Пилсемпе кӗлӗсем

Хурашаш прихутӗнчи ҫумӑр чӳкӗ

 

341

Ҫынсем пухӑнса ҫитсессӗн Яхути Хӗветӗр тенӗ ватӑ ҫын пӗр икӗ-виҫӗ ачана «ҫыран хӗрринчи чӗкеҫ» текен кайӑка тытма ярать. Кайӑк тытса пырсассӑн ун пуҫне ӗне ҫуне сӗрсе ҫапла каласа яраҫҫӗ:

Чипер кайӑк чӗкеҫ, ҫӳлти патшалӑха вӗҫсе хӑпар та ҫӳлти патша Турра ҫапла кала: «Эй, ҫӳлти патша Турӑ! Пирӗн ҫӗр-шыв типсе кайрӗ, пур ҫӗр ҫинче ҫитӗнекен япала та типсе, ӗнсе кайрӗ, ырӑ ҫумӑрна пар, пире выҫӑ ан вӗлер.

Кайран вара ҫав кайӑка ярсассӑн Якути айкки тенӗ ту ҫине пӗр сӗтел илсе тухаҫҫӗ, вӑл сӗтел ҫине чӳк тума пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫсем лартаҫҫӗ: ҫӑкӑр, ҫӳхӳ, пӑтӑ, ҫӑмарта хӑпартни. Ҫав апат-ҫимӗҫсене лартса тултарсан пурте хӗвел тухӑҫ енне ҫаврӑнса, чӗркуҫҫи ҫине тӑрса ҫапла каласа кӗлтӑваҫҫӗ:

Эй, Атте Турӑ! Христос Турӑ! Ҫӳлти патша Турӑ! Турӑ Амӑшӗ! Пире выҫӑ ан вӗлер, ырӑ ҫумӑрна пар. Ҫӗр типсе кайрӗ, пур ҫӗр ҫинче ҫитӗнекен япала типсе хӑрса кайрӗ. Тырӑ-пулӑ та ҫук, мӗнле пурӑнас? Пирӗн кӗллӗмӗре илт!

342

Ҫумӑр-мӗн пулмасан ҫумӑр чӳк тунӑ. Ӑна ҫапла ирттернӗ. Ялти ҫамрӑк ачасем ял тӑрӑх ҫӑнӑх, кӗрпе, ҫу, салат, тӑвар пуҫтарнӑ, хӗрарӑмсем сӑра тунӑ, пӑтӑ, юсман пӗҫернӗ. Пурте хатӗрленсе ҫитсен ялӗпе пухӑннӑ. Вара ваттисем малтан ҫапла каласа кӗлтунӑ:

Эй, Туррӑмӑр, пирӗн пӗр Мӑн Турӑ, ма пире ҫиллентӗн, ҫумӑр памарӑн; ҫырмасем, ҫӑлсем типрӗҫ; Сана, Турӑ, сӑра туса асӑнатпӑр: Сана — пылакӗ, пире — йӳҫҫи. Тата мӑн хуранпа пӑтӑ пӗҫерсе паратпӑр-асӑнатпӑр, пирӗн кӗлле хапӑл ту. Акӑ Сана, Турӑ, вӗҫен кайӑк та тархаслать шыва кӗрсе. Ҫырлахах пире, Турӑ, ҫумӑр пар, акӑ ҫакӑн пек шывпа выляма пар пире.

343

Ваттисем хушнӑ тӑрӑх ҫамрӑк ачасем чӳк валли килтен киле ҫӳресе ҫӑмарта, кӗрпе-ҫу пуҫтарнӑ. Пуҫтарса ҫитерсен уя тухса пӑтӑ пӗҫернӗ, пӗр-ик ҫын килтен пашалу пӗҫерсе килнӗ. Пӑтти пиҫсен ӑна чӳкленӗ. Малтан тирӗксем ҫине пӑтӑ антарнӑ.

Пӗрремӗш тирӗкӗ Турра, иккӗмӗшӗ Турӑ Амӑшне, виҫҫӗмӗшӗ Хӗвеле, тӑваттӑмӗшӗ Хӗвел Ашшӗне, пиллӗкмӗшӗ Хӗвел Амӑшне, улттӑмӗшӗ Хӗвел синкерне, ҫиччӗмӗшӗ Ҫиле, саккӑрмӗшӗ Ҫил Ашшӗне, тӑххӑрмӗшӗ Ҫил Амӑшне, вуннӑмӗшӗ Ҫил синкерне. Унтан пӗр ватӑ ҫын, чӳклеме пӗлекенни, ҫӗлӗкне хул айне хӗстерсе, хӗвел тухӑҫ енне тӑрса ҫапла кӗлтунӑ:

Эй, Турӑ, ҫумӑрна пар. Сана асӑнатпӑр, усал-синкертен хӑтар, пӑрӗнчен, хуртӗнчен, шӑрчӑкӗнчен тата ытти усал япаласенчен, усал ҫилӗнчен хӑтар, ҫырлах, аминь. Чӳк, ҫырлах!

Вара пӑттине ларса ҫиеҫҫӗ те витрисемпе шыв ӑса-ӑса пӗрне-пӗри шывпа сапаҫҫӗ.

344

Каҫар пире, ҫӳлти Турӑ, ырӑлӑх пар, ырӑ ҫумӑрна пар, халӑха усалтан сир. Усал ҫил-тӑвӑллӑ-пӑрлӑ ҫумӑрна сирсе яр, ӑшӑ ҫилне пар, халӑхӑн тыррине-пуллине шӑрҫа пек шӑллине пар, пӑрҫа пек тутлӑхне пар, пӗр пӗрчӗ аксан пин пӗрчӗ илмелӗхне пар пире, Ҫӳлти Турӑ, ана ҫинче кӗлте вырӑнне тӗм пар, тӗм вырӑнне ҫӗмел пар. Ҫӳлти Турӑ, усалтан хӑтар, йывӑр чиртен хӑтар, вутран-кӑвартан сыхла, Турӑ, ҫырлах, каҫар пире, пулӑш, ҫимелӗх ҫимӗҫ пар, тӑхӑнмалӑх тумтир пар, халӑхпа кӗлтӑватпӑр сана.

345

Эй, тӑвӑл, ҫил Турри, санӑн ятне асӑнса хур пусрӑмӑр. Эсӗ тӑвӑл-ҫилне чар, тырра ҫӗмӗресрен чар, килекен ҫумӑра аяккалла сирсе ан яр, ҫурт-йӗрсене ҫӗмӗресрен чар.

Эй, тӑвӑл, ҫил Турри, ҫырлах, ан пӑрах пире.

Эй, хӑрӑк ҫил Турри, ҫырлах, Сана та хур паратпӑр, эсӗ тырра-пулла типӗтсе ан ларт, юхан шыва ан типӗт, йывӑҫ-курӑка ан типӗт. Ҫӑлти шывсене чипер усра. Ҫырлах, хӑрӑк ҫил Турри, ҫырлах.

Эй, ҫумӑр паракан Турӑ, пирӗн ҫине ҫумӑр ҫутар, тырра-пулла лайӑх ӳстер, ҫырма тӑрӑх шыв юхтар, пире ҫакӑнтан йӗпенсе киле таврӑнма пар. Сана асӑнса хур пусрӑмӑр, ҫырлах, амӑль (аминь).

Эй, тырра-пулла ҫитӗнтерекен, ана-йӑранне хурал тӑракан Турӑ, ҫырлах, Сана асӑнса хур пусрӑмӑр, уйри тырра-пулла лайӑх шӑварса ҫитӗнтер. Милкӗпе лайӑх пур ҫӗре те сирпӗтсе сывлӑм ӳкер, ҫырлах, ана-йӑран Турри, ҫырлах, амӑль.

Эй, Илья пралук, эсӗ урапапа лайӑх ҫӳре, пирӗн ҫине вут ярса вутпа ан ҫунтарса яр; вӑрӑм пушӑпа усала ҫапасшӑн пире асӑрхамасӑр ан ҫап. Эй, Илья пралук, ҫырлах.

Эй, ҫӳлти Мӑн Турӑ, ҫырлах, вут-кӑвартан, шартан-чиртен ҫырлах, ҫичӗ тӗслӗ тырра ҫичӗ кӗлете тултарма пар. Кучӗ хӑмӑш пек, тӑрри турпас пек пултӑрччӗ, ырӑ ҫумӑрпа савӑнтарса хӗпӗртеттер, хурӑнташ-тантӑшпа ӗҫсе-ҫиме пар. Пур выльӑхӑм-чӗрлӗхӗме, ачам-пӑчама тӗрӗс-тӗкел ту.

Ҫырлахсам пире, ҫырлахсам пире, ҫырлах. Авалхи чӳк тунӑ вырӑнсем, эсир те ан ҫилленӗр, эпир пур ҫӗре те астумастпӑр, эпир сире кунтах асӑнатпӑр, ҫырлах, амӑль, ҫырлах, амӑль.

346

Эй, ҫӳлти Турӑ, сана тилмӗретпӗр, мӗн кирлине Санран ыйтатпӑр; Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах; эпир пураран кӑларса ҫӗр ҫине акрӑмӑр, Сан алла патӑмӑр, вӗсене шӑтса ӳсме ҫумӑр парсам, Турӑ, пур ял-йышпа тилмӗрсе ыйтатпӑр Санран, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах; пур выльӑхӑмӑрсемшӗн Санран тилмӗрсе йӑлӑнса ыйтатпӑр Санран, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам, мӗн те пулсан; пур кайӑк-кӗшӗксемшӗн, йыт-качкашӑн — пуриншӗн те пар, Турӑ.

Эй, Туррӑн юратнӑ чурисем, виҫӗ хут ӳксе пуҫҫапар Турра.

347

(...) Пысӑк хуранпа пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ, унта какай яраҫҫӗ. Ҫакӑ чӳк ятне пӑру е пӗр-икӗ така пусаҫҫӗ. Вара кам ҫиес килекен каять, килӗнчен пӗр кашӑк, пӗр чӗл ҫӑкӑр илет. Вара ҫиме пуҫличчен пӗр ватӑ ҫын кӗлтума тапратать. Пурте ура ҫине тӑраҫҫӗ те сӑхсӑхаҫҫӗ хӗвел тухӑҫне пӑхса. Ват ҫынни ҫапла кӗлтӑвать:

Эй, тӗнчене тытса тӑракан Мӑн Турӑ, Санран тилмӗрсе ыйтатпӑр, уя-хире акнӑ тыр-пулсемшӗн, типсе выртакан ҫырмасемшӗн ҫумӑр, ача-пӑчамӑра, выльӑхӑмӑра тӑрантармалӑх тыр-пул парсам, Турӑ.

Ҫӳлти валь, Ҫӗрти валь, эсир те пулсан пирӗн хута кӗрсе кӗлӗре пулӑр. Паянхи кун эпир пур ял-йышпа, пур ача-пӑчамӑрпа ҫумӑр чӳкӗ тӑватпӑр.

Эй, Туррӑмӑр, Сана ҫакӑ такасемпе парне кӳретпӗр. Пур халӑхпа Сана йӑлӑнса пуҫҫапатпӑр. Ҫакӑ пирӗн чунлӑ парнесене хапӑл ту.

Эй, ырӑ Туррӑмӑр, ҫумӑр пар пирӗн ҫине, выҫлӑхран сыхла пире.

Эй, ырӑ тӑванӑмсем, пӗр виҫӗ хут пуҫҫапӑр ӳксе.

348

Ҫумӑр чӳкне асӑнатпӑр. Турра-Пӳлӗхе асӑнатпӑр ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхепе, ватти-вӗтти мӗн ҫуралнӑ чунӗпе хура халӑх асӑнать. Лайӑх кунна парӑсӑнччӗ. Ӑшӑ ҫумӑрна парӑсӑнччӗ. Ҫилӗнтен-тӑвӑлӑнтан эс сыхлӑсӑнччӗ. Лайӑх ҫанталӑкна парӑсӑнччӗ. Вутӑнтан-кӑварӑнтан сыхлӑсӑнччӗ. Эс упрарӑн, Эс сыхларӑн, Тавтапуҫ, Турӑ, Пӳлӗхҫӗ, Аминь, ҫырлах.

349

Ҫумӑр учук, ҫырлах. Турӑ, тухан хӗвелӗпе панӑ ҫумӑршӑн савӑнса сана асӑнатпӑр, ҫуллӑ пӑтӑпа, алӑ валлипеле асӑнатпӑр. Ҫырлах, Турӑ. Аминь.

Пӗлни пур, пӗлменни пур. Каҫар. Аминь. Ҫырлах.

350

Ӗҫме-ҫиме пиҫсен пур халӑх та пуҫтарӑнса тӑнӑ. Чӳк йӗркине пӗлекен ватӑ ҫынсем хура халӑх хушшине кӗрсе тӑрса чӳклеме тапратнӑ. Чӳкле пуҫличчен пур хурантан та кӑшт-кӑшт тӑкнӑ тата ҫӑкӑр таткаласа пӑрахнӑ, вара халӑха пуҫа тайтарса ҫакӑн пек сӑмахсем каланӑ:

Ҫырлах, ҫумӑр чӳкӗ, пуҫҫапса санран ыйтатпӑр: ырӑ ҫумӑрна хура халӑха пиллесе пар, хура халӑха выҫса касӑлмалла ан ту. Чӳк, ҫырлах, ырӑ ҫумӑр ярса тырӑсене ӳстерсе ҫак ҫӑмарта хупписем хулӑсене авса ларнӑ пек, ыраш пучахӗсем авӑнса лармалла пулччӑр. Ҫакӑн пек йӗпенмелӗх чӳк ҫырлахса ҫумӑр патӑр.

Чӳклесе пӗтерсен ӗҫме-ҫиме каллех ваттисем валеҫнӗ. Кашни харпӑр хӑй чашӑкки-кашӑккине хуран патне пырса ҫимӗҫ илсе ҫырма хӗррине лара-лара ҫинӗ. Ҫисе пӗтерсессӗн пурте харпӑр хӑй ирӗкӗпе тумтирӗпе шыва кӗрсе йӗпеннӗ. Йӗпеннисем кам чӳкленӗ ҫӗре анманнисене йӗпетсе ҫӳренӗ. Камӑн йӗпенес килмен, вӗсем пурте тара-тара кӗрсе пытарӑнса ларнӑ. Йӗпетсе ҫӳрекенсем ун пеккисен пӳрт тӑррине улӑхса мӑрйи витӗр шыв янӑ, ҫакӑн пек мӑшкӑлласан та вӑл ҫын вӑрҫма пултарайман. Ҫакӑн пек йӗпету чӳк хыҫҫӑн каҫченех пынӑ. Чӳк кунне ӗҫлеме кайнӑ ҫынсене халӑха та, чӳклемене те хирӗҫ пырать тенӗ.

351

Халӑх Турӑран пулӑшу — ҫумӑр — ыйтма чӗркуҫленсе ларса кӗлтума тытӑнчӗ. Ваттисем пурте кӗлтӑваҫҫӗ:

Пире пулӑшу пар, выҫӑ ан вӗлер, выльӑх-чӗрлӗх валли апат пар!..

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр