Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫимӗк йӗрки

 

297

Ҫимӗке чӑвашсем Мункун иртсен ҫичӗ эрнерен, кӗҫнерни кун, тӑватчӗҫ, Ҫимӗк кун ирхиие, тул ҫутӑличченех, хӗрсем вӑрмана кайса темиҫе тӗрлӗ курӑк татса килетчӗҫ те мулча хутатчӗҫ, татса пуҫтарнӑ курӑка чукунпа пӗҫеретчӗҫ, мулчара вара ҫав шывпа ҫӑвӑнатчӗҫ, пӑртак ӗҫетчӗҫ. Ҫимӗк мулчине кӗме тул ҫутӑлсанах тӑратса илсе каятчӗҫ, унта пире курӑк шывӗпе ҫӑватчӗҫ, ӗҫме те паратчӗҫ. Мулчаран тухсан пурте шур пиртен ҫӗленӗ ҫӗнӗ кӗпесем тӑхӑнаттӑмӑр.

Кӑнтӑрла ҫитсен вилнисене хыватчӗҫ. Вӗсене Мункун чухнехи пекех хыватчӗҫ, алӑк патне ҫурта анчах лартмастчӗҫ. Хӗвел каҫ еннелле сулӑнсан вилнисене асӑнма ҫӑва ҫине каятчӗҫ. Ҫемьере ҫын вилсен ӑна асӑнма ҫӑва ҫине виҫӗ Ҫимӗкре каятчӗҫ, виҫӗ ҫултан вара кайма пӑрахатчӗҫ. Ҫӑва ҫине кайнине «Ҫимӗке каяс» тетчӗҫ. Ҫимӗк кунӗ унта халӑх пасар пек нумай пухӑнатчӗ. Пурте лайӑх тумсем тӑхӑнса шор лашапа, шӑнкӑравпа пыратчӗҫ. Виле тӑпри ҫине кӗҫҫе саратчӗҫ, унта сӑра, эрех кӑларса лартатчӗҫ, ҫӑмарта, ҫуллӑ пӑтӑ, пыл, икерчӗсем, кулачӑсем кӑларса хуратчӗҫ. Ҫимӗке пынисем тупӑк тӑпри тавра ларса вилнӗ тӑванне асӑнса хыватчӗҫ, хӑйсем те ӗҫетчӗҫ, ҫиетчӗҫ, ҫынсене те ӗҫтерсе ҫитеретчӗҫ.

Мӑн Ҫырма ялӗнче Ҫимӗк чух тата Сӗрен тӑватчӗҫ. Ҫамрӑксем (каччӑсемпе хӗрсем) хӗвел ансанах пӗрле пухӑнатчӗҫ те килтен киле юрласа шӑпӑр каласа ташласа ҫӳретчӗҫ. Кил хуҫисем вӗсене кӳртсе сӑра ӗҫтерсе яратчӗҫ, икӗ ҫӑмарта, пӗр кулачӑ паратчӗҫ. Ачасем сӑвӑ каласа юрлатчӗҫ «Ик ҫӑмарта, пӗр кулач» тесе. Тул ҫутӑлсан вӗсем ялтан тухатчӗҫ те таса ҫӗрте Турра ҫӑмартапа, кулачӑпа чӳклетчӗҫ. Чӳклесе пама вӗсем патне пӗр ватӑ ҫын тухатчӗ.

298

Ҫимӗке вырӑссен Троицинчен малтан, кӗҫнерни кун, ирттернӗ. Уяв тӗлне сӑра вӗретнӗ. Уяв кунӗ ирхине икерчӗ, ҫӑмарта хӑпартни пӗҫернӗ, сӗт вӗретнӗ. Кӑнтӑрлахи апата тӑвансене пухнӑ та пӗр-пӗрин патӗнче хӑналанса «ӗрет хывнӑ». Вилнисене асӑннӑ, икерчӗсене тӗпретсе кашни вилнӗ тӑвана ятран уйрӑммӑн ҫапла каланӑ:

— Асатте, пехил ту!

Пухӑннӑ татӑксене кил хапхи ҫумне тухса тӑкнӑ.

Кайран вара пӗтӗм тӑвансем ҫӑва ҫине «шилӗке» тухаҫҫӗ. Унта хӑпартнӑ ҫӑмарта, ҫӑкӑр, сӑра илеҫҫӗ. Кашни ҫемье ыттисенчен уйрӑм ушкӑна ларать. Ачасене вилнисен пуҫӗ вӗҫне лартаҫҫӗ. Кашни ҫемье уйрӑм кӗлӗсем калать:

Эй, Турӑ, ҫак ватӑсем пире пиллесе вилнӗ, вӗсем канлӗхре пулччӑр.

Мӗн айӑпа кӗнӗ, айӑпран хӑтӑлччӑр. Мӗн ӗҫ туса ҫылӑха кӗнӗ, ҫӑлӑнччӑр. Атте Турӑ, вӗсем санӑн аллӑнта, чӑнлӑхра. Канлӗхлӗ вырӑнта, ҫӳлти патшалӑхра пулччӑр. Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! Эпир сире вӑхӑтпа асӑнатпӑр, эсир те пире вӑхӑтсӑр ан асӑнӑр. Эпир ӗнтӗ сире сума суса ҫӑкӑрпа, ҫимӗҫпе асӑнатпӑр, эсир те пире вӑхӑтсӑр ан асӑнӑр.

Кӗлӗ хыҫҫӑн апатланма пуҫлаҫҫӗ. Ҫӑкӑр татӑкӗсене пуҫ юпи патне хываҫҫӗ. Кайран киле таврӑннӑ чухне кӳршисене хӑйсем патне хӑнана чӗнеҫҫӗ. Хӑнасем пырсан ҫапла калаҫҫӗ:

— Асаттесем-асаннесем патне килтӗмӗр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр