Пилсемпе кӗлӗсем

Эль кӳлли учукӗ

 

393

... Хур хыҫҫӑн ӗнене силлентерсе пусаҫҫӗ. Ӗне каҫанӗ ҫине шыв янӑ чухне: «Эй, Эль кӳлли чӳк, ҫырлах! Хура халӑхпа витӗнетпӗр, тӳлек ҫӑмӑрна пар, ҫӑмӑр ҫӳретме ӗне паратпӑр», — тесе ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ.

Какай пиҫсен какая пӗр-пӗр япала ҫине кӑларса хураҫҫӗ те шӳрпи ҫине кӗрпе ярса пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ. Пӑтӑ пиҫсессӗн хурансене катипех антарса лартаҫҫӗ те хуранти пӑтӑ ҫине какай хурса тухаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Макҫӑм вара халӑха: «Эй, тӑрӑр, пӑтӑ пиҫнӗ, Эль кӳлли те ине кӗтет, килӗр, кӗл тӑвар», — тесе тӑратать. Вара халӑх тӑрса чӗрессисене ӗретпе лартса тухать. Мал еннелле пӑхса ҫынсем чӗрессисем патне чӗркуҫленсе лараҫҫӗ. Виҫҫӗн сулахай хул хушшине калпак хӗстерсе виҫӗ хуран умне тӑрса кӗлтӑваҫҫӗ. Ҫӗнӗ Макҫӑм текенни кӗлӗ пуҫӗ вырӑнне тӑрать те ак ҫапла каласа кӗлтӑвать:

— Эй, Эль кӳлли чӳк, ҫырлах! Хура халӑхпа витӗнетпӗр, тӳлек ҫӑмӑрна пар, акӑ ҫӑмӑр ҫӳретме ине паратпӑр.

Эй, Эль кӳлли, Эль кӳлли амӑшӗ. Сана шурӑ инепе, виҫӗ хуран пӑтӑпа асӑнатпӑр, витӗнетпӗр. Тӳлек ҫӑмӑрна пар, акӑ Сана ҫӑмӑр ҫӳретме шурӑ ине паратпӑр, савса паратпӑр, савса ил, чӳк, ҫырлах, ан пӑрах, Эсӗ ҫумӑра сехмечӗ-сехмечӗпе кӑларса илсе ҫӳре, ҫӗре ҫӑмӑрсӑр типӗтсе хӑртса ан яр. Акнӑ тырра-пулла пӑр кӑларса ан ҫаптар. Ҫак инепе пӑтта савса паратпӑр, савса ил, ҫырлахах, ҫак пӑтӑпа, инепе ҫырлахах.

Эй, Эль кӳлли, Эль кӳлли амӑшӗ, ҫу каҫаччен ҫак виҫӗ тӗслӗ выльӑха тӑранса каҫма ҫимӗҫ пар. Виҫӗ тӗслӗ выльӑх пӗр вӗҫӗ вакӑра пултӑр, тепӗр вӗҫӗ картара пултӑр. Ҫак выльӑх-чӗрлӗхе уя тухсан эсӗ ҫӑмӑр парса кӑларнӑ ҫимӗҫ ҫинче сарӑлса ҫӳреме пар. Уй тултармалла ту. Хӗле кӗрсессӗн карта тултарма пар, чӳк, ҫырлах, ан пӑрах. Эй, Эль кӳлли, Эль кӳлли амӑшӗ, пӗр пӗрчӗ тырӑ аксассӑн пин пӗрчӗ пулмалӑхне патӑр, хӑмӑлне хӑмӑш пек пар, пуҫне турпас пек ту, тӗшшине пӑрҫа пек пар. Уйра мӗн пулнӑ тырӑ-пулӑ пеккине чипер пуҫтарса кӳртме пар. Анкартне ӗскӗрт тусассӑн ӗскӗрт перекетне пар, тата кӑшӑл тусассӑн кӑшӑл перекетне пар. Ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла ҫичӗ кӗлетре тытма пар, панӑ ҫӗртен ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр. Ҫынна памалӑх та, хамӑра ҫимелӗх те, сутмалӑх та пултӑр. Выҫса килекен ҫынна тӑрантарса ямалла ту, сивве шӑнса килекен ҫынна ӑшӑтса яма пар. Илес тавара йӳне илме пар, сутас тавара хакла сутма пар.

Эй, Эль кӳлли, ҫӳлтен те, ҫӗртен те татса пар; тырӑ пулмасӑр хӑварса выҫӑ ан вӗлерсем. Инҫе ҫула-йӗре тухсассӑн ырра хирӗҫ ту, усала тӳртен ту. Пирӗн ҫак кӗллӗмӗр анчах, урӑх нимӗн те пӗлместпӗр.

Эй, Эль кӳлли, Эль кӳлли амӑшӗ, пире айван ывӑл-хӗрӗ кӗллине виҫӗ сӑмахпа та пулин хапӑл илсем. Аминь. Чӳк, ҫырлах, ан пӑрах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр