Пилсемпе кӗлӗсем

Питравкка (Питрекке) уявӗпе кӗлли

Ҫуллахи уяв-вӑйӑпа чӳксем Питрекке, Пӗтрекке (Питравкка) ятлӑ йӑлапа вӗҫленеҫҫӗ. Ку вӑл — кил-йышпа, ял-йышпа утҫине, унтан ӗҫҫине тухса каяс умӗн тунӑ юлашки чӳк. Пӗтрекке чӳкӗ ӗлӗк ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртнӗ, халӗ утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулать. Ку вӑхӑта утӑ мӗнлине тӗрӗслесе тухнӑ, ушкӑн-ушкӑнпа улӑх-ҫаран ҫулма вӑхӑт ҫитнӗ.

Пӗтрекке, Питравкка — авалхи уяв. Унӑн халӗ чук пӗлтерӗшӗ манӑҫа тухнӑ. XX ӗмӗр вӗҫӗнче ӑна «така пусса кукар яшки ҫимелли» уяв тата «вӑйӑ пӑрахмалли кун» тесе шутланӑ.

Пӗтрекке тени «пӗтре» (кӑтра) е урӑхла «ҫамрӑк путек» тенинчен тухнӑ. Пӗтреккере ҫурхи такасене (пӗтреккесене), ҫӑм кӑтри иртмен такасене, пуснӑ.

Христос тӗнӗ ку уява таса Петӗрпе Павӑл ячӗсемпе ҫыхӑнтарнӑ.

Пӗтрекке чӳкӗн йӗрки ытти чӳксенчи пекех. Така тӗсӗ килмесен ӑна шыв ярса силлентернӗ. Ӑшӗ-чикӗнчен, пуҫӗ-уринчен кукар яшки пӗҫернӗ. Ӑна тӑвансемпе пӗрле ҫинӗ. «Така пуҫ яшкипе» уява вӗҫленӗ.

Пӗтрекке йӗркисем Самар облаҫӗнчи Шикун районӗнчи Патреккел ялӗнче лайӑх упранса юлнӑ. Чӑваш Республикинчи Елчӗк енчи Ҫирӗклӗ Шӑхальте Пӗтреккене хӑйне майлӑ ирттернӗ. Шӑхальсем Пӗтрекке умӗн каҫхинех урамсерен ҫӑл патне тухса кӑвайт чӗртнӗ, унта така пусса яшка пӗҫернӗ. Ачасем Пӗтрекке кунӗнче ял тӑрӑх сӗрен пӑрахнӑ чухнехи пекех ҫӳренӗ. Вӗсене ӑшӑ пулсан та хулӑн тумтир тӑхӑнма хушнӑ тата ял чиккинче ҫӑмарта валеҫсе панӑ. Ку вӑл тыр-пул шултра та тулӑх пуласса ӗмӗтленни пулнӑ. Яшсем вӑйӑ пӑрахнӑ, ваттисем ӗрет ҫаврӑннӑ. Тепӗр кунне ваттисем хыт сухана, яш-кӗрӗм утта тухнӑ.

Малтанхи тапхӑрсенче Пӗтрекке уявӗ пысӑк уявах шутланнӑ. Унта Акатуйриллех юрланӑ, ташланӑ, ут кустарнӑ, мала тухнисене парне панӑ.

Халӗ ҫак пӗлтерӗш ҫухалнӑ, анчах така пусса чӳк тӑвас йӗрки упранса юлнӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр