чӳ-ӳ-ӳк, ҫырлах. Чипер ял хушшипе килӗштерсе пурӑнма пар, халӑх хушшине ырӑ шухӑш пар, ырӑ шухӑшпа, ырӑ сывлӑшпа пурӑнма пар пире, чӳ-ӳ-ӳк, ҫырлах. Мул ҫумне мул хуш, чун ҫумне чун хуш, анкарти тулли тырӑ-пулӑ пар, карта тулли выльӑх-чӗрлӗх пар, пӳрт тулли ача-пӑча пар, чӳ-ӳ-ӳк, ҫырлах. Патшасене килӗшӳ пар, салтакра тӑракансене ҫӑмӑллӑх пар; Турӑпа патшана ырӑ тума ырӑ ул-хӗр пар, ыр тӑн-пуҫпа, ырӑ ӑспа, ыр шухӑшпа пурӑнма пар, чӳ-ӳ-ӳк, ҫырлах! Ял хушшинче пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пар, кӗҫӗнсене аслисенчен ан иртӗнтер.

Вӑкӑрпа тӑватпӑр сана учук, ҫырлах. Тырӑшӑн-пулӑшӑн, хура халӑхшӑн. Усалтан-тӗселтен, инкекрен-синкекрен, ҫил-тӑвӑлтан, пӑртан, усал-тӗселтен, вут-кӑвартан, пуринчен те хӑтар, ҫырлах, учук. Кепене калатпӑр, Кепе Турра ҫитертӗр, ҫырлах.

369

Ҫак ырӑ учукшӑн эс ҫырлах. Эй, Турӑ! Эс хӑвӑн меслетӳпе пар пире тырӑ-пулӑ, ҫумӑр та пар, пире хамра та ырлӑх-сывлӑх пар.

Эй, Турӑ! Ҫырлах, ан пӑрах. Ҫавӑншӑн эпир пӗтӗм халӑхпа Сана асӑнса, хисеплесе те вӑкӑр-сурӑхсем те пусса учук тӑватпӑр. Эй, Турӑ! Аминь, Ҫырлах, ан пӑрах!

Эй, пӗсмелле! Пӗр Турӑ, ан пӑрахтӑр! Ҫырлаха пар! Уя тухсан уйра перекет пар; яла кӗрсен ялта перекет пар; итеме кӗрсен итемре перекет пар; кӗлете кӗрсен кӗлетре перекет пар! Аминь, ырлӑх пар! Чӳк — сана, йӳҫҫи — пире. Ҫичӗ тӗслӗ тыр-пулшӑн асӑнатӑп, витӗнетӗп. Ҫырлаха хур.

370

Аслӑ Турӑ, Аслӑ Пӳлӗх, ҫырлах пире, айван ачи-пӑчисене, ҫакӑ пӗчӗк чӳке Сана ырӑ сунса паратпӑр, урӑх пӗр япала та пара пӗлместпӗр; чипер ырлӑх-сывлӑх пар, тата аслине туса паратпӑр, пӗр така кӗтсе тӑр.

Пӗчӗк чӳк тунӑ чухне каланӑ.

Эй, Турӑ, ҫырлах! Аслӑ Турӑ, Аслӑ Пӳлӗх, ҫырлах! Сана асӑнатпӑр, Сана витӗнетпӗр, ҫырлах пире, айван ачи-пӑчисене. Пирӗн пӗлнӗ-пӗлмен кӗллӗмӗре итлесе хапӑл туса ил. Мӗн вӑй ҫитнӗ таран Сана ырӑ сунса паратпӑр, пирӗн ҫак панӑ парнене хапӑл туса ил, пирӗн тума тытӑнас ӗҫсене лайӑх савӑнса туса пӗтермелле ту.

371

Турӑ Ашшӗ, Турӑ Амӑшӗ, Вут ашшӗ, Вут амӑшӗ, Шыв ашшӗ, Шыв амӑшӗ, ҫырлах пире! Хура халӑхпа, вӑкӑрпа, виҫӗ такапа, пӗр пӑрупа учӳк тӑватпӑр, хура халӑхпа асӑнатпӑр, хура халӑхпа витӗнетпӗр, ҫырлах пире. Чипер ӑшӑ питпе, тертлӗ чӗрепе, тутлӑ чӗлхепе, ырӑ сӑмахпа асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, ҫырлах. Хура халӑха ырлӑхне пар, сывлӑхне пар. Акнӑ тырра-пулла пӑртан-юртан, ҫилтен-тӑвӑлтан сыхла. Ывҫӑпа сапса ывҫӑпа пуҫтарма пар, тӑррине тутлӑхне, тӗпне питлӗхне пар. Тӗм ҫине тӗм хума, ҫӗмел ҫине ҫӗмел хума пар, капан ҫине капан лартма пар, ҫапсан тухӑҫне пар, авӑртсан перекетне пар, ҫисен тутлӑхне пар, пӳлме тулли тырӑ пар: илсен ан иксӗлтӗр, ҫисен ан пӗттӗр. Виҫ пайӗнчен пӗр пайне ҫиме пар, икӗ пайне сутма пар. Сутас тавар хакла кайтӑр, илес тавар йӳн пултӑр. Уя тухсан уйра савӑнса ҫӳреме пар, киле килсен килте савӑнма пар. Ҫула кайсан ҫулта савӑнма пар, киле килсен килте савӑнтар. Пурӑнас ӗмӗр вӑрӑм пултӑр, вилес кун кунӗ пултӑр. Выльӑх-чӗрлӗхе сывлӑхне пар, ырлӑхне пар. Уя тухсан тӗрӗс ҫӳрет, киле килсен сыхласа тӑр. Пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, тепӗр вӗҫӗ вакӑра пултӑр. Сак тулли ача пултӑр, урай тулли путек пултӑр, алӑк патне — кӗрӳ, тӗпеле — кин. Вут-кӑвартан, пӑртан-шывран сыхла. Ватӑлмасӑр вилес мар, такӑнмасӑр ӳкес мар.

372

Ырӑ Турӑ! Эпир Сана кӗлӗ калатпӑр. Эсӗ пире ҫичӗ тӗрлӗ тыр-пул туса илме пар. Ырӑ Турӑ! Сана эпир пуҫ таятпӑр. Ҫӗртен тыр-пул пулӑхне пар, ҫӳлтен ҫумӑрне яр.

Пӗтӗм халӑхпа, пӗтӗм ача-пӑчапа сана тайӑлатпӑр. Ырӑ Турӑ, ҫырлах. Малтан чӗррипе асӑнтӑмӑр, халӗ пӗҫернипе чӳклетпӗр. Каҫар. Аминь!

373

Эй, ҫутӑ чунлӑ Камал, тӗрӗс чунлӑ Кепе, ӑшӑ чунлӑ Пӳлӗх, ҫирӗп чунлӑ Хӑрпанпа Пихампар! Асла тухнӑ аякри ырӑсемпе кӗҫӗн картари ырӑсем! Пӳлӗхҫипе сыхчисем! Пирӗн кӗлле аслӑ Турӑ патне ҫитерӗр, пирӗн сӑмаха тӗрӗс те юрӑхлӑ ӑнлантарса парӑр.

Эй, килӗшӳпе пӗрлешӳ паракан аслӑ Турӑ! Эсӗ таса Тӗнчен ӑслӑлӑх ҫутинче ҫуталнӑ, асап-хуйхӑ тӗттӗмлӗхне чӗрӗ чунсемшӗн сирсе янӑ, пирӗн халсӑр чунӑмӑрсене пыл-палсемпе шерпетрен тутлӑрах ӗмӗтпе ачашланӑ. Ҫавӑншӑн эпир чунтан савӑнатпӑр, тав туса асӑнатпӑр.

Эй, ҫӳллӗ Амату ҫинче тӑракан аслӑ Турӑ! Эсӗ аслӑ ӗҫсен ҫӳллӗ тӳпинче пурне те пӗлсе тӑратӑн, пирӗн тӗллине пӗлмесӗр пулнӑ айӑпсене каҫарма пултарӑн, эпир каяс ҫулсене курса сӑнатӑн: пар пире аялалла пусӑрӑнтаракан ирӗксӗрлӗхрен пӑрӑнса иртмелли хӑват, пар пире ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗпе малалла харӑссӑн чӑмӑртанса утмалӑхне!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр