Пилсемпе кӗлӗсем

Аслӑ Киремете чӗнсе калани

 

312

— Эй, Аслӑ Киремет! Паян хура халӑхпа пуҫтарӑнса эс ҫитӗнтернӗ тыр-пултан ӗҫмелли-ҫимелли хатӗрлесе, сана хисеплесе тата ырӑ сунса чӳклеме шутларӑмӑр. Эй, Аслӑ Киремет! Малтанах йышӑнсамӑр пирӗн кучченеҫсене.

Мӑчавӑр юман ҫумне виҫӗ ҫӑмарта чӳклесе хурать.

— Эй, Аслӑ Киремет! Хура халӑха кайӑк-кӗшӗкрен ан татчӗ.

Мӑчавӑр чӑкӑт чӳклесе хурать.

— Эй, Аслӑ Киремет! Ҫак хура халӑхӑн сӗтел ҫинчен сӗт-ҫу ан татӑлтӑрччӗ.

Мӑчавӑр пуҫламан ҫӑкӑр чӳклесе хурать.

— Эй, Аслӑ Киремет! Ҫак хура халӑхӑн сӗтелӗ ҫинчен нихҫан та ҫӑкӑр-тӑвар ан татӑлтӑрччӗ.

Мӑчавӑр кӗмӗл тата пӑхӑр укҫасем чӳклесе хурать.

— Эй, Аслӑ Киремет! Ҫак хура халӑхӑн укҫа-тенкӗ енчен яланах ҫителӗклӗ пултӑрччӗ.

Мӑчавӑр юман ҫине ал шӑлли чӳклесе ҫакать.

— Эй, Аслӑ Киремет! Пиртен парне — ал шӑлли — йышӑнсамччӗ. Эй, Аслӑ Киремет! Ҫак хура халӑхпа уй-хире виҫӗ тӗрлӗ тыр-пул акса хӑвартӑмӑр. Ҫав тыр-пула шӑтса тухма ӑшшине, нӳрӗкне парсамччӗ. Шӑтса тухсан ешерсе ҫитӗнме ҫӑралӑхне парсамччӗ. Хӑмӑлӗсем хӑмӑш пек, пӗрчи пӑрҫа пек шултра пултӑр, пӗр пӗрчӗрен пин пӗрчӗ шӑтса тухтӑрччӗ. Эй, ҫырлахсам, Аслӑ Киремет!

Тата ҫав тыр-пула ҫитӗнсе ҫитсен вут-кӑвартан, аҫа-ҫиҫӗмрен, ҫил-тӑвӑлсенчен, пӑрлӑ ҫумӑрсенчен, усалсенчен, арлансенчен, шӑшисенчен сыхласа тӑрсамччӗ.

— Эй, Аслӑ Киремет! Тата ҫав тыр-пула пиҫсе ҫитсен пуҫтарса илме ҫак хура халӑха алӑ-ура суранӗсенчен, ытти чирсенчен сыхласа упрасамччӗ. Аслӑ Киремет! Тыр-пула ҫӗмеле хывма перекетлӗхне парсамччӗ, ҫӗмелтен капана хывма перекетлӗхне парсамччӗ, капантан кӗлте кӗртме перекетлӗхне парсамччӗ.

Тата кӗр мӑнтӑрӗпе пыл-сӑра, кӑвас тума перекетлӗхне парсамччӗ. Ҫав пыл-сӑрапа, кӑваспа ҫамрӑксен мӑшӑрланмалла пултӑр, тепӗр ҫул ҫак чӳклемене мӑшӑрпа килмелле пултӑр.

— Эй, тахҫанах ҫӗре кӗнӗ ырӑ асаттесем, асаннесем, хурӑнташсем, тӑвансем, ҫырлахӑр, ан пӑрахӑр! Пирӗнпе пӗрле ҫак чӳклемене ӗҫсе-ҫиме килӗр.

Чӳклемерен чӳклемеччен ырлӑхпа сывлӑх хушшинче пурӑнмалла пултӑр.

Турат ҫумне турат хушмалла пултӑр, мул ҫумне мул хушмалла пултӑр. Йӳҫӗ ӗҫсе тутлӑ калаҫмалла пултӑр. Ҫичӗ тӗрлӗ тыр-пула виҫӗ кӗлетре тытмалла пултӑр, виҫӗ тӗрлӗ выльӑха-чӗрлӗхе виҫӗ картара тытмалла пултӑр.

Панӑ тырӑ ан палӑртӑр, илнӗ тырӑ ан иксӗлтӗр. Арман чулӗ витӗр тухнӑ кӗрпе-ҫӑнӑх перекетлӗ пултӑр. Ҫамрӑк мӑшӑрсен кашниннех ача-пӑчаллӑ пулмалла пултӑр: сак тӑрӑх сакӑр ывӑл чуптӑр, урай тӑрӑх ултӑ хӗр ҫӳретӗр. Тӗпел кукрине кин кӗртмелле пултӑр, алӑк умӗнче кӗрӳ кӗтсе илмелле пултӑр.

Ҫитес ҫул ҫак чӳклемене ывӑлпа-кинпе, хӗрпе-кӗрӳпе килмелле пултӑр. Ҫырлахсам, Аслӑ Киремет! Ытлашшине каҫар, ҫитменнине ҫитер. Ҫак хура халӑха ырлӑх-сывлӑх парсам, Аслӑ Киремет! Тайма пуҫӑм сана, ҫырлахсам, хура халӑха ҫӑмӑллӑх парсам, Аслӑ Киремет!

Чӳк ҫапла пуҫланчӗ. Часах Киремете виҫӗ тӗрлӗ выльӑх илсе килчӗҫ: вӑкӑр, така, автан. Хура вӑкӑра ҫӑнӑхпа шуратса (шурӑ е хӗрлӗ вӑкӑр кирлӗ), выльӑхсене Киремет йышӑннине шыв сапса тӗрӗслесе (выльӑх чӗтресе илни пӗлтерет ҫакна) вӗсене чӳк вырӑнне ҫавӑтса кӗчӗҫ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр