Акатуйне килте пуҫлани
294
Уява палӑртса хатӗрленнӗ хуҫа тӑванӗсене, кӳршисене тата мӑчавӑра хӑй патне чӗнет. Вӗсем килнӗ ҫӗре сӗтел ҫине сӑра, эрех, ытти апат-ҫимӗҫ кӑларса лартать.
Килнӗ ҫынсем вырнаҫса пӗтсен мӑчавӑр кил хуҫинчен ҫапла ыйтать:
— Сӑра йӳҫнӗ-и?
— Йӳҫнӗ, йӳҫнӗ! — тет хуҫа.
— Ҫӑмарта хӗретнӗ-и?
— Хӗретнӗ, хӗретнӗ!
Капла каласан мӑчавӑр аллисене ҫапать те вӑрӑммӑн тӑсса ярать:
— Ҫӑ-мар-та, ҫӑ-мар-та!..
Кил хуҫи арӑмӗ вара пӳрте пӗветнӗ ҫӑмартасен тирӗкне йӑтса кӗрет, хӑнасене пӗрер ҫӑмарта салатса парать.
Ҫӑмарта салатса пӗтерсенех мӑчавӑр татах калать:
— Эй, патян, патян!
Хуҫа арӑмӗ хӑнасене сӑра алтӑрӗ тултарса парать. Алтӑр хӑнасене ҫитсе ҫаврӑнсан мӑчавӑр: «Черкке, черкке кирлӗ!» — тесе калать.
Хуҫа пӗрремӗш черккене мӑчавӑра парать те кӗлӗ калама ыйтать. Мӑчавӑр ура ҫине тӑрса хыттӑн кӗлӗ пуҫлать:
Эй, пӗсмелле! Пӗр Турӑ, ан пӑрах! Ырӑ ҫӗр-йыш, ҫырлах! Хуҫа пичке пуҫларӗ сире пуҫҫапмашкӑн. Ан пӑрахӑр! Епле пулин те усрӑр! Уя тухсан уйра перекет парӑр; киле кӗрсен килте перекет парӑр! Ҫак хуҫана, килне-ҫуртне, выльӑхне, ачисене ан пӑрахӑр! Акатуйран акатуя усрӑр! Чӳк, ҫырлах; сана — йӳҫҫи, пире — шерпет.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен